12846 | Йӗкӗт чух сӑнпа хитри лайӑх, авлансан кӑмӑлӗпе лайӑххи аван. | Авланасси — Качча каясси |
12847 | Йӗмесӗр ҫӑкӑр ҫимест, авланас тесе шухӑшлать. | Авланасси — Качча каясси |
12848 | Каймас, каймас теекен вуник ҫултан кайнӑ. | Авланасси — Качча каясси |
12849 | Кайнӑ салтак кайнӑ ҫӗртех пултӑр, кайнӑ хӗр кайнӑ ҫӗртех юлтӑр. | Авланасси — Качча каясси |
12850 | Карӑнас килет — кашта ҫук, качча каяс килет — каччӑ ҫук. | Авланасси — Качча каясси |
12851 | Качакуна астарсан качча кайсан макӑрӑн. | Авланасси — Качча каясси |
12852 | Качча илес хӗре вӑйӑ картинче мар, ӗҫ картинче шыра теҫҫӗ. | Авланасси — Качча каясси |
12853 | Качча кайиччен качча каяс, качча кайсан ашшӗ патне каяс. | Авланасси — Качча каясси |
12854 | Качча кайиччен малтан сар кӑткӑ тӗми ҫине ларса пӑхма хушнӑ. | Авланасси — Качча каясси |
12855 | Качча кайиччен начар хӗр ҫук. | Авланасси — Качча каясси |
12856 | Качча кайиччен пӗр хуйхӑ, качча кайсан ҫӗр хуйхӑ. | Авланасси — Качча каясси |
12857 | Качча кайиччен ҫын упӑшкинчен ан кул, ача тӑвиччен ҫын ачинчен ан кул. | Авланасси — Качча каясси |
12858 | Качча кайма тӑрсан хӗре сурӑх тӑнӗ кӗрет тет. | Авланасси — Качча каясси |
12859 | Качча каймас теекен вун ҫич ҫултах качча кайнӑ. | Авланасси — Качча каясси |
12860 | Качча кайнӑ хӗр — сутса янӑ ҫӗр. | Авланасси — Качча каясси |
12861 | Качча кайсан арча ҫинче лартмаҫҫӗ. | Авланасси — Качча каясси |
12862 | Качча кайсан кача пӳрни кӗскелет. | Авланасси — Качча каясси |
12863 | Качча кайсан качак пӳрни кӗскелет, ача тусан вӑта пӳрне кӗскелет. | Авланасси — Качча каясси |
12864 | Качча кайсан качакаланасси ҫук вара. | Авланасси — Качча каясси |
12865 | Качча кайсан ҫерем уҫӑлать теҫҫӗ. | Авланасси — Качча каясси |
12866 | Качча кайсан хӗрача ҫуначӗ усӑнать теҫҫӗ. | Авланасси — Качча каясси |
12867 | Качча каяс — инҫе каяс, качча кайсан — атте каяс. | Авланасси — Качча каясси |
12868 | Качча каять — куҫҫуль юхать, арӑм пулать — татах юхать. | Авланасси — Качча каясси |
12869 | Каччӑ пулмасан качакана качча кайма ҫук. | Авланасси — Качча каясси |
12870 | Каччӑн мыскарине пӗлес пулать, пӗлмесӗр кайма юрамасть. | Авланасси — Качча каясси |
12871 | Каччӑсене тиркекен хӗр урҫана лекнӗ. | Авланасси — Качча каясси |
12872 | Каччин ӑсне пӗлмесӗр качча сиксе тухмаҫҫӗ. | Авланасси — Качча каясси |
12873 | Каччине килӗшни амӑшне килӗшмест, амӑшне килӗшни каччине килӗшмест. | Авланасси — Качча каясси |
12874 | Каякан хӗртен шӑпӑр пытаннӑ. | Авланасси — Качча каясси |
12875 | Каяп, каяп теекен ҫитмӗл пӗр ҫулта качча кайнӑ. | Авланасси — Качча каясси |
12876 | Кун ирттӗр те ҫӗр ирттӗр, качча кайма ҫул ҫиттӗр. | Авланасси — Качча каясси |
12877 | Кун кунлама авланмаҫҫӗ, ӗмӗр ӗмӗрлеме авланаҫҫӗ. | Авланасси — Качча каясси |
12878 | Курман чипере ан ил, кура тӑран усалах ил теҫҫӗ. | Авланасси — Качча каясси |
12879 | Курнӑ суккӑра иличчен курман суккӑра ил. | Авланасси — Качча каясси |
12881 | Курса илни кукӑр пулас ҫук, кукӑр пулсан та ӳпкев ҫук. | Авланасси — Качча каясси |
12880 | Курса илни кукӑр пулас ҫук. | Авланасси — Качча каясси |
12882 | Лайӑх хӗре шыракан — инке-арӑмсӑр юлакан. | Авланасси — Качча каясси |
12883 | Лашу ҫухалсан йӗвенне кӑларса ывӑт; хӗрӳ кайсан тухйине кӑларса ывӑт. | Авланасси — Качча каясси |
12884 | Начар хӗр качча каймасть, начар каччӑ авланмасть. | Авланасси — Качча каясси |
12885 | Пӗлмен ухмаха кайиччен пӗлекен ухмаха кай теҫҫӗ. | Авланасси — Качча каясси |
12888 | Пӗр ҫуралса, пӗр ӳссе, пӗр мӑшӑрлӑ пулмаллах. | Авланасси — Качча каясси |
12886 | Пӗркенчӗк витӗнсе йӗмен хӗр шӑналӑк витӗнсе йӗнӗ тет. | Авланасси — Качча каясси |
12887 | Пӗркенчӗк пӗркенсен ирӗклӗх пӗтет вара. | Авланасси — Качча каясси |
12889 | Пӗрре авланас пирки ҫӗр хут уйласа пӑх. | Авланасси — Качча каясси |
12890 | Пилӗк хӗр паракан пӗлнӗ, пилӗк ывӑл авлантаракан пуйнӑ. | Авланасси — Качча каясси |
12891 | Сакӑр сар хӗр пӑхакан — инке-арӑмпа юлакан. | Авланасси — Качча каясси |
12892 | Сӑртпа сӑрт пӗрлешмен, этем улӗ-хӗрӗ пӗрлешнӗ тенӗ. | Авланасси — Качча каясси |
12893 | Ҫӑмӑл авланакан ҫӗре ҫити авӑннӑ. | Авланасси — Качча каясси |
12894 | Ҫитмӗл урлӑ каҫсан ӑсланасси ҫук вара. | Авланасси — Качча каясси |
12895 | Ҫичӗ сыпӑка ҫитиччен мӑшӑр тума тиркеҫҫӗ. | Авланасси — Качча каясси |