Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр

 

13122Тӑван тени мӗн тени — ӗмӗр пӗрле пурнмалли.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13123Тӑван тоти — пыл тути, йот ҫын тути — юн тути.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13124Тӑван умра пур чухне хур тӑваймӗ ҫичӗ ют.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13125Тӑван усалли ҫичӗ ютран ирттерет.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13126Тӑван хапха юписем пӗр вӑрманта ӳснӗрен теҫҫӗ.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13127Тӑван хута кӗмесен ҫичӗ ют хута кӗрес ҫук.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13128Тӑван чӗлхе Турӑ панӑ чӗлхе, ӑна манма юрамасть.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13129Тӑвана тӑван кӗтӳ кӗтнине хавас.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13130Тӑвана тӑван пулӑшмасан кам пулӑшать?Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13131Тӑвана тӑван ҫиет.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13132Тӑвана тӑванла пулӑш, юлташа юлташла пулӑш.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13133Тӑванӗпе тӑванӗ тӳрӗ пурӑнни чул хӳмерен те тӗреклӗрех.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13134Тӑванпа тӑван пӗр мар.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13135Тӑванпа тӑван пул, тӑшманпа тӑшман пул.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13136Тӑванпа тӑван ҫапӑҫнӑ ҫӗре пырса ан хутшӑн.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13137Тӑванпа уйрӑлсан тӑхӑр ҫул йӗрӗн, ҫӗршывран уйрӑлсан ҫӗр ҫул йӗрӗн.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13138Тӑвансем патне кайрӑм та, тӑват ан кӗпи тӑвӑр пулчӗ, ют ҫын патне кайрӑм та, виҫ ан кӗпи те аслӑ пулчӗ.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13139Тӑвантан тӑван тӑранни ҫук.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13140Тӑвану килнине курсассӑн хӗвел пулса чупса тух.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13141Тӑваншӑн тӑван кермен хывать, тӑшманшӑн тӑшман шӑтӑк чавать.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13142Тӑваншӑн тӑван Тӑвайне кайса килнӗ.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13143Тепӗр кӳршӗ-аршӑ аякри тӑванран та маларах.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13144Тепӗр тӑван ҫичӗ ютран усалрах.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13145Тӗтӗм сӳнтерни вучах сӳнтерни мар, кил-ҫуртра вучах сӳнтӗр те, тӗтӗм ан сӳнтӗр теҫҫӗ.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13146Тулта шӑнсассӑн пӳртре тӑлӑп тӑхӑнса ларнӑ.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13147Тулти тӑман темех мар, пӳртри тӑман хӑрушӑ.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13148Уй варне тырӑ акӑр та, ял варне ҫурт лартӑр.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13153Улма хаклӑ виҫене хурсан, тӑван хаклӑ хисепе хурсан.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13154Ура ҫинче тӑракан хӑнаран хӑрама хушнӑ.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13155Усал хӑна хуҫине хӗнеме те именмен.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13149Хамӑр ялта хам малта.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13156Хамӑртан тӑван килнӗ чух шаршан вутти хутам-и, ютран тӑван килнӗ чух ҫирӗк вутти хутам-и?Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13157Хӑв тӑвану вут урлӑ.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13158Хӑна апатне тӑраниччен ҫимеҫҫӗ.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13159Хӑна апатне ямшӑк пуҫлать.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13160Хӑна выҫӑран ҫӳремест.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13161Хӑна ӗҫки хире-хирӗҫ.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13162Хӑна ӗшенмест, курка ӗшенет.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13163Хӑна килсен аш пиҫет, аш пиҫмесен пит пиҫет.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13164Хӑна килсен сӑй тухать, сӑй тухмасан ят тухать.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13165Хӑна килсен хӑла пылна ан хӗрхен.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13166Хӑна куҫӗ саккӑр сӑвать.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13167Хӑна кучӗ сарлака.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13168Хӑна пур чух хуҫи пуртӑ аври ҫинче ларать тет.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13169Хӑна пурнӑҫӗ виҫ кунлӑх.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13170Хӑна пухсан пӑхма та пӗлес пулать.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13171Хӑна ҫынни кашӑк хурса ҫиет.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13173Хӑна тени хӑлхаллӑ, чӗнменнисем чӗлхеллӗ.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13172Хӑна тени хӑлхаллӑ.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13174Хӑна туни хаклӑ мар, хисеп туни хаклӑ.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр