| 13175 | Хӑна халалланӑ сӑмаха ӑшӑнта тыт. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13176 | Хӑна хуҫана вӗрентмест. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13177 | Хӑна хырӑмӗ ыр апата юратать. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13178 | Хӑнана пуш алӑпа кайма ҫук, кучченеҫ кирлӗ. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13179 | Хӑнана тесен хапха урлӑ сикме хатӗр. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13180 | Хӑнана ху куркупа ан кай теҫҫӗ. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13181 | Хӑнара кӑвакал ҫисен хурна пусса хатӗрле. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13182 | Хӑнара ҫини киле ҫитмест. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13183 | Хӑнара ҫини шыв урлӑ каҫиччен анчах вӑл. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13184 | Хӑнара тиркес йӑла ҫук. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13185 | Хӑни килсен хуҫи турчӑка тӑрринче. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13186 | Хӑни килсех тӑтӑр, кӗҫҫи сарсах тӑтӑр. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13187 | Хӑнине кура апачӗ. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13188 | Хӑнисем епле — ӗҫкисем ҫапла. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13189 | Хӗрӗх ҫынна тав турӑм — пит ӳсӗрӗлтӗм; хӑнисем епле ӳсӗрӗлчӗҫ пулӗ тет хуҫи. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13190 | Хирӗҫ тухсан кӗме лайӑх, килях тесен ларма лайӑх, тавсси тесен ӗҫме лайӑх. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13191 | Хисеплесе чӗнни пынинчен паха теҫҫӗ. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13192 | Хурӑнташ аллипе хурӑн касма лайӑх. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13193 | Хурӑнташ килӗнче ҫинӗ чӑх какайӗ хур какайӗнчен ирттернӗ. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13194 | Хурӑнташ умне хуплу хур. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13195 | Хурӑнташ хурланать кук! тесе, курмалӑх тӑванӑм ҫук! Тесе. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13196 | Хурӑнташа хур тума хушман. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13197 | Хурӑнташлӑ ҫын хумханать, хурӑнташсӑр ҫын хурланать. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13198 | Хурӑнташпа суту-илӳ тума хушман. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13150 | Хуҫалӑх вырӑна пӑхать. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13151 | Хуҫалӑх вырӑна та пӑхать, хуҫана та пӑхать. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13199 | Хуҫи тӑмасан хӑни тӑмасть. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13200 | Чӗнмен ҫӗре ан сӗкӗн. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13201 | Чӗнмен хӑна тутартан хушӑ. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13202 | Чӗнмен хӑна чӗр шуйттан. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13203 | Чӗнмен хӑнан ури вӑрӑм. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13204 | Чӗнмен хӑнана Чӗмпӗрте те хисеп ҫук. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13205 | Чӗннӗ ҫӗре каясах пулать. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13206 | Чӗннӗ хӑнана сӑйласах пулать. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13207 | Чӗннӗ хӑнашӑн чечеклӗ курка. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13208 | Чӗнни — пынинчен мала. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13152 | Чухӑн кил-йышра пурӑнма намӑс мар, таса мар килте пурӑнни намӑс. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13209 | Ыр хӑна апат тиркемест. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13210 | Ырӑ кӳршӗ тӑванран та ҫывӑх. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13211 | Ырӑ ҫын парни кӑмӑла тултарать. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13212 | Ырӑ хӑна килет те каять, усал хӑна кайма пӗлмест. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13213 | Юна юн ҫӑвать, юншӑн юн юхать. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13214 | Ют астарса каланӑ, тӑван йӗре-йӗре каланӑ. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13215 | Ют ен ӑс хушать. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13216 | Ют кучченеҫ пылтан тутлӑ. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13217 | Ют сывлама памасть, тӑван пурӑнма памасть. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13218 | Ют ҫӑкӑрӑн шӑрши те ют. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13219 | Ют ҫӗрте сӗм вӑрмантипе пӗрех. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13220 | Ют ҫӗршыв хӗвелӗ чуна ӑшӑтмасть. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13221 | Ют ҫӗршывра ҫӳҫ те хӑвӑрт шуралать. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |