| 13272 | Яла килнӗ мур пӗр ӗнешӗн уйӑрса каяймӗ, пурне те ҫулса илӗ теҫҫӗ. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13273 | Яла тухма ят кирлӗ. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13274 | Ялӗ Ялтра ятлӑ, улт урамра ҫичӗ кил. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13276 | Ялне кура йӑли теҫҫӗ. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13275 | Ялне кура йӑли, сурпанне кура халамӗ. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13277 | Ялпа — мирпе, халӑхпа пӗрле. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13278 | Ялпа пӗрле пашалу. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13279 | Ялпа ял пек пул, йышпа йыш пек пул. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13280 | Ялпа ял та тӗрлӗрен. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13281 | Ялсем ҫинче ан мухтанӑр, ятӑр юлӗ ял ҫине. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13282 | Ялта йӑлтӑркка нумай, кӳршӗри лӑпсӑркках луччӗ. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13283 | Ялта сакӑр пуян пӗрле пурнайман тет. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13284 | Ялта саккӑрӑн пуян ҫын, тӑхӑр начар ҫын пӗрле пурӑнмаҫҫӗ. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 7468 | Ялта салакайӑк вилмен. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13285 | Ялта ҫерҫи вилмест теҫҫӗ. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13286 | Ялта тухатмӑш, ӗҫре пӑтратмӑш. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13287 | Ялта явӑл пур тет, Чикмере — чӗмере. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13288 | Ялта яклашка та, килте муклашка. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13289 | Ялта ял варринче тӑр, уйра уй тӳпинче тӑр. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13290 | Ялта ял пек пулас тет, ҫын ҫинче ҫын пек пулас тет. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13291 | Ялта ял хавалӗ. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13292 | Ялта яланчӑк, килте пӗрӗнчӗк. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13293 | Ялта япшар пулсан килте упа тир витӗнет теҫҫӗ. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13294 | Ялта ясар пулатех. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13295 | Ялта ятлаҫни ял хушшине юлтӑр. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13297 | Ялта ятлӑ ҫын пулсан пилӗк пуспа ан виртле, вунӑ пусна ан хӗрхен. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13296 | Ялта ятлӑ ҫын пулсан пилӗк пуспа ан виртле. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13298 | Ялта яшка пӗҫернӗ, килте сӗтел шӑлман. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13299 | Ялти йӑла ютра пулман. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13300 | Ялти писӑр йытти хыт ҫыртать. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13301 | Ялти сӑмаха киле ан кӗрт, килтине яла ан кӑлар. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13302 | Ялти халапа киле пырса ан кала, килти халапа яла кайса ан кала. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13303 | Ялти хӗр каччӑсӑр пулмасть. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13304 | Ялти яла юрат, килти киле юрат. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13305 | Ялти ят чула касать. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13306 | Ялти ятлӑ ҫын хулара ят ҫухатнӑ тет. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13307 | Ялти яшӑ йӗпхӗртет, ют ял яшӗ юратать. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13309 | Ялти яшка яклашка, килти яшка муклашка теҫҫӗ. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13308 | Ялти яшка яклашка. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |