Тутӑ — Выҫӑ

 

13689«Хӑймаллӑ турӑхран тутли ним те ҫук», — терӗ тет уйранран пуҫне ним те ҫисе курман ҫын.Тутӑ — Выҫӑ
13310Алла лекнӗ апат хырӑм тирне самӑртать.Тутӑ — Выҫӑ
13311Алла лекнӗ апат хырӑмра та пулӗ.Тутӑ — Выҫӑ
13312Алтӑрпала ӗҫекен алӑк тӗлне тупайман.Тутӑ — Выҫӑ
13313Ап! тенипех апат ҫиме чӗнмеҫҫӗ.Тутӑ — Выҫӑ
13314Апат ӑша кантарать, милӗк ҫурӑма кантарать.Тутӑ — Выҫӑ
13315Апат вӑл хырӑм выҫсан тутлӑ теҫҫӗ.Тутӑ — Выҫӑ
13316Апат вӑхӑтне айван та пӗлет.Тутӑ — Выҫӑ
13317Апат вӑхӑтне хырӑм та чухлать.Тутӑ — Выҫӑ
13318Апат карчӑкне шанмасан ху тытса пӗҫер.Тутӑ — Выҫӑ
13319Апат парсан ҫур пуслӑх сысна ҫури те ҫӗр тенкӗлӗх сысна пулать.Тутӑ — Выҫӑ
13320Апат пӗҫерекен пӑспа тутӑ.Тутӑ — Выҫӑ
13321Апат пулсан апат вӑхӑчӗ кашни кун пулать.Тутӑ — Выҫӑ
13322Апат пулсан аппа та кирлӗ.Тутӑ — Выҫӑ
13323Апат пулсан ҫул ҫӑмӑл.Тутӑ — Выҫӑ
13324Апат ҫиекен аптрамасть.Тутӑ — Выҫӑ
13325Апат ҫиес килни кӑвас ӗҫнипе иртес ҫук.Тутӑ — Выҫӑ
13326Апат ҫиес килсен кӑмака ҫинчен те сиксе анӑн.Тутӑ — Выҫӑ
13327Апат ҫиме пурте ӑста.Тутӑ — Выҫӑ
13328Апат ҫиме шутлӑ пул.Тутӑ — Выҫӑ
13329Апат ҫимесӗр вӑй кӗмест.Тутӑ — Выҫӑ
13333Апат ҫинӗ хыҫҫӑн апат карчӑкӗ те кирлӗ мар.Тутӑ — Выҫӑ
13332Апат ҫинӗҫемӗн анать.Тутӑ — Выҫӑ
13334Апат ҫинчен калаҫсан хырӑм савӑнать.Тутӑ — Выҫӑ
13335Апат ҫисе выртсан апат: «Улпут хырӑмне кӗтӗм», — тесе калать тет.Тутӑ — Выҫӑ
13336Апат ҫитерсен тискер кайӑк та иленет.Тутӑ — Выҫӑ
13337Апат ҫукки аптрашки.Тутӑ — Выҫӑ
13338Апат тесен анчӑкӑн та сӗлеки юхать.Тутӑ — Выҫӑ
13339Апат типӗтмест, хуйхӑ типӗтет.Тутӑ — Выҫӑ
13340Апат тиркекен апат Туррине кӳрентерет.Тутӑ — Выҫӑ
13341Апат тупайман кашкӑр ҫилпе тутӑ.Тутӑ — Выҫӑ
13342Апат тутине ӗҫлекен пӗлет.Тутӑ — Выҫӑ
13343Апат тутине кашӑк пӗлмест, ҫиекен пӗлет.Тутӑ — Выҫӑ
13344Апат умӗн кашӑк та хакланать.Тутӑ — Выҫӑ
13345Апат умӗн начар улпут та пӗр курка ӗҫнӗ тет.Тутӑ — Выҫӑ
13346Апат хӗрарӑм ҫӳҫӗсӗр пулмасть теҫҫӗ.Тутӑ — Выҫӑ
13347Апат хуҫине анчӑк та паллать.Тутӑ — Выҫӑ
13348Апат хыҫҫӑн кушак та канса илет.Тутӑ — Выҫӑ
13330Апат-ҫимӗҫпе иртӗхме хушман.Тутӑ — Выҫӑ
13331Апат-ҫимӗҫрен ан йӗрӗн.Тутӑ — Выҫӑ
13349Апата вӑхӑтра ҫимелле.Тутӑ — Выҫӑ
13350Апата ларсан ҫӑкӑр та кирлӗ.Тутӑ — Выҫӑ
13351Апата пӗҫермесӗр ҫиме пулмасть.Тутӑ — Выҫӑ
13352Апатӑн тутине пӗлсе ҫиес пулать.Тутӑ — Выҫӑ
13353Апатлӑ тирӗк енне никам та тӳртӗн лармасть.Тутӑ — Выҫӑ
13354Апатпа сӑйлама вӑй ҫитмесен чӗлхӳпе сӑйлама ӑс ҫитер.Тутӑ — Выҫӑ
13356Апатран асли ҫук, кашкӑртан кӗҫӗнни ҫук.Тутӑ — Выҫӑ
13355Апатран асли ҫук.Тутӑ — Выҫӑ
13357Апатран юлсан та, ӗҫрен ан юл.Тутӑ — Выҫӑ
13358Апатшӑн тавлашмаҫҫӗ.Тутӑ — Выҫӑ