Тутӑ — Выҫӑ

 

13359Апачӗ пулсан кашӑкне тупма пулӗ.Тутӑ — Выҫӑ
13360Апӑршан та апат шухӑшӗ пуҫ ҫинче.Тутӑ — Выҫӑ
13361Аппаланса ҫӳрекене апат ҫук.Тутӑ — Выҫӑ
13362Апшур йытта апат ҫитмен.Тутӑ — Выҫӑ
13363Ӑшӑ ҫӑкӑра ватӑ ҫыннӑн та шӑлӗ витет.Тутӑ — Выҫӑ
13397Вутлӑ шыв хӑй аллипе тыткалать.Тутӑ — Выҫӑ
13398Выҫ варла вырӑс та ытлашши калаҫмасть.Тутӑ — Выҫӑ
13399Выҫ пыйтӑ ӗмӗрне ҫынна чӗптет.Тутӑ — Выҫӑ
13400Выҫӑ анчӑк апат тиркемест.Тутӑ — Выҫӑ
13401Выҫӑ ӗне качакана та тӑмасть.Тутӑ — Выҫӑ
13402Выҫӑ кашкӑр вилнӗ сурӑха та тиркемест.Тутӑ — Выҫӑ
13403Выҫӑ кашкӑр куҫӗ виҫ ҫухрӑмран курать.Тутӑ — Выҫӑ
13404Выҫӑ кашкӑр тутӑ йытӑран вӑйлӑрах.Тутӑ — Выҫӑ
13405Выҫӑ кашкӑртан хӑтӑлма хӗн.Тутӑ — Выҫӑ
13406Выҫӑ курак тӗлӗкӗнче те апат курать.Тутӑ — Выҫӑ
13407Выҫӑ куҫа вилӗм тӑрантарать.Тутӑ — Выҫӑ
13408Выҫӑ кушакран шӑши тарса хӑтӑлас ҫук.Тутӑ — Выҫӑ
13409Выҫӑ пурнӑҫ — йытӑ пурнӑҫӗ.Тутӑ — Выҫӑ
13410Выҫӑ пурнӑҫ пылпа кулач ҫитерет.Тутӑ — Выҫӑ
13411Выҫӑ ҫӗлен хӑй чӗппине хӑй ҫинӗ тет.Тутӑ — Выҫӑ
13412Выҫӑ ҫын ҫумне чир те ытларах ҫулӑхать.Тутӑ — Выҫӑ
13413Выҫӑ ҫын тӗлӗкре те ҫимелли шырать.Тутӑ — Выҫӑ
13414Выҫӑ ҫын хир урлӑ каҫать.Тутӑ — Выҫӑ
13415Выҫӑ ҫын хытӑ ҫилленет тет.Тутӑ — Выҫӑ
13416Выҫӑ ҫынна кун вӑрӑм.Тутӑ — Выҫӑ
13417Выҫӑ ҫынна ҫӑкӑр касма хушман.Тутӑ — Выҫӑ
13418Выҫӑ ҫынна хуран ан ҫактар.Тутӑ — Выҫӑ
13419Выҫӑ ҫынна ыхра хуппи те ылтӑн пек.Тутӑ — Выҫӑ
13420Выҫӑ упа ташламасть.Тутӑ — Выҫӑ
13422Выҫӑ хырӑм апат тиркемест.Тутӑ — Выҫӑ
13423Выҫӑ хырӑм ӑшӑ тытмасть.Тутӑ — Выҫӑ
13424Выҫӑ хырӑм вӑтанмасть.Тутӑ — Выҫӑ
13425Выҫӑ хырӑм виҫӗ куҫлӑ.Тутӑ — Выҫӑ
13426Выҫӑ хырӑм кӑмака ҫинчен те антарать.Тутӑ — Выҫӑ
13427Выҫӑ хырӑм тӗнче тӑрӑх хӑвалать.Тутӑ — Выҫӑ
13428Выҫӑ хырӑм Турра та манать.Тутӑ — Выҫӑ
13429Выҫӑ хырӑм хӑлхасӑр.Тутӑ — Выҫӑ
13430Выҫӑ хырӑм хутаҫ та ҫактарӗ.Тутӑ — Выҫӑ
13431Выҫӑ хырӑма вӑйӑ илӗртмест.Тутӑ — Выҫӑ
13432Выҫӑ хырӑма кӗсле каласа йӑпатаймӑн.Тутӑ — Выҫӑ
13433Выҫӑ хырӑма лӗп шӳрпе.Тутӑ — Выҫӑ
13434Выҫӑ хырӑмӑн хӑлхи ҫук теҫҫӗ.Тутӑ — Выҫӑ
13435Выҫӑ хырӑмшӑн паранкӑ та апат.Тутӑ — Выҫӑ
13421Выҫӑ чӑхӑ тӗлӗкре тул курнӑ.Тутӑ — Выҫӑ
13436Выҫӑ чун чул ҫиме те хатӗр.Тутӑ — Выҫӑ
13437Выҫлӑх вӑхӑтлӑха кӑна килсе каять те, ӗмӗрлӗхе йӗр хӑварать.Тутӑ — Выҫӑ
13438Выҫлӑх патши юрлаттарать, сивӗ патши ташлаттарать.Тутӑ — Выҫӑ
13439Выҫлӑх ҫулӗпе вилӗм ҫӳрет теҫҫӗ.Тутӑ — Выҫӑ
13440Выҫлӑх умӗн шӑшисем пусмӑрлаҫҫӗ.Тутӑ — Выҫӑ
13441Выҫлӑх юмӑҫ пӑхма та вӗрентӗ.Тутӑ — Выҫӑ