Тутӑ — Выҫӑ

 

13560Ҫӑкӑр татӑкне ҫӗре пӑрахсан ҫылӑх пулать теҫҫӗ.Тутӑ — Выҫӑ
13571Ҫӑкӑр тӗпне пӗччен ҫисен аташакан пулать теҫҫӗ.Тутӑ — Выҫӑ
13572Ҫӑкӑр тӗпне савакан тӗпе юлать теҫҫӗ.Тутӑ — Выҫӑ
13573Ҫӑкӑр тӗпне ҫиекен тӗплӗ пулать теҫҫӗ.Тутӑ — Выҫӑ
13574Ҫӑкӑр тӗпренчӗкне те ҫӗре ан ӳкер.Тутӑ — Выҫӑ
13575Ҫӑкӑр тутине ӗҫлекен пӗлет.Тутӑ — Выҫӑ
13576Ҫӑкӑр умӗнче хаяр калаҫни аван мар.Тутӑ — Выҫӑ
13577Ҫӑкӑр халӑх пуянлӑхӗ, ӑна упрама пӗлес пулать.Тутӑ — Выҫӑ
13578Ҫӑкӑр хырӑмшӑн макӑрмасть теҫҫӗ.Тутӑ — Выҫӑ
13579Ҫӑкӑр хыҫҫӑн хырӑм ҫӳремест.Тутӑ — Выҫӑ
13561Ҫӑкӑр-тӑвар пулсан шӗкӗр теҫҫӗ.Тутӑ — Выҫӑ
13562Ҫӑкӑр-тӑвар ҫавӑрать теҫҫӗ.Тутӑ — Выҫӑ
13564Ҫӑкӑр-тӑвар ҫухалмасть тет.Тутӑ — Выҫӑ
13563Ҫӑкӑр-тӑвар ҫынпа паллаштарать.Тутӑ — Выҫӑ
13565Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.Тутӑ — Выҫӑ
13566Ҫӑкӑр-тӑварӑн хуҫи пур.Тутӑ — Выҫӑ
13567Ҫӑкӑр-тӑварпа килекене алӑк хӑлӑпӗ кӑтартмаҫҫӗ.Тутӑ — Выҫӑ
13568Ҫӑкӑр-тӑварсӑр ҫур апат теҫҫӗ.Тутӑ — Выҫӑ
13569Ҫӑкӑр-тӑвартан аслӑ пулма хушман.Тутӑ — Выҫӑ
13570Ҫӑкӑр-тӑвартан йӗрӗнме хушмаҫҫӗ.Тутӑ — Выҫӑ
13580Ҫӑкӑра сӑмсаллӑ енчен пуҫлаҫҫӗ.Тутӑ — Выҫӑ
13581Ҫӑкӑрне те, хӑпартуне те пӗр кункӑрара унанӑ.Тутӑ — Выҫӑ
13582Ҫӑкӑрпа тӑвар — пӗртӑван.Тутӑ — Выҫӑ
13583Ҫӑкӑрпа шыв — хресчен апачӗ.Тутӑ — Выҫӑ
13584Ҫӑкӑртан аслӑ ан пул.Тутӑ — Выҫӑ
13586Ҫӑкӑртан аслӑ пулаймӑн.Тутӑ — Выҫӑ
13585Ҫӑкӑртан асли ним те ҫук.Тутӑ — Выҫӑ
13587Ҫӑкӑртан хакли ним те ҫук.Тутӑ — Выҫӑ
13588Ҫӑмах пӗҫерме пӗлекен салма пӗҫерме те пӗлет.Тутӑ — Выҫӑ
13589Ҫӑмах ҫиесси пек ҫӑмӑл ӗҫ те ҫук.Тутӑ — Выҫӑ
13590Ҫӑмах ҫиесси сӑмах ҫиесси мар.Тутӑ — Выҫӑ
13591Ҫӑмӑл апат ҫӑмарта хӑпартни.Тутӑ — Выҫӑ
13592Ҫӗрулми нумай ҫисен йӗпхӗртет.Тутӑ — Выҫӑ
13593Ҫӗрулми ҫӑкӑра упрать.Тутӑ — Выҫӑ
13594Ҫӗрулми те йӑх тӑрӑх.Тутӑ — Выҫӑ
13601Ҫи-пуҫа чӑтма пулать, хырӑм выҫҫине чӑтма ҫук.Тутӑ — Выҫӑ
13595Ҫиекенни пӗлмест, тураканни пӗлет.Тутӑ — Выҫӑ
13596Ҫиеп, ҫиеп теекен пӗр кукӑль те ҫиеймен.Тутӑ — Выҫӑ
13597Ҫиме юраман какай йытӑра та пур теҫҫӗ.Тутӑ — Выҫӑ
13598Ҫимесӗр пурӑнма вӗрентнӗ лаша вӗрентсе ҫитерсен вуник кунтан вилсе кайнӑ.Тутӑ — Выҫӑ
13599Ҫиместӗп текен ҫичӗ кукӑль ҫинӗ тет.Тутӑ — Выҫӑ
13600Ҫини-ӗҫнипе пӗтмест, пӑхма пӗлмесен пӗтет.Тутӑ — Выҫӑ
13602Ҫисе тӑранманнине ҫуласа тӑранас ҫук.Тутӑ — Выҫӑ
13603Ҫитет, ҫитет теекен ҫичӗ алтӑр ӗҫекен.Тутӑ — Выҫӑ
13604Ҫу ҫӗрӗк ҫӑпатана ҫитернӗ тет.Тутӑ — Выҫӑ
13605Ҫу чӗресӗ ҫупа ватӑлмасть.Тутӑ — Выҫӑ
13606Ҫуллӑ ҫу та ҫав тери ҫуллӑ пулать ҫав.Тутӑ — Выҫӑ
13607Ҫулҫӑллӑ тапак час ӳсӗртет.Тутӑ — Выҫӑ
13608Ҫуннине ҫиекен кашкӑртан хӑрамасть тет.Тутӑ — Выҫӑ
13609Ҫупа ӑшаласан ҫӗрӗк ҫӑпата та тутланать тиҫ.Тутӑ — Выҫӑ