Тутӑ — Выҫӑ

 

13611Ҫупа ҫӗрӗк ҫӑпата ҫинӗ.Тутӑ — Выҫӑ
13610Ҫупалан ҫӗрӗк ҫӑпата та ҫиен.Тутӑ — Выҫӑ
13612Ҫуттине юратакан ҫут тӗнчере нумай пурнаймасть тет.Тутӑ — Выҫӑ
13614Ҫырли хӗрлӗ те, тути йӳҫӗ.Тутӑ — Выҫӑ
13613Ҫырма урлӑ каҫсассӑн хырӑм выҫать.Тутӑ — Выҫӑ
13615Тав сана — сав мана.Тутӑ — Выҫӑ
13616Тапак — шуйттанӑн пӑхӗ ҫинче, хӑмла шуйттанӑн шӑкӗ ҫинче ӳснӗ тет.Тутӑ — Выҫӑ
13617Тӑвар тӳсен вӗтелет, арманта авӑртсан тырӑ ҫӑнӑх пулать, пӗҫерсен ҫӑкӑрпа тӑвар хырӑм тутта теҫҫӗ.Тутӑ — Выҫӑ
13618Тӑварсӑр апат тутлӑ мар.Тутӑ — Выҫӑ
13619Тӑли тӑлӑ пулмарӗ, пӗр хуран пӑтӑ янкалт.Тутӑ — Выҫӑ
13620Тӑраниччен ҫи те виличчен ан ман.Тутӑ — Выҫӑ
13621Тӑраннӑ хырӑма пыл та йӳҫӗ.Тутӑ — Выҫӑ
13622Тӑрансан пыл та йӳҫӗ, выҫсан ҫӑкӑр та тутлӑ.Тутӑ — Выҫӑ
13623Тепри виҫӗ пуслӑх ӗҫет те виҫ тенкӗлӗх шар тӑвать.Тутӑ — Выҫӑ
13624Тӗшӗ тутлӑ.Тутӑ — Выҫӑ
13625Тип кашӑк ҫӑвар ҫурать.Тутӑ — Выҫӑ
13626Типӗ ҫӑкӑрпа ӑш канмасть.Тутӑ — Выҫӑ
13627Типӗ тытакан вилмен, хытӑ ҫиекен вилнӗ.Тутӑ — Выҫӑ
13628Типнӗ пыра лӗп шӳрпе.Тутӑ — Выҫӑ
13631Турӑх — салма ҫиме юрӑх.Тутӑ — Выҫӑ
13641Турӑх — тутлӑ апат.Тутӑ — Выҫӑ
13629Турӑх начар кӗвӗлнӗшӗн Турӑ мар, кӗвелӗк айӑплӑ.Тутӑ — Выҫӑ
13630Турӑх пулсан урӑх мӗн кирлӗ?Тутӑ — Выҫӑ
13632Турӑх ҫиекене Турӑ пулӑшать.Тутӑ — Выҫӑ
13633Турӑх ҫиесси ту тӑрне улӑхасси мар.Тутӑ — Выҫӑ
13634Турӑх ҫинӗ чух Турра та пай ту.Тутӑ — Выҫӑ
13635Турӑх ҫинипе Турӑ ҫынни пулма ҫук.Тутӑ — Выҫӑ
13636Турӑх ҫисен урӑх ҫимеҫҫӗ.Тутӑ — Выҫӑ
13637Турӑх та апат, уйран та апат.Тутӑ — Выҫӑ
13638Турӑх та Туррӑн мар, уйран та усалӑн мар.Тутӑ — Выҫӑ
13639Турӑх туратсӑр, пыра ларас ҫук.Тутӑ — Выҫӑ
13640Турӑх тутӑхмасть, йӳҫӗхет анчах.Тутӑ — Выҫӑ
13643Турӑх тутлӑ та, Турри пӳрмен тутанма.Тутӑ — Выҫӑ
13644Турӑх тутлӑ та, чухӑн ҫынна тӗс паман.Тутӑ — Выҫӑ
13645Турӑх тутлӑ та, юрлӑ ҫынна юрӑх мар.Тутӑ — Выҫӑ
13642Турӑх тутлӑ, ҫиесси мутлӑ.Тутӑ — Выҫӑ
13646Тутӑ выльӑхӑн тумӗ хӑй ҫинче.Тутӑ — Выҫӑ
13647Тутӑ выҫҫа чухламан.Тутӑ — Выҫӑ
13648Тутӑ ӗнен сӗчӗ те тутлӑ.Тутӑ — Выҫӑ
13649Тутӑ йытӑ выҫӑ йыттӑн кутне ҫуланӑ тет.Тутӑ — Выҫӑ
13650Тутӑ кашкӑр йӑвара, выҫӑ кашкӑр сунарта.Тутӑ — Выҫӑ
13651Тутӑ кашкӑр ҫын ҫине тапӑнмасть.Тутӑ — Выҫӑ
13652Тутӑ пупшӑн пурте тутӑ.Тутӑ — Выҫӑ
13653Тутӑ ҫын выҫӑ ҫынна ӑнланмасть.Тутӑ — Выҫӑ
13654Тутӑ ҫын тӗлӗкре те кавлесе выртать.Тутӑ — Выҫӑ
13655Тутӑ ҫын тумне упрасшӑн, выҫӑ ҫын чунне упрасшӑн.Тутӑ — Выҫӑ
13656Тутӑ ҫын ырлӑхра, выҫӑ ҫын хурлӑхра.Тутӑ — Выҫӑ
13657Тутӑ ҫын эрленмест, выҫӑ ҫын эрленет.Тутӑ — Выҫӑ
13658Тутӑ ҫын юррине выҫӑ ҫын юрламасть.Тутӑ — Выҫӑ
13659Тутӑ ҫыннӑн ыйхи те тутлӑ.Тутӑ — Выҫӑ