Тутӑ — Выҫӑ

 

13713Черккерен чее пулаймӑн.Тутӑ — Выҫӑ
13714Чӗрӗ ҫын выҫӑ вилмест теҫҫӗ.Тутӑ — Выҫӑ
13715Шӑл вӑйлӑ тесе пӗрмай мӑйӑр ҫиме хушман.Тутӑ — Выҫӑ
13716Шӑл та пур та, ҫимелли ҫук.Тутӑ — Выҫӑ
13717Шыв ӗҫнипе ӑс-тӑн шӗвелмест, эрех ӗҫнипе шӗвелет.Тутӑ — Выҫӑ
13718Ыраш ҫӑкри кулачӑн аслӑ ашшӗ.Тутӑ — Выҫӑ
13719Ырӑ мухмӑр ӗмӗре пырать.Тутӑ — Выҫӑ
13720Ырӑ сӑра паракана ырласа юрлаҫҫӗ, каяш сӑра паракана хаяр сунса юрлаҫҫӗ.Тутӑ — Выҫӑ
13721Ырӑ ҫӑкӑр-тӑвара хире-хирӗҫ тавӑрма каланӑ.Тутӑ — Выҫӑ
13722Ыхра ҫини: ҫинӗ чухне улпут пек, ҫывӑрнӑ чух сысна пек.Тутӑ — Выҫӑ
13735Эрех — наркӑмӑш.Тутӑ — Выҫӑ
13742Эрех — шуйттан сӗчӗ.Тутӑ — Выҫӑ
13723Эрех апат антарать.Тутӑ — Выҫӑ
13724Эрех апата тутлантармасть, хырӑма та тӑрантармасть.Тутӑ — Выҫӑ
13725Эрех ӑса юлташ мар.Тутӑ — Выҫӑ
13726Эрех ӑслӑ ҫынна ҫурма ӑслӑ хӑварать.Тутӑ — Выҫӑ
13727Эрех ӑслине ҫурма ухмах тӑвать, ҫурма ухмаххине сӗм ухмах тӑвать.Тутӑ — Выҫӑ
13728Эрех ӑшӗнче тинӗсрен ытларах путса вилеҫҫӗ.Тутӑ — Выҫӑ
13729Эрех вӑл такама та эрлентерӗ.Тутӑ — Выҫӑ
13730Эрех ӗҫе юлташ мар.Тутӑ — Выҫӑ
13731Эрех ӗҫсен ӑсна ҫӗртен.Тутӑ — Выҫӑ
13732Эрех ӗҫсен ҫара ҫерҫи те пуйса каять.Тутӑ — Выҫӑ
13733Эрех ӗҫсен такам та паттӑр.Тутӑ — Выҫӑ
13734Эрех карланкӑ тиркемест.Тутӑ — Выҫӑ
13736Эрех пуҫа кастарать.Тутӑ — Выҫӑ
13738Эрех ҫӳпҫи — пӑх ҫӳпҫи.Тутӑ — Выҫӑ
13739Эрех черкки йӑлтӑркка, пурнӑҫӗ ҫеҫ пӑлтӑркка.Тутӑ — Выҫӑ
13740Эрех черкки тӗпӗнче эсрел чӗмери ларать.Тутӑ — Выҫӑ
13741Эрех чӗмсӗре те чӗлхеллӗ тӑвать.Тутӑ — Выҫӑ
13743Эрех шуйттанпа пӗртӑван.Тутӑ — Выҫӑ
13744Эрех эрленмест, ӗҫекен эрленет.Тутӑ — Выҫӑ
13737Эрех-сӑра ӗҫме шӑл кирлӗ мар тет.Тутӑ — Выҫӑ
13745Эрехпе туслашрӑн пулсан тусусемпе сывпуллаш.Тутӑ — Выҫӑ
13746Эрехрен аякка та ан лар, ҫывӑха та ан лар.Тутӑ — Выҫӑ
13747Юлашки яшкан тутти ҫук теҫҫӗ.Тутӑ — Выҫӑ
13748Юр-вар пулсан юрлама та аван.Тутӑ — Выҫӑ
13749Юр-вар пулсан юрлӑ ҫын та пуян.Тутӑ — Выҫӑ
13750Юр-варсӑр хӑна-пӗлӗш те хӑяккӑн тет.Тутӑ — Выҫӑ