| 13751 | Авӑн амӑшне пуҫҫапмасӑр авӑн пуҫламаҫҫӗ. | Йӑла-йӗрке |
| 13752 | Алӑк патӗнче алтӑрпа, тӗпелтине тӗппипе тет. | Йӑла-йӗрке |
| 13753 | Алӑк патӗнче вырӑн пур чухне тӗпеле кайса лармаҫҫӗ. | Йӑла-йӗрке |
| 13754 | Алӑк урлӑ алӑ памаҫҫӗ. | Йӑла-йӗрке |
| 13755 | Алӑк урлӑ калаҫма хушман. | Йӑла-йӗрке |
| 13756 | Алӑк урлӑ япала памаҫҫӗ. | Йӑла-йӗрке |
| 13757 | Арсӑр ҫынна евчӗ тумаҫҫӗ. | Йӑла-йӗрке |
| 13758 | Вупӑр пусмасӑр ҫын иртмест теҫҫӗ. | Йӑла-йӗрке |
| 13759 | Ирт тӗпеле, лар алӑк патне. | Йӑла-йӗрке |
| 13760 | Йӑла вӑл йӑлмак пек. | Йӑла-йӗрке |
| 13761 | Йӑла йӑлах пултӑр, виле масар ҫинчех пултӑр. | Йӑла-йӗрке |
| 13762 | Йӑла пӳрнеске мар, хывса пӑрахаймӑн. | Йӑла-йӗрке |
| 13763 | Йӑла тени ҫумрах ҫӳрет. | Йӑла-йӗрке |
| 13764 | Йӑла тени хӑнана кайсан та киле юлмасть. | Йӑла-йӗрке |
| 13765 | Йӑлана пӑсма юрамасть теҫҫӗ. | Йӑла-йӗрке |
| 13766 | Йӑлана урлӑ выртма юрамасть. | Йӑла-йӗрке |
| 13767 | Йӑлана хирӗҫ пыракан йӑлмак туянать. | Йӑла-йӗрке |
| 13768 | Йӑран урлӑ каҫма хушман. | Йӑла-йӗрке |
| 13769 | Кашни йӑлан майӗ пур. | Йӑла-йӗрке |
| 13770 | Кашни туйрах тунккуй тупӑнать. | Йӑла-йӗрке |
| 13771 | Кӗтӳ кӑларасси кун тиркет теҫҫӗ. | Йӑла-йӗрке |
| 13772 | Киремет кӗвӗсӗр ҫырлахмасть, ӗҫкӗ-ҫикӗ юрӑсӑр ҫырлахмасть. | Йӑла-йӗрке |
| 13773 | Масар кассинче пурте пӗр тан теҫҫӗ. | Йӑла-йӗрке |
| 13774 | Масар кӗрсе тухакана юратать теҫҫӗ. | Йӑла-йӗрке |
| 13775 | Масар ҫинче виле пултӑр, куҫ умӗнче чӗрри тӑтӑр. | Йӑла-йӗрке |
| 13776 | Масар ҫинче усал ҫук, чиркӳре пур теҫҫӗ. | Йӑла-йӗрке |
| 13777 | Масар ялне каякан каялла ҫаврӑнса килес ҫук. | Йӑла-йӗрке |
| 13778 | Масара кӗнӗ ҫын масаран тухать теҫҫӗ. | Йӑла-йӗрке |
| 13779 | Масаран кайсан масарҫи. | Йӑла-йӗрке |
| 13780 | Масаран тухнӑ этем масар ҫинче юсанӗ. | Йӑла-йӗрке |
| 13781 | Масаран тухса ан ҫӳре. | Йӑла-йӗрке |
| 13782 | Масарпа пасартан таврӑнмаҫҫӗ. | Йӑла-йӗрке |
| 13783 | Мӑнкун иртсен выльӑхсем ҫӗр пӑсӗпе те тӑранса пурӑнма пултараҫҫӗ. | Йӑла-йӗрке |
| 13784 | Мӑнкун килет мӑн ҫулпа, иртсе каять вак ҫулпа. | Йӑла-йӗрке |
| 13785 | Мӑнкун хушшинче чӳклеме ӗҫеҫҫӗ. | Йӑла-йӗрке |
| 13787 | Мӑнкунта ҫерҫире те сӑра пур. | Йӑла-йӗрке |
| 13786 | Мункуна ҫерҫи те сӑра тӑвать. | Йӑла-йӗрке |
| 13788 | Пӗлӗш мар ҫынна туя чӗнмеҫҫӗ. | Йӑла-йӗрке |
| 13789 | Пиртен тухнӑ йӑла мар теҫҫӗ. | Йӑла-йӗрке |
| 13790 | Пумилкке куҫҫульпе йӑпанать. | Йӑла-йӗрке |
| 13791 | Пумилкке ячӗпе куҫсӑр ҫын та куҫҫуль кӑларнӑ тет. | Йӑла-йӗрке |
| 13792 | Пумилккене уйӑх таврӑнсан тӑваҫҫӗ. | Йӑла-йӗрке |
| 13793 | Пумилккере — йӗресси, туя кайсан — кӗрлесси. | Йӑла-йӗрке |
| 13794 | Пумилккере туй ҫинчен пуплемеҫҫӗ. | Йӑла-йӗрке |
| 13797 | Ҫӑварни — ҫураҫу эрни. | Йӑла-йӗрке |
| 13795 | Ҫӑварни килет мӑн ҫулпа, тухса каять вак ҫулпа. | Йӑла-йӗрке |
| 13798 | Ҫӑварни кунӗ хӗрӗх икерчи пӗр пус тет. | Йӑла-йӗрке |
| 13796 | Ҫӑварни ҫӑварне карса килет. | Йӑла-йӗрке |
| 13800 | Ҫиле хирӗҫ ан шӑр. | Йӑла-йӗрке |
| 13801 | Ҫимен — Ҫимӗкре, ачи-пӑчи — Мункунта. | Йӑла-йӗрке |