Йӑла-йӗрке

 

13802Ҫулталӑкпех ҫӑварни мар, а килет Мӑнкун типпи.Йӑла-йӗрке
13803Ҫӳппе каҫ тӑкма каламаҫҫӗ.Йӑла-йӗрке
13804Ҫын ҫуралсан ҫӑкӑр пуҫламасан вилсен лере ҫӗр памаҫҫӗ тет.Йӑла-йӗрке
13805Туй ачин пӗр тукмак, ухмахӑн пӗр сукмак.Йӑла-йӗрке
13806Туй ачине тум та кирлӗ.Йӑла-йӗрке
13807Туй валли тупӑк хатӗрлемеҫҫӗ.Йӑла-йӗрке
13808Туй иртсен ташлама хушман.Йӑла-йӗрке
13809Туй иртсен шӑпӑр каламаҫҫӗ.Йӑла-йӗрке
13810Туй иртсессӗн туйтарать теҫҫӗ.Йӑла-йӗрке
13811Туй пек килни ҫуй пек иртет.Йӑла-йӗрке
13812Туй пикенӗн туй шухӑшӗ тет.Йӑла-йӗрке
13813Туй ҫинче вӑй вылять, пирӗн алӑра хӗр вылять.Йӑла-йӗрке
13814Туй тенӗ ҫӗре тукмак йӑваланать, праҫник тенӗ ҫӗре выртан каска хускалнӑ.Йӑла-йӗрке
13815Туй тесен каска та йӑваланнӑ.Йӑла-йӗрке
13816Туй тесен тукмак та туя ҫитнӗ.Йӑла-йӗрке
13817Туй тесен тунката та тапраннӑ.Йӑла-йӗрке
13818Туй туратлӑ пулать.Йӑла-йӗрке
13819Туй ӳпкевсӗр пулмасть теҫҫӗ.Йӑла-йӗрке
13820Туй хапха айне ҫитсен кӗрӳ кӗпи ҫӗлемеҫҫӗ ӑна.Йӑла-йӗрке
13822Туй хушшинче ҫуй та пулать.Йӑла-йӗрке
13823Туй хыҫҫӑн мӑн кӗрӳ те килсерен.Йӑла-йӗрке
13824Туй хыҫҫӑн ташлакан нумай.Йӑла-йӗрке
13825Туй хыҫҫӑн тукмака та ҫупкӑ лекнӗ.Йӑла-йӗрке
13826Туй юрӑсӑр пулмасть, вилӗм йӗмесӗр пулмасть.Йӑла-йӗрке
13827Туйӑн мешехи нумай.Йӑла-йӗрке
13828Туйӑн хӑйӗн ӗрӗмӗ пур.Йӑла-йӗрке
13829Туйне кайман — юррине пӗлмен.Йӑла-йӗрке
13831Туйне кура тукмакӗ теҫҫӗ.Йӑла-йӗрке
13830Туйпа килни туйпах иртет.Йӑла-йӗрке
13832Туйпа пӗрле ҫуй ҫӳрет.Йӑла-йӗрке
13833Туйра — ташласси, пумилккере — йӗресси.Йӑла-йӗрке
13834Туйра тукмак йӑванать.Йӑла-йӗрке
13835Туйра усал-тӗселе аса илмеҫҫӗ.Йӑла-йӗрке
13836Туйра шуйттана асӑнсан туй пӑсӑлать.Йӑла-йӗрке
13837Туйран тукмак та юлман.Йӑла-йӗрке
13838Туйран туя ҫӳрекен кашни ялтах пур.Йӑла-йӗрке
13839Туйран туя ҫӳрет туй кӳмми.Йӑла-йӗрке
13840Тур кӗтессине ват ҫын ларать.Йӑла-йӗрке
13841Тур кӗтессине туя хумаҫҫӗ.Йӑла-йӗрке
13843Туя кайсан чипер пул.Йӑла-йӗрке
13844Туя тукмак йӑваннӑ.Йӑла-йӗрке
13845Улах ула кутлӑ.Йӑла-йӗрке
13846Ура тӗпелте салтакан ыр ҫын пулман.Йӑла-йӗрке
13847Чӳкӗ ҫемӗн тӗсӗ теҫҫӗ.Йӑла-йӗрке
13848Шӑпӑр чӗлхине пӗлмен шӑпӑрҫӑ пулайман теҫҫӗ.Йӑла-йӗрке
13849Шӑпӑрҫӑ аллинче шӑхличӗ те юрлать.Йӑла-йӗрке
13850Шӑпӑрҫӑ кӗвви туй пӑснӑ тет.Йӑла-йӗрке
13851Шӑпӑрҫӑ ҫилли лаша пӗкки хуҫнӑ.Йӑла-йӗрке
13852Шӑпӑрҫӑ ҫилли туй лашине ӳкернӗ.Йӑла-йӗрке
13853Шӑпӑрҫӑн чӗлхи, юрӑҫӑн кӗвви.Йӑла-йӗрке