| 13857 | Авал хӗрарӑм алӑк хыҫӗнче, халь совет ӗҫӗнче. | Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ |
| 13858 | Ӑҫта фашист — унта вилӗм. | Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ |
| 13859 | Ворошилов сулнӑ хӗҫе чул юпа та чӑтайман. | Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ |
| 13860 | Вутпуҫҫине — шыв, Гитлер пуҫне — штык. | Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ |
| 13861 | Геббельс суйи хӑрӑк йывӑҫӑн туйи. | Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ |
| 13862 | Геббельсӑн сӑмаххи суя хутаҫҫи. | Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ |
| 13863 | Гитлер — йыттине, йытти — хӳрине. | Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ |
| 13865 | Гитлер мулӗ — халӑх юнӗ: юнпа илнӗ мул юнпах пӗтет. | Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ |
| 13864 | Гитлер мулӗ — халӑх юнӗ. | Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ |
| 13867 | Гитлер ҫӑварӗ вун иккӗ тет. | Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ |
| 13868 | Гитлер чӗлхипе ҫӑвать, аллипе сӗвет. | Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ |
| 13869 | Гитлер чунне пыл юраман. | Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ |
| 13870 | Гитлер чури пуличчен чунсӑр пул. | Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ |
| 13872 | Гитлер шӑмӑ кӑшлать, халӑхӗ хӑй нушине кӑшлать. | Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ |
| 13871 | Гитлер шухӑшӗпе тӗнче витӗр тухнӑ. | Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ |
| 13866 | Гитлер: «Мускав», — тет, салтакӗ тарать тет. | Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ |
| 13873 | Гитлера ал тытма чӗрӗп тирӗнчен алса кирлӗ. | Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ |
| 13874 | Гитлера халӑх ылханӗ тенӗ. | Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ |
| 13875 | Гитлера шаннӑ, куҫсӑр юлнӑ. | Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ |
| 13876 | Гитлерӑн икӗ вӗҫӗ те шӗвӗр. | Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ |
| 13877 | Гитлерсем килеҫҫӗ те каяҫҫӗ, халӑх юлать. | Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ |
| 13878 | Ӗлӗкхи закон кама чышкӑ, кама ҫӑкӑр ҫитернӗ. | Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ |
| 13879 | Ӗне ҫинче йӗнер килӗшмест, колхозра кахал килӗшмест. | Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ |
| 13883 | Ӗспе хӗҫ фашиста ҫӗнтерет. | Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ |
| 13880 | Ӗҫ кунӗ сӗтел ҫине хӑй тӗллӗн килмест. | Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ |
| 13881 | Ӗҫлеме те, ҫиме те тулӑх пултӑр, ҫавӑнпа колхоз теҫҫӗ. | Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ |
| 13882 | Ӗҫлемесӗр колхозӑн мулӗ пулмасть. | Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ |
| 13884 | Иван чухнехи пурнӑҫа мӗн калӑн. | Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ |
| 13885 | Ирпе кулакан нимӗҫ каҫпа макракан пулнӑ. | Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ |
| 13886 | Кам тӑшмана парӑнмасть, ӑна халӑх манмасть. | Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ |
| 13887 | Кахала ӗҫ кунӗ ӗҫлеме вӗрентнӗ. | Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ |
| 13888 | Качака — Сталин ӗни. | Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ |
| 13889 | Кашкӑр сурӑх пӑвать, Гитлер ҫын пӑвать. | Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ |
| 13890 | Килме ҫул тупнӑ нимӗҫ, кайма вут тупнӑ. | Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ |
| 13891 | Колхоз 6ригадирӗ — тыр-пул командирӗ. | Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ |
| 13892 | Колхоз вӑйӗ — пӗрлешӳллӗ вӑй. | Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ |
| 13893 | Колхоз вӑйӗ халӑхра. | Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ |
| 13894 | Колхоз вӑйӗ хамӑрта. | Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ |
| 13895 | Колхоз ӗҫӗ — хаклӑ ӗҫ. | Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ |
| 13896 | Колхоз ӗҫӗ — халӑх ӗҫӗ. | Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ |
| 13897 | Колхоз ӗҫчене юратать. | Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ |
| 13898 | Колхоз йышӗн куҫ нумай. | Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ |
| 13899 | Колхоз кахала юратмасть. | Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ |
| 13900 | Колхоз кӗсри те йӗкӗреш хӑмлать. | Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ |
| 13901 | Колхоз лашисене пушӑ кирлӗ мар. | Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ |
| 13902 | Колхоз мулне куҫлакан хӑйне сиен тӑвакан. | Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ |
| 13903 | Колхоз мулне мур тивмест. | Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ |
| 13904 | Колхоз мулне сыхлакан выҫӑ пулман. | Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ |
| 13905 | Колхоз пуйтарчӗ, улӑм сӳсе тимӗр виттерчӗ. | Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ |
| 13907 | Колхоз пурлӑхӗ — халӑх ырлӑхӗ: ӑна хаклас пулать, тӑшманран сыхлас пулать. | Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ |