Ырӑ суну — Ылхан

 

1403Ӑшӑ пилпе парсассӑн сахалли те ҫитет, усал пилпе парсассӑн нумаййи те пӗтет.Ырӑ суну — Ылхан
1402Ват ҫын ылханӗ ҫӗре ӳкмест.Ырӑ суну — Ылхан
1404Пил пани пин ылтӑнран та хаклӑрах.Ырӑ суну — Ылхан
1405Пил пилеш мар теҫҫӗ.Ырӑ суну — Ылхан
1406Пил ҫӗре ахаль ӳкмест, умра пулать.Ырӑ суну — Ылхан
1407Пилӗкрен авӑнма пӗлекен пиллӗх тупнӑ.Ырӑ суну — Ылхан
1408Пилӗкрен тытса пиллени пин ҫула пырать теҫҫӗ.Ырӑ суну — Ылхан
1409Пиллемен тивлет усӑ памасть.Ырӑ суну — Ылхан
1410Пилленӗ вырӑна тиркеме хушман.Ырӑ суну — Ылхан
1411Пилленӗ пил ҫитет.Ырӑ суну — Ылхан
1412Пиллесе панӑ пилӗк пус пилӗк сум хакне тӑрать.Ырӑ суну — Ылхан
1413Пиллесе панӑ путек ват сурӑхран ирттерет.Ырӑ суну — Ылхан
1414Пиллӗ чӗрчун пил ятлӑ.Ырӑ суну — Ылхан
1415Пиллӗх илсен пин ылтӑн.Ырӑ суну — Ылхан
1416Пилне кура Пӳлӗх парать.Ырӑ суну — Ылхан
1417Пилне кура Тур парать.Ырӑ суну — Ылхан
1418Пилсӗр ҫынна «вилӗ Пӳлӗхҫи» теҫҫӗ.Ырӑ суну — Ылхан
1419Пилсӗр ҫынна хурлӑх пусса антарать.Ырӑ суну — Ылхан
1420Пилсӗр ҫынпа пӗрлӗх ҫинчен ан уйла.Ырӑ суну — Ылхан
1421Пилсӗр ҫынпа ырӑ тӑвасси ҫинчен ан канашла.Ырӑ суну — Ылхан
1423Пилсӗр этем — ҫул ҫинчи курӑк.Ырӑ суну — Ылхан
1422Пилсӗр этем пилӗксӗр пулнӑ.Ырӑ суну — Ылхан
1424Пилсӗр этемрен телейсӗр пулас та ҫук.Ырӑ суну — Ылхан
1425Пиментей те пил кӗтет, Пинерук та пил кӗтет.Ырӑ суну — Ылхан
1426Ҫын ылханни ҫитмест, ҫуратакан ылханни ҫитет теҫҫӗ.Ырӑ суну — Ылхан
1427Усал сунакан усал аллинче пулӗ.Ырӑ суну — Ылхан
1428Усал суниччен ыр сунма хушнӑ.Ырӑ суну — Ылхан
1429Халӑх ылханӗ ҫӗре ӳкмест.Ырӑ суну — Ылхан
1431Халӑх ылханӗ тӑвӑлтан кӑрарах.Ырӑ суну — Ылхан
1430Халӑх ылханӗ Турӑ патне ҫитнӗ тет.Ырӑ суну — Ылхан
1432Халӑх ылхансан йывӑҫ та хӑрать тенӗ.Ырӑ суну — Ылхан
1433Ылтӑн та мар, кемӗл те мар, атте-анне пилӗ — ҫав хаклӑ.Ырӑ суну — Ылхан
1434Ылхан ани ҫинче шӑмӑ нумай.Ырӑ суну — Ылхан
1435Ылхан ача ырӑ тума пӗлес ҫук.Ырӑ суну — Ылхан
1436Ылхан вӑхӑт ыйтмасӑрах килсе ҫитет.Ырӑ суну — Ылхан
1437Ылхан енне кайсассӑн ыр курасса ан асӑн.Ырӑ суну — Ылхан
1438Ылхан ҫурмалла теҫҫӗ.Ырӑ суну — Ылхан
1439Ылхан ылханать.Ырӑ суну — Ылхан
1440Ылханакана ылхан лекет.Ырӑ суну — Ылхан
1441Ылханаканӑн хӑйӗн пурнӑҫ ӑнмасть теҫҫӗ.Ырӑ суну — Ылхан
1442Ылханма пӗлмен ылхан каялла вӑрӑннӑ.Ырӑ суну — Ылхан
1443Ылханнӑ ылхан ахаль ӳкмест.Ырӑ суну — Ылхан
1444Ылханнипе ырлӑх ҫук.Ырӑ суну — Ылхан
1445Ыр сунакан хур курмасть.Ырӑ суну — Ылхан
1446Ыр сунакан ыр курӗ, хур тӑвакан хур курӗ.Ырӑ суну — Ылхан
1447Ыр сунакана ырлӑх кӗтет.Ырӑ суну — Ылхан
1448Ыр сунса панӑ путек карта пуҫ пулнӑ.Ырӑ суну — Ылхан
1449Ыр сунса панӑ путек ылханса панӑ ӗнерен маларах.Ырӑ суну — Ылхан
1450Ыр сунса панӑ япала алла пӑхать.Ырӑ суну — Ылхан
1451Ыр сунса панӑ япалан ӗмӗрӗ вӑрӑм.Ырӑ суну — Ылхан