Чӗрӗ япала — Чӗрӗ мар япала

 

2312Санӑн лашу шӑра тӑтӑр, пар-ха мана пушшуна.Ут — Лаша
2088Саншӑн сурӑх та сыв пултӑр, кашкӑр та тутӑ пултӑр.Сурӑх
2277Сӑмах вӑл ҫерҫи пулса вӗҫсе тухать, чакак пулса килсе кӗрет.Ҫерҫи
2690Сӑпса йӑвине аллуна ан чик.Сӑпса
2691Сӑпса йӑвине хулӑ чиксе пӑтратмасӑр сӑпса ҫыртмасть.Сӑпса
2078Сӑсар сӑсарпа тус, пуян пуянпа тус.Сӑсӑр
2079Сӑсар тӑлӑп сивӗре те ӑшӑ, ҫӗтӗк аҫам ӑшӑра та сивӗ.Сӑсӑр
2080Сӑсар тирӗ пуҫ ҫӑлнӑ, урлӑ ҫӑвар ҫупкӑ ҫинӗ.Сӑсӑр
2082Сӑсар тирне шыв витмест, тайма пуҫа хӗҫ витмест.Сӑсӑр
2081Сӑсар тирне шыв витмест.Сӑсӑр
2083Сӑсар хаклӑ тӑрать те, тытасси йывӑр.Сӑсӑр
1926Сӑслӑ йытӑ шартне йӑтса ҫӳрет.Йытӑ
1628Сӑслӑ юманран ҫуна тупанӗ аваймӑн.Юман
1927Сӑхӑ йытта — вӗри пашалу тенӗ.Йытӑ
1928Сӑхӑ йытта час сӑхаҫҫӗ.Йытӑ
2009Сӑхӑ кашкӑра юн кирлӗ.Кашкӑр
1930Семсӗр йытта ҫимӗҫ нумай.Йытӑ
1929Сӗмсӗр йытта эсӗ темӗн тӑваймӑн.Йытӑ
2094Сурах ылханӗ токмака ҫитмест.Сурӑх
2089Сурӑх кӗтӳ усраканӑн кӗрӗкӗ ҫук.Сурӑх
2090Сурӑх пуҫӗпе ҫӗнейменнине урипе тапнӑ.Сурӑх
2091Сурӑх ҫӑмне хӑйӗншӗн мӑлатмас, халӑхшӑн мӑлатать.Сурӑх
2092Сурӑх та кил тӗлне пӗлет.Сурӑх
2093Сурӑх тирӗ пӗркенсе кашкӑра хӑратаймӑн.Сурӑх
2095Сурӑх ылханни кашкӑра ҫитмен, чухӑн ылханни пуяна ҫитмен.Сурӑх
2096Сурӑха кашкӑр шеллес ҫук.Сурӑх
2097Сурӑхран мулкач хӑранӑ тет.Сурӑх
2100Сысна анчах ҫӳлелле пӑхмасть.Сысна
2101Сысна ӑсӗ хӑй сӑмсинчен вӑрӑм мар.Сысна
2102Сысна виҫӗ ҫулта пӗрре хӗвел курать.Сысна
2103Сысна кӳпӗнме пӗлмест.Сысна
2104Сысна пахча сухалама ӑста.Сысна
2105Сысна пӗкрӗҫне пӗлмест, ҫӗлен кукрине пӗлмест.Сысна
2106Сысна пылчӑк тупать теҫҫӗ.Сысна
2107Сысна сухаланӑ пахча пӑсӑлать теҫҫӗ.Сысна
2108Сысна уйӑхпа хӗвеле уйӑраймасть.Сысна
2109Сысна хӑй вырӑнӗ ҫине сысмасть.Сысна
2110Сысна хӑй курпунне курмасть, качака — каҫҫӑрне.Сысна
2111Сысна хырӑмне аш та пӑсмасть теҫҫӗ.Сысна
2112Сысна хырӑмне хӑйма харам.Сысна
2113Сысна хырӑмне ыраш пӑсмасть.Сысна
2114Сысна шурлӑха юратать, кӑрчанкӑ — таса мар ҫынна.Сысна
2115Сыснана асӑк та килӗшмест.Сысна
2116Сыснана вӗтсе ярсан татах килме каласа ячӗҫ тесе калать.Сысна
2117Сыснана кашта ҫине лартас ҫук.Сысна
2118Сыснана пӑх та юрать.Сысна
2119Сыснаран йытӑ ҫуралмасть.Сысна
2120Сыснашӑн пулсан икел пултӑр, ватӑ юман кирлех мар.Сысна
2121Сыснашӑн пыл та пӗр, пӑх та пӗр.Сысна
2122Сыснашӑн пылчӑк та мамӑкӑн туйӑннӑ тет.Сысна