2578 | Ула такка: «Кӑнтӑрла пылпа ҫу ҫиетӗп, каҫпа йывӑрлӑхне куратӑп», — тет. | Улатакка |
2576 | Улатакка ир те ӗҫлет, каҫ та ӗҫлет. | Улатакка |
2577 | Улатакка йывӑҫ таккасах хырӑмне тӑрантать. | Улатакка |
2579 | Улатакка та хӑйне хӑй улталамасть. | Улатакка |
2580 | Улатакка шур акӑша юлташ мар. | Улатакка |
1606 | Улма йывӑҫҫи те пӑхмасӑр ӳсмест. | Панулми йывӑҫҫи |
1607 | Улма йывӑҫҫинчен улми сикмест. | Панулми йывӑҫҫи |
1608 | Улма кӳмен улмуҫҫин усси ҫук. | Панулми йывӑҫҫи |
1609 | Улмуҫҫие хӑрӑк туратпа сыпмаҫҫӗ. | Панулми йывӑҫҫи |
1610 | Улмуҫҫине ан силле, пиҫсе ҫитнӗ улми хӑех ӳкет. | Панулми йывӑҫҫи |
1611 | Улмуҫҫинчен улми аякка ӳкмест теҫҫӗ. | Панулми йывӑҫҫи |
2167 | Упа аллинчен улма тухман тет. | Упа |
2168 | Упа ватнӑ ҫын купаран та хӑранӑ. | Упа |
2169 | Упа вӑйлӑ та, сӑнчӑрта теҫҫӗ. | Упа |
2171 | Упа вӑрманта тирне сутать. | Упа |
2170 | Упа ӗмӗрне те ҫӑвӑнмасть, пурпӗр пыл ҫиять. | Упа |
2172 | Упа йӑвинче мӑйӑр ан шыра. | Упа |
2173 | Упа кутӗнчен ҫӑм татса илнӗ. | Упа |
2175 | Упа кутне сапсан виҫ кун мӗкӗртет. | Упа |
2174 | Упа кутне ҫу юраман тет. | Упа |
2176 | Упа пулӑшсан ӳпре те тур лашана ҫурнӑ тет. | Упа |
2177 | Упа та пӗччен пурӑнмасть. | Упа |
2178 | Упа тени пыл юратать. | Упа |
2179 | Упа тытасси ҫава туптасси мар. | Упа |
2180 | Упа тытма кайнӑ чух вырӑн сарса хӑвар, пӑши тытма кайнӑ чух тупӑк туса хӑвар. | Упа |
2181 | Упа упа хыҫҫӑн утать. | Упа |
2182 | Упа урине ҫуласах хӗл каҫать. | Упа |
2183 | Упа хӑй ҫурине хӑй ҫимест. | Упа |
2184 | Упа хыҫҫӑн чупакан йыттӑн хӑлхи ҫурӑлнӑ. | Упа |
2185 | Упаленсе йӑлӑхсан упа та ик уран тӑнӑ. | Упа |
2186 | Упана пурте паллаҫҫӗ, упа хӑй никама та палламасть. | Упа |
2188 | Упана ҫӗнтерекен кашкӑр айне пулнӑ. | Упа |
2187 | Упана та ташлама вӗрентеҫҫӗ. | Упа |
2189 | Упана упа ҫимест, кашкӑра кашкӑр ҫимест. | Упа |
2190 | Упаран хӑтӑлнӑ, кашкӑра ҫолӑхнӑ теҫҫӗ. | Упа |
2191 | Упари пине ҫулӑхнӑ. | Упа |
2192 | Упари упара тет, кашкӑрти кашкӑрта тет. | Упа |
2193 | Упасӑр туй пулмасть тет. | Упа |
2202 | Упате тытакан ҫыннӑн умӗ пӳлӗннӗ. | Упӑте |
2194 | Упашӑн тискер сахал теҫҫӗ. | Упа |
2195 | Упӑльтӑк ӗҫнипе упа пулма ҫук. | Упа |
2200 | Упӑте вӗлернӗ ялта йыш ӗрчемест. | Упӑте |
2201 | Упӑте ҫӳлерех улӑхнӑҫем кутне ытларах кӑтартать. | Упӑте |
2203 | Упӑте шучӗпе ҫу килмест. | Упӑте |
2204 | Упӑтенӗн йӗмӗ ҫук, тавлӑ ҫыннӑн хакӗ ҫук. | Упӑте |
2196 | Упи вилсен ташши те пӗтет. | Упа |
2197 | Упи ташламӗччӗ те, хуҫи хистет. | Упа |
2199 | Упине тытмасӑр тирне ан сут. | Упа |
2198 | Упине тытмасӑр тирне ан сӳ. | Упа |
1934 | Урнӑ йыттӑн ури те ҫыртать тет. | Йытӑ |