| 1805 | Анчӑк та хӑнана кайсан шӑпланма пӗлет. | Йытӑ |
| 1806 | Анчӑк та хуҫине туламасть. | Йытӑ |
| 1807 | Анчӑк телейӗ — ванчӑк телей. | Йытӑ |
| 1809 | Анчӑк хырӑмӗ апат тиркемест. | Йытӑ |
| 1810 | Анчӑк хырӑмне сар ҫу кирлех мар. | Йытӑ |
| 1808 | Анчӑк хыҫҫӑн ан йытӑлан. | Йытӑ |
| 1811 | Анчӑка — алтӑрпа, кушака — кашӑкпа. | Йытӑ |
| 1812 | Анчӑка пулӑшма кашкӑра чӗнмеҫҫӗ. | Йытӑ |
| 1813 | Анчӑкӑн вӗрмесӗр кун иртмест. | Йытӑ |
| 1814 | Анчӑкра шанчӑк пур. | Йытӑ |
| 2205 | Апатлӑ лаша аптрамасть. | Ут — Лаша |
| 1717 | Арӑслан кайӑкӗ ӑмӑрт кайӑкне тапӑнать. | Арӑслан |
| 1718 | Арӑслан шӑшипе ҫапӑҫмасть. | Арӑслан |
| 1719 | Арӑсланӗ ҫывӑрсан та хӑрах куҫӗпе хӑрах хӑлхи хуралта теҫҫӗ. | Арӑслан |
| 1720 | Арлан пулсан шӑтӑк пур, ял пулсан куштан пур. | Арлан |
| 1721 | Арлан та хӑй йӑвинче арӑслан. | Арлан |
| 1722 | Арлан та ют йӑвана сӗтӗрмест, | Арлан |
| 1723 | Арлан шӑтӑкӗ патӗнче те арлан курӑкӗ анчах ӳсмест. | Арлан |
| 1724 | Арланпа куштан пӗртӑван. | Арлан |
| 1815 | Арман патне вӗреннӗ йытӑ ҫавӑнталлах туртӑнать теҫҫӗ. | Йытӑ |
| 1816 | Арман патне вӗреннӗ йытӑ унтах вилет теҫҫӗ. | Йытӑ |
| 1712 | Аслӑк айӗнчи автан ахаль авӑтмасть. | Автан |
| 2207 | Ӑйӑр кукалесе арлан тӑпри кӑларнӑ. | Ут — Лаша |
| 2208 | Ӑйӑр ташласчӗ тет, лаши мӗнле тӑрантарас тет. | Ут — Лаша |
| 2209 | Ӑйӑра кӗсре пултӑр, ясара пасар пултӑр. | Ут — Лаша |
| 2210 | Ӑйӑра сӗлӗ юсать. | Ут — Лаша |
| 2211 | Ӑйӑра тӑрантас кӳлнӗ, кӗсрине сухапуҫ кӳлнӗ. | Ут — Лаша |
| 2212 | Ӑйӑрне лӑпкаҫҫӗ, лашине ҫапаҫҫӗ. | Ут — Лаша |
| 2214 | Ӑйри — вӑй нумай тет, хуҫи — ҫиме пӗтрӗ тет. | Ут — Лаша |
| 2215 | Ӑйри кӗҫенсен кӗсри пырать. | Ут — Лаша |
| 2425 | Ӑмӑрт кайӑк кушак кайӑк тытмасть тет. | Ӑмӑрт кайӑк |
| 2426 | Ӑмӑрт кайӑк чун сыхлать. | Ӑмӑрт кайӑк |
| 2427 | Ӑмӑрт кайӑка ӑмри кирлӗ. | Ӑмӑрт кайӑк |
| 2428 | Ӑмӑрт кайӑка ӑмринчен тытаймӑн. | Ӑмӑрт кайӑк |
| 2163 | Ӑҫта упа, унта тирӗ. | Упа |
| 1625 | Ватӑ юман — асатте, пысӑк юман — атте. | Юман |
| 1725 | Вӑкӑр вӑйӗ упа вӑйне парӑнман. | Вӑкӑр |
| 1726 | Вӑкӑр йышне пуҫӗ ҫук. | Вӑкӑр |
| 1727 | Вӑкӑр мӑйракипе тӑпра чавать те, тӑпри хӑй ҫине ӳкет | Вӑкӑр |
| 1728 | Вӑкӑр пуҫӗ ҫиес тесе вӑтӑр ҫухрӑм утас мар. | Вӑкӑр |
| 1729 | Вӑкӑр та вӑйне кура мӗкӗрет. | Вӑкӑр |
| 747 | Вӑкӑр чава-чава хӑй ҫине тӑпра купалать тет. | Вӑкӑр |
| 1730 | Вӑкӑр чавать те хӑй ҫинех купалать. | Вӑкӑр |
| 1731 | Вӑкӑр чунӗ кашкӑра теҫҫӗ. | Вӑкӑр |
| 1732 | Вӑкӑрла вылясан майрака тухать. | Вӑкӑр |
| 1733 | Вӑкӑртан мал енчен, лашаран кай енчен, усалран пур енчен те сыхланма хушнӑ. | Вӑкӑр |
| 2693 | Вӑрӑм туна шӑрӑх ҫанталӑкра: «Вӑрмантан уя тухса вӗҫӗттӗм, пӗр пӑт ҫӑвӑм шӑранасран хӑратӑп», — тесе калать тет. | Ӳпре |
| 1535 | Вӑрман — ял хӳтлӗхӗ. | Вӑрман — Хир |
| 1505 | Вӑрман аслӑ та, йывӑҫсем пӗр пек мар. | Вӑрман — Хир |
| 1506 | Вӑрман варринче пуртӑ аврилӗх йывӑҫ пулатех. | Вӑрман — Хир |