Чӗрӗ япала — Чӗрӗ мар япала

 

1830Йыт вӗрет те, ҫил илсе каять.Йытӑ
1831Йыт ҫименнине ҫын ҫиет.Йытӑ
1832Йыт ҫименнине этем ҫимест.Йытӑ
1833Йыт хакне ҫын тӑмасть теҫҫӗ.Йытӑ
1873Йытӑ — этем тусӗ.Йытӑ
1834Йытӑ айӑпне патак тикӗслет.Йытӑ
1835Йытӑ ами пӗлмесен йытӑ аҫи пӗлес ҫук.Йытӑ
1837Йытӑ васкать те суккӑр ҫуратать.Йытӑ
1838Йытӑ вӗрет, шӑпчӑк шарламасть.Йытӑ
1840Йытӑ вӗрнипе йӑмра хӑрса ларас ҫук.Йытӑ
1839Йытӑ вӗрнипе ҫил ҫӗклет.Йытӑ
1841Йытӑ вӗрнипе уйӑх тӑхри катӑлса ӳкес ҫук.Йытӑ
1842Йытӑ вӗрсе ватӑлать.Йытӑ
1843Йытӑ вӗрсен ӗмӗтленнӗ ӗмӗт татӑлать.Йытӑ
1844Йытӑ вӗрсен кашкӑр килет.Йытӑ
1845Йытӑ епле вӗрсен те ӑна уйӑх туяс ҫук.Йытӑ
1846Йытӑ ӗмӗрӗ иртет касмӑкра.Йытӑ
1847Йытӑ йӑли ҫав: ҫӗр ҫинче йӑваламасӑр ним те ҫимест.Йытӑ
1848Йытӑ йытта паллать.Йытӑ
1849Йытӑ калать тет: «Хӗлле пулсан шӑмӑран пӳрт тӑваттӑмччӗ, ҫулла пулсан пӑртан пӳрт тӑваттӑм».Йытӑ
1851Йытӑ куҫӗ тӗтӗм пӗлмен тет.Йытӑ
1852Йытӑ куҫне тӗтӗм тивмест.Йытӑ
1853Йытӑ мӑнтӑр пулсан хуҫине тапӑнать.Йытӑ
1854Йытӑ мӑнтӑр та, ҫиме юрамасть.Йытӑ
1856Йытӑ патака та вӗрет, патшана та вӗрет.Йытӑ
1855Йытӑ пӑтратиччен тӳсеймен тет.Йытӑ
1857Йытӑ самӑр та, пусма юрамасть.Йытӑ
1858Йытӑ сасси кашкӑра килӗшмен.Йытӑ
1859Йытӑ ҫӑварӗнчен шӑмма илеймӗн теҫҫӗ.Йытӑ
1860Йытӑ ҫӑварне аш кӗрсен каялла тухмасть.Йытӑ
1861Йытӑ ҫичӗ ҫура ҫӑвӑрласан та сӗтне суса ҫиме ҫук.Йытӑ
1862Йытӑ ҫук ҫӗрте сысна та вӗрет теҫҫӗ.Йытӑ
1863Йытӑ ҫури амӑшне пӑхман тет.Йытӑ
1864Йытӑ ҫыртнӑ чухне шеллесе ҫыртмасть.Йытӑ
1865Йытӑ та кил тӗлне пӗлет теҫҫӗ.Йытӑ
1866Йытӑ татӑк ӳкессе кӗтет, кушак сӗт тӑкӑнасса кӗтет.Йытӑ
1867Йытӑ тесен — ҫӑмӗ ҫук, этем тесен — сӑнӗ ҫук.Йытӑ
1868Йытӑ хӑй хӳри ҫине сысмасть.Йытӑ
1869Йытӑ хӳри шыва путсан тин ишме пуҫлать.Йытӑ
1870Йытӑ хырӑмне сар ҫу та юраман.Йытӑ
1871Йытӑ шӑмӑ кӑшлать, ҫук ҫын нушине кӑшлать.Йытӑ
1872Йытӑ шуйттана сиссе ҫӗрле вӗрет теҫҫӗ.Йытӑ
1874Йытӑ юлашкине мур та ҫимен.Йытӑ
1850Йытӑ-качака вӑрҫса паллашать.Йытӑ
1836Йытӑ: «Ачи-пӑчи нумай пултӑр, мана кашни патак парать», — тет, кушак: «Ачи-пӑчи пӗттӗрччӗ, ачи-пӑчи пулмасан хуҫа ытларах мана юратать», — тесе калать тет.Йытӑ
1875Йытӑлла пурнакан анчӑкла вилнӗ тет.Йытӑ
1878Йытӑна хӳри тӑрантарать.Йытӑ
1879Йытӑпа арҫын ялан кил картинче, кушакпа хӗрарӑм — кӑмака таврашӗнче.Йытӑ
1881Йытӑпа кушак вӑрҫмасӑр ҫураҫмаҫҫӗ.Йытӑ
1882Йытӑпа кушак та килти выльӑх шутне кӗреҫҫӗ.Йытӑ