| 1559 | Хир варринчи ҫиле хуса ҫитеймӗн. | Вӑрман — Хир |
| 1560 | Хир шывӗ хирӗлсе юхать. | Вӑрман — Хир |
| 1561 | Хиркеленчӗк этем хир ҫынни мар. | Вӑрман — Хир |
| 1565 | Хирте — хитре, вӑрманта — ырӑ. | Вӑрман — Хир |
| 1562 | Хирте апат тутлӑ теҫҫӗ. | Вӑрман — Хир |
| 1563 | Хирте апат тутлӑ. | Вӑрман — Хир |
| 1564 | Хирте тырӑ пулмасть, ана ҫинче тырӑ пулать. | Вӑрман — Хир |
| 1566 | Хиртех ирӗк, туратран ҫакланас хуйхи ҫук. | Вӑрман — Хир |
| 1569 | Хирти — Турӑ аллинче, пӳлмери — хуҫа аллинче. | Вӑрман — Хир |
| 1567 | Хирти пӑрҫа — вӑйӑри хӗр: кашниех куҫ хывать. | Вӑрман — Хир |
| 1568 | Хирти ҫиле тытаймӑн. | Вӑрман — Хир |
| 1570 | Хирти тырӑ пӳлмене кӗмесӗр мул пулмасть. | Вӑрман — Хир |
| 1571 | Хирти тырӑ хура тар кӗмесӗр ҫитӗнмест. | Вӑрман — Хир |
| 1572 | Хиртине ан мухта, кӗлетрине мухта. | Вӑрман — Хир |
| 1617 | Хурӑн каски ӑҫта выртнӑ, ҫавӑнта ҫӗртӗр. | Хурӑн |
| 1618 | Хурӑн лартакан хур курать тет. | Хурӑн |
| 1619 | Хурӑн милки чун кӳрет. | Хурӑн |
| 1620 | Хурӑн хулли шӑпӑрлӑх, телей ҫукки — йывӑрлӑх. | Хурӑн |
| 1621 | Хурӑн хуппинчен хут пулмасть. | Хурӑн |
| 1622 | Хурӑн шурӑ та, тикӗчӗ хура. | Хурӑн |
| 1623 | Хурӑн шывӗ шерпет пек, хамӑр тӑван ылтӑн пек. | Хурӑн |
| 1624 | Хурӑнлӑх ҫулӗ — хурлӑх ҫулӗ. | Хурӑн |
| 1612 | Чечек иртсен чечеке каймаҫҫӗ. | Чечек |
| 1613 | Чечек куҫа савӑк, сӑмах чӗрене тет. | Чечек |
| 1614 | Чечек пурнӑҫ ҫуллӑ тет. | Чечек |
| 1615 | Чечек пыл парать, пӗлмене хуйхӑ парать. | Чечек |
| 1616 | Чечек ҫине пыл хурчӗ вӗҫет. | Чечек |
| 1629 | Юман — авалхи чӑвашсен йӑх палли. | Юман |
| 1630 | Юман — асамлӑ таса йывӑҫ. | Юман |
| 1631 | Юман аван та, варри хӑвӑл. | Юман |
| 1632 | Юман вутти хӗрӳллӗ ҫунать. | Юман |
| 1633 | Юман епле ҫирӗп те, пурпӗр хуҫӑлать. | Юман |
| 1634 | Юман йывӑҫ пит хытӑ, кассан турпас тухас ҫук. | Юман |
| 1635 | Юман йывӑҫ та пурне те юрайман. | Юман |
| 1636 | Юман йывӑҫӗ те хӗн курать. | Юман |
| 1637 | Юман кӗрӗкпе те ҫара пуҫӑн ҫеҫ йӗркеллӗ ӳсет. | Юман |
| 1638 | Юман кӗрӗкпе, анчах ҫара пуҫӑн ӳсме юратать. | Юман |
| 1639 | Юман лартакан чиркӳ лартакантан сӑваплӑрах. | Юман |
| 1640 | Юман ҫирӗп пулсан та хурӑнтан купӑс тӑваҫҫӗ. | Юман |
| 1641 | Юман ҫулҫи тӑкӑнмасан арҫынна йывӑрлӑх. | Юман |
| 1642 | Юман та ӗмӗре чӑтман. | Юман |
| 1643 | Юман та ҫиле май тайӑлать. | Юман |
| 1644 | Юмана варринчен хӑртмасан ҫил хуҫаймасть. | Юман |
| 1645 | Юманпа ӑвӑс — ик тӗрлӗ йывӑҫ. | Юман |
| 1646 | Юмансӑр юрӑ та ҫук, Турӑ та ҫук. | Юман |