| 3521 | Пулас ҫын сӑмаххинчен паллӑ. | Иртни — Пуласси |
| 3522 | Пулас тенипе пулмасть. | Иртни — Пуласси |
| 3523 | Пулас тиха пӑхӗнчен паллӑ. | Иртни — Пуласси |
| 3524 | Пулас тиханӑн пуҫӗнчен пӑхсанах паллӑ. | Иртни — Пуласси |
| 3527 | Пуласси — ҫамрӑксенче. | Иртни — Пуласси |
| 3525 | Пуласси вӑл хӑех пулать. | Иртни — Пуласси |
| 3526 | Пуласси пулӗ, пулайманни юлӗ. | Иртни — Пуласси |
| 3528 | Пуласси яланах илемлӗ. | Иртни — Пуласси |
| 3529 | Пулассине кам пӗлет? | Иртни — Пуласси |
| 3530 | Пулассине куҫ курӗ теҫҫӗ. | Иртни — Пуласси |
| 3531 | Пулассине мур пӗлет. | Иртни — Пуласси |
| 3532 | Пулассине Пӳлӗх пӗлет, малаллине мур пӗлет. | Иртни — Пуласси |
| 3533 | Пулассине сирме ҫук. | Иртни — Пуласси |
| 3534 | Пулассине Тур пӗлет. | Иртни — Пуласси |
| 3535 | Пулассинчен иртме ҫук. | Иртни — Пуласси |
| 3536 | Пулнӑ — иртнӗ, сӑмах пӗтнӗ. | Иртни — Пуласси |
| 3538 | Пулнӑ — пултӑр, урӑх ан пултӑр. | Иртни — Пуласси |
| 3537 | Пулнӑ пулсан пулнӑ пултӑр, ҫылӑхӗ те ҫурмалла пултӑр. | Иртни — Пуласси |
| 3539 | Пулни пулнипе пӗттӗр, курни курнипе ирттӗр. | Иртни — Пуласси |
| 3540 | Пулни ҫумне пулманни те хутшӑнать. | Иртни — Пуласси |
| 3541 | Пулнине асаттесем курнӑ, хальхине пирӗн курмалла, пулассине ачасем курӗҫ. | Иртни — Пуласси |
| 3542 | Пулса иртнӗ ӗҫе куҫҫульпе тавӑрма ҫук. | Иртни — Пуласси |
| 3543 | Пулса иртни — ҫутӑ, пуласси — тӗттӗм. | Иртни — Пуласси |
| 3010 | Пуш уйӑхӗ пушатать, ҫу уйӑхӗ ҫуратать. | Ҫур — Кӗр |
| 3011 | Пуш уйӑхӗ шывпа, ака уйӑхӗ курӑкпа. | Ҫур — Кӗр |
| 2777 | Пӳрт ҫине хӗҫ тимӗр ҫаптарса пӗр ҫын виҫ ҫул пӑхса ларнӑ. | Вӑхӑт — Талккӑш |
| 2909 | Сайра хутра Сайхулла та йӑнӑшать. | Ялан — Хушӑран |
| 3012 | Сентябрьте пурте пӗр. | Ҫур — Кӗр |
| 2886 | Сӗткен кӗмен ҫӑкана касма ан васка. | Хуллен — Хӑвӑрт |
| 3093 | Сивӗ пуҫтарнӑ, ӑшӑ сӑлатнӑ. | Ҫу — Хӗл |
| 2778 | Сорнӑ сорчӑка каялла ҫоласа илмелле мар. | Вӑхӑт — Талккӑш |
| 2779 | Сывлӑш — асамлӑ хӑват. | Вӑхӑт — Талккӑш |
| 2780 | Сывлӑш пире сывлӑх пек кирлӗ. | Вӑхӑт — Талккӑш |
| 2781 | Сывлӑша сӑмахпа тултараймӑн. | Вӑхӑт — Талккӑш |
| 3471 | Сыхлан, халь шӑши туяпа ҫӳрет тет. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
| 3094 | Ҫӑва тухсан пурнатпӑр. | Ҫу — Хӗл |
| 3472 | Ҫӑкӑрӗ паянхи, сӑмахӗ авалхи теҫҫӗ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
| 3241 | Ҫӗр вӑрӑм пулсан та пурпӗр ҫутӑлать. | Ҫӗр — Кун |
| 3242 | Ҫӗр вӑрӑмӑшне ыйхӑсӑр ҫын пӗлет. | Ҫӗр — Кун |
| 3243 | Ҫӗр епле вӑрӑм пулсан та кун килет. | Ҫӗр — Кун |
| 3244 | Ҫӗр иртнине кун та иртӗ. | Ҫӗр — Кун |
| 3245 | Ҫӗр каҫа — ыйӑх, кун каҫа — хуйӑх. | Ҫӗр — Кун |
| 3246 | Ҫӗр каҫасси ӗмӗр ӗмӗрлесси мар. | Ҫӗр — Кун |
| 3247 | Ҫӗр каҫиччен ҫӗр тӗрлӗ. | Ҫӗр — Кун |
| 3248 | Ҫӗр кӗске чух ыйӑх тутлӑ. | Ҫӗр — Кун |
| 3249 | Ҫӗр нумай — ырлӑх нумай, кун нумай — ҫылӑх нумай. | Ҫӗр — Кун |
| 3250 | Ҫӗр тем пек тӗттӗм пулсан та ҫутӑ кун килетех. | Ҫӗр — Кун |
| 3251 | Ҫӗрӗн-кунӗн куккук та авӑтмасть. | Ҫӗр — Кун |
| 3252 | Ҫӗрлехи ӑс ҫӗр тӗрлӗ. | Ҫӗр — Кун |
| 3253 | Ҫӗрлехи ӑс ҫывӑрсан тӑрӑлать. | Ҫӗр — Кун |