| 3254 | Ҫӗрлехи сӗмлӗхе шанма ҫук. | Ҫӗр — Кун |
| 3255 | Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗрлӗ. | Ҫӗр — Кун |
| 3256 | Ҫӗртен-ҫӗрех ҫӗр килмест, кунран-кунах кун килмест. | Ҫӗр — Кун |
| 2782 | Ҫисе пӗтерсен тин тарҫине курнӑ. | Вӑхӑт — Талккӑш |
| 3095 | Ҫу ӑшшине хӗве чикеймӗн. | Ҫу — Хӗл |
| 3096 | Ҫу вӑрӑмми мар, ӑшши пултӑр. | Ҫу — Хӗл |
| 3097 | Ҫу килесси хӗлрен паллӑ. | Ҫу — Хӗл |
| 3098 | Ҫу ҫуратать, уй мар. | Ҫу — Хӗл |
| 3099 | Ҫу уйӑхӗ ҫунатлӑ. | Ҫу — Хӗл |
| 3100 | Ҫу уйӑхӗ час иртет — чарак хурса чарма ҫук. | Ҫу — Хӗл |
| 3101 | Ҫул епле, унашкал вутӑ, улӑм. | Ҫу — Хӗл |
| 3107 | Ҫулла — хӗллешӗн, хӗлле — ҫуллашӑн. | Ҫу — Хӗл |
| 3102 | Ҫулла пуҫтар, хӗлле салат. | Ҫу — Хӗл |
| 3103 | Ҫулла пуҫтарать те хӗлле ҫисе ярать. | Ҫу — Хӗл |
| 3104 | Ҫулла сулхӑнра, хӗлле хӑнара. | Ҫу — Хӗл |
| 3105 | Ҫулла ҫуна кӳлес ҫук, хӗлле урапа кӳлес ҫук. | Ҫу — Хӗл |
| 3106 | Ҫулла тухман тар хӗлле тухать теҫҫӗ. | Ҫу — Хӗл |
| 3108 | Ҫулла хурт-кӑпшанкӑ та чӗрӗлет. | Ҫу — Хӗл |
| 3109 | Ҫуллахи кун хӗле тӑрантарать. | Ҫу — Хӗл |
| 3013 | Ҫур мучипе Кӗр мучи ула лаша ҫинче ҫӳреҫҫӗ. | Ҫур — Кӗр |
| 3014 | Ҫур чечекпе илемлӗ, кӗр — кӗлтесемпе. | Ҫур — Кӗр |
| 3015 | Ҫур чӗртет, хӗл пӗтерет. | Ҫур — Кӗр |
| 3016 | Ҫур ырхан та, кӗр мӑнтӑр. | Ҫур — Кӗр |
| 2887 | Ҫуралас япала тӑхтамасть. | Хуллен — Хӑвӑрт |
| 3017 | Ҫуркунне — ах тет, кӗркунне — ӑх тет. | Ҫур — Кӗр |
| 3022 | Ҫуркунне — пултӑран, кӗркунне — шӑрттан. | Ҫур — Кӗр |
| 3023 | Ҫуркунне — сӗреке, кӗркунне — кӗреке. | Ҫур — Кӗр |
| 3024 | Ҫуркунне — ҫеҫки, кӗркунне — курланки. | Ҫур — Кӗр |
| 3018 | Ҫуркунне вӑй хурсан кӗркунне мул пухан. | Ҫур — Кӗр |
| 3019 | Ҫуркунне енне кайсан турпас та айлӑ-ҫийлӗ выртать. | Ҫур — Кӗр |
| 3020 | Ҫуркунне куккук килет, кӗркунне чакак килет. | Ҫур — Кӗр |
| 3021 | Ҫуркунне наян пулмасан кӗркунне пуян пулӑн. | Ҫур — Кӗр |
| 3025 | Ҫуркунне ҫӗр айӗнчен ӗҫ тухать теҫҫӗ. | Ҫур — Кӗр |
| 3026 | Ҫуркунне ҫитсен кайӑк та мӑшӑр шырать. | Ҫур — Кӗр |
| 3027 | Ҫуркунне ҫитсен пӳлме тӗпӗ ҫуталать. | Ҫур — Кӗр |
| 3028 | Ҫуркунне ҫитсен ҫерҫин те чунӗ савӑнать. | Ҫур — Кӗр |
| 3029 | Ҫуркунне ҫитсен ҫӗрулми те куҫне уҫать. | Ҫур — Кӗр |
| 3030 | Ҫуркунне ҫитсен тӑлӑп ҫухи кирлех мар. | Ҫур — Кӗр |
| 3031 | Ҫуркунне ҫул усал. | Ҫур — Кӗр |
| 3032 | Ҫуркунне ҫутӑ ӗмӗт ҫуралать. | Ҫур — Кӗр |
| 3033 | Ҫуркунне тӑри ҫуначӗ ҫинче вӗҫсе килет. | Ҫур — Кӗр |
| 3034 | Ҫуркунне турпас та айлӑ-ҫийлӗ выртать. | Ҫур — Кӗр |
| 3035 | Ҫуркунне турта пуҫӗ те хунав кӑларма хатӗр. | Ҫур — Кӗр |
| 3036 | Ҫуркунне упа та ура ҫине тӑрать. | Ҫур — Кӗр |
| 3037 | Ҫуркунне ӳркенсен кӗркунне ӳкӗнтерӗ. | Ҫур — Кӗр |
| 3038 | Ҫуркунне хӗр пӑхать, кӗркунне туй тӑвать. | Ҫур — Кӗр |
| 1039 | Ҫуркунне хӗрлӗ пелетӗш пек, кӗркунне кӗлте пек. | Ҫур — Кӗр |
| 3039 | Ҫуркунне хитре ҫеҫкепе, кӗркунне — кӗлтепе. | Ҫур — Кӗр |
| 3040 | Ҫуркунне хусаха та арӑм кирлӗ. | Ҫур — Кӗр |
| 3041 | Ҫуркунне хутаҫ ҫактарать. | Ҫур — Кӗр |