| 3496 | Иртни — ҫӗпреллӗ, пуласси — тӗтреллӗ. | Иртни — Пуласси |
| 3493 | Иртни асра тӑтӑр, пуласси ӑсра тӑтӑр теҫҫӗ. | Иртни — Пуласси |
| 3494 | Иртни иртнипе пултӑр теҫҫӗ. | Иртни — Пуласси |
| 3495 | Иртни ирттӗр. | Иртни — Пуласси |
| 3497 | Иртни ҫинчен ик тӗрлӗ те юптарма пулать. | Иртни — Пуласси |
| 3498 | Иртнине аса иленӗн куҫӗ шарнӑ. | Иртни — Пуласси |
| 3499 | Иртнине асӑнаканӑн куҫне шӑрпӑк тӗртеҫҫӗ. | Иртни — Пуласси |
| 3500 | Иртнине манан, ҫитессине пӗлместӗн. | Иртни — Пуласси |
| 3501 | Иртнишӗн ан кулян, каялла тавӑрас ҫук. | Иртни — Пуласси |
| 3502 | Иртнишӗн хуйхӑрнин усси ҫук. | Иртни — Пуласси |
| 3503 | Иртсе кайнӑ инкек хӑруш мар. | Иртни — Пуласси |
| 3504 | Иртсе кайнӑ пӗр куна ҫӗр кун хӑваласа та ҫитеймӗн. | Иртни — Пуласси |
| 3505 | Иртсе кайнӑ ҫумӑршӑн витре йӑтса чупмаҫҫӗ. | Иртни — Пуласси |
| 3506 | Иртсе кайнине ҫил те хуса ҫитес ҫук. | Иртни — Пуласси |
| 3508 | Иртсе кайсан ахматек. | Иртни — Пуласси |
| 3507 | Иртсе кайсан шырӑн та, тупаймӑн. | Иртни — Пуласси |
| 3510 | Иртсе каян инкек те чухӑн тӗлне чарӑнать. | Иртни — Пуласси |
| 3509 | Иртсе каян яшлӑха ятран чӗнсе чараймӑн. | Иртни — Пуласси |
| 3511 | Ирттерсен иртет, ҫитерсен ҫитет. | Иртни — Пуласси |
| 2853 | Йӑпӑрт-япӑрт татрӑм та виҫ кунта пӗр кӗпе ҫӗлерӗм тенӗ тет. | Хуллен — Хӑвӑрт |
| 3090 | Карлач уйӑхӗ — сив уйӑх. | Ҫу — Хӗл |
| 3194 | Каҫ каҫмалла, кӑнтӑр выртмалла тет. | Ҫӗр — Кун |
| 3195 | Каҫ пулмасӑр кун каҫрӑм тесе ан мухтан. | Ҫӗр — Кун |
| 3196 | Каҫ пулсан каҫан сикет. | Ҫӗр — Кун |
| 3197 | Каҫа вӑрӑ кӗтет. | Ҫӗр — Кун |
| 3198 | Каҫа чир юратать. | Ҫӗр — Кун |
| 3199 | Каҫпа каҫ вырт, ирпе ир тӑр. | Ҫӗр — Кун |
| 3200 | Каҫпа чикесӗр, ирпе пикесӗр теҫҫӗ. | Ҫӗр — Кун |
| 3201 | Каҫхи апат вӑй. | Ҫӗр — Кун |
| 3202 | Каҫхи апат вӑя каять теҫҫӗ. | Ҫӗр — Кун |
| 3204 | Каҫхи ӑс ир кулли. | Ҫӗр — Кун |
| 3203 | Каҫхи ӑсран ирхи ас ӑслӑрах. | Ҫӗр — Кун |
| 3205 | Каҫхи вӑрра та кун ҫутипе тытаҫҫӗ. | Ҫӗр — Кун |
| 3206 | Каҫхи вӑхӑт — качака кулли. | Ҫӗр — Кун |
| 3207 | Каҫхи вӑхӑт час иртет. | Ҫӗр — Кун |
| 3208 | Каҫхи каҫалӑк каҫах пӗттӗр. | Ҫӗр — Кун |
| 3209 | Каҫхи куҫа тем те курӑнать. | Ҫӗр — Кун |
| 3210 | Каҫхи сасӑ ултавлӑ. | Ҫӗр — Кун |
| 3211 | Каҫхи ҫул — кӑкӑр ҫинчи чул. | Ҫӗр — Кун |
| 3212 | Каҫхи хӑнана ӑсатсан ыйхӑ вӗҫет. | Ҫӗр — Кун |
| 3213 | Каҫхи хырӑм каҫарать, ирхи хырӑм ирттерет. | Ҫӗр — Кун |
| 3214 | Каҫхи шухӑш каялла, ирхи шухӑш малалла. | Ҫӗр — Кун |
| 3215 | Каҫхине пӗтӗм тӗнче пӗр сӑнлӑ. | Ҫӗр — Кун |
| 2904 | Кашни ӑсӑмрах турам кӗмест. | Ялан — Хушӑран |
| 2770 | Кашни чечекӗн хӑйӗн вӑхӑчӗ. | Вӑхӑт — Талккӑш |
| 3453 | Кӑ чухне автан та ҫӑмарта тӑвать тет. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
| 3454 | Кӑ чухне кӑлт тухать тет. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
| 3455 | Кӑ чухне самана йӗп ҫинче. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
| 3456 | Кӑ чухне ҫӑмарти те чӑххине вӗрентет. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
| 3457 | Кӑ чухне чӗппи те чӑххине вӗрентет. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |