Вӑхӑт — Талккӑш

 

3458Кӑ чухнехи ачасем кӑмпа пек шӑтса ӳсеҫҫӗ.Ӗлӗк-авал — Ку чухне
3459Кӑ чухнехи ачасем хырӑмранах ҫичӗ ҫул вӗренсе тухаҫҫӗ.Ӗлӗк-авал — Ку чухне
3460Кӑ чухнехи ҫынсене хут пӗлнипе виҫеҫҫӗ.Ӗлӗк-авал — Ку чухне
3461Кӑ чухнехи хӗрарӑм арҫынпала пӗр танах.Ӗлӗк-авал — Ку чухне
2905Кӑмака ҫамки кирек хӑҫан та хура пулать.Ялан — Хушӑран
2906Кӑмака ҫинче ӗмӗрех ҫулла.Ялан — Хушӑран
3216Кӑнтӑр канни — чун канни.Ҫӗр — Кун
3217Кӑнтӑрла кашта ҫинчен анман чӑх кахалланса каять.Ҫӗр — Кун
3218Кӑнтӑрла ҫилленет, каҫхине кулать.Ҫӗр — Кун
3219Кӑнтӑрла ҫитсен кайӑк-кӗшӗк те канса илет.Ҫӗр — Кун
3220Кӑнтӑрла ыйӑхра, каҫхине касакра.Ҫӗр — Кун
3221Кӑнтӑрлахи кайӑксем тӑманана юратмаҫҫӗ.Ҫӗр — Кун
3386Кӑҫал Мӑнкун та юнкун тет.Пӗлтӗр — Кӑҫал
3387Кӑҫал пашалупа, килес ҫул ҫӑмахпа.Пӗлтӗр — Кӑҫал
3388Кӑҫал пултӑр, килес ҫулхине Тур пӗлет.Пӗлтӗр — Кӑҫал
3389Кӑҫал ҫавра ҫил, килес ҫул кӑра ҫил.Пӗлтӗр — Кӑҫал
3390Кӑҫалхи юр-вар ҫитес ҫула юрас ҫук.Пӗлтӗр — Кӑҫал
2877Кетсе иличчен Хусана ҫитнӗ.Хуллен — Хӑвӑрт
2907Кӗллен-кӗллен ҫуллӑ пӑтӑ пулмасть.Ялан — Хушӑран
2954Кӗр аш юратать, ҫур сӗт тет.Ҫур — Кӗр
2955Кӗр йӗпи ҫуршӑн мар тет.Ҫур — Кӗр
2956Кӗр йӗпи ыраш калчине тет.Ҫур — Кӗр
2957Кӗр калать тет: «Эпӗ тыр-пул туса патӑм». — «Эпӗ тыр-пул акса патам», — тесе калать тет ҫур.Ҫур — Кӗр
2958Кӗр калать: «Тӗртеп», — тет. Ҫур калать: «Чӗртеп», — тет.Ҫур — Кӗр
2959Кӗр кунӗ ҫич ӑслӑ.Ҫур — Кӗр
2960Кӗр мӑнтӑр, палламасть.Ҫур — Кӗр
2961Кӗр мӑнтӑрӗнче аш ҫи теҫҫӗ.Ҫур — Кӗр
2962Кӗр пӑтӑпа теҫҫӗ.Ҫур — Кӗр
2963Кӗр пуйтарать, ҫур ҫухатать.Ҫур — Кӗр
2964Кӗр ҫитсен — пӑтӑ та кӗсел, ҫур ҫитсен — ахӑр та кӗҫен.Ҫур — Кӗр
2965Кӗр тултарать, хӗл салатать.Ҫур — Кӗр
2966Кӗр урлӑ каҫма ҫӑмӑл теҫҫӗ.Ҫур — Кӗр
2967Кӗр хӗл каҫарать теҫҫӗ.Ҫур — Кӗр
2968Кӗр яланах пуян килет.Ҫур — Кӗр
2969Кӗрӗк ӑшӑтать, кӗр тӑрантарать теҫҫӗ.Ҫур — Кӗр
2970Кӗркунне вӗҫсе кайнӑ кайӑк ҫуркунне каялла таврӑнать.Ҫур — Кӗр
2971Кӗркунне выльӑх та качча каять.Ҫур — Кӗр
2972Кӗркунне кайӑксен те пӗсехи тутӑ.Ҫур — Кӗр
2973Кӗркунне какай, ҫуркунне серте тутлӑ.Ҫур — Кӗр
2974Кӗркунне кӑсӑя вӑхӑчӗ.Ҫур — Кӗр
2975Кӗркунне куракӑн купа.Ҫур — Кӗр
2976Кӗркунне сала кайӑкӑн та сӑра пур.Ҫур — Кӗр
2977Кӗркунне ҫара ҫерҫи те кӗреке уҫнӑ.Ҫур — Кӗр
2978Кӗркунне ҫук ҫын умӗнче те кӗреке.Ҫур — Кӗр
2979Кӗркунне тир кирлӗ, ҫуркунне пир кирлӗ.Ҫур — Кӗр
2980Кӗркунне туй вӑхӑчӗ.Ҫур — Кӗр
2981Кӗркунне тута пушӑ пулмасть.Ҫур — Кӗр
2982Кӗркунне шапа ҫех юрламасть.Ҫур — Кӗр
2983Кӗркури кӗтнипе кӗр килмест.Ҫур — Кӗр
2984Кӗрпе — Кӗпе, ҫурпа — ҫытма теҫҫӗ.Ҫур — Кӗр