| 2878 | Кӗтсе кӗтӗк пулнӑ. | Хуллен — Хӑвӑрт |
| 2879 | Кӗтсе пӗр йӗке ҫип арланӑ тет. | Хуллен — Хӑвӑрт |
| 2880 | Кӗтсе сисмесӗр юлнӑ теҫҫӗ. | Хуллен — Хӑвӑрт |
| 2881 | Кӗтсе тӑнӑ чух ӗмӗт татӑлать. | Хуллен — Хӑвӑрт |
| 2882 | Кӗтсе тӗлӗк курнӑ. | Хуллен — Хӑвӑрт |
| 2883 | Кӗтти вӑрӑм кӗтмешкӗн. | Хуллен — Хӑвӑрт |
| 2884 | Кӗттисене кӗтме тӳсӗм кирлӗ. | Хуллен — Хӑвӑрт |
| 3462 | Ку саманта йытта йытӑ ҫиет, ҫӗлене ҫӗлен ҫиет, Акӑр саман ҫитсен ҫын ҫынна ҫийӗ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
| 3463 | Ку чухне ҫамрӑксене евчӗ кирлӗ мар. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
| 3464 | Ку чухне шуйттансем те курӑнмаҫҫӗ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
| 3465 | Ку чухнехи кукамай шухӑшламасть чиркӳ май. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
| 3466 | Ку чухнехи ҫамрӑкӑн вӑтанас-тӑвасси ҫук. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
| 3467 | Ку чухнехи ҫамрӑксем ватӑран ытларах пӗлеҫҫӗ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
| 3468 | Ку чухнехи шӑши те туяпа ҫӳрет. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
| 3469 | Ку чухнехи этемсем Эсреле те хӑратӗҫ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
| 3470 | Ку чухнехи ясара ним сӑмах та ан кала. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
| 3224 | Кулленех кун килет те, паянхи кун пекки килес ҫук. | Ҫӗр — Кун |
| 3225 | Кун вӑрӑм, ӗмӗр кӗске. | Ҫӗр — Кун |
| 3226 | Кун вӑрӑмланать — алӑ кӗскелет теҫҫӗ хӗрарӑмсем. | Ҫӗр — Кун |
| 3227 | Кун вырӑнне кун пулать, ӗмӗр вырӑнне ӗмӗр пулмасть. | Ҫӗр — Кун |
| 3228 | Кун ирттӗр те ҫӗр ирттӗр теҫҫӗ. | Ҫӗр — Кун |
| 3229 | Кун каҫ пулса пӗтет, ҫын хур курса пӗтет. | Ҫӗр — Кун |
| 3230 | Кун ҫутипе кунмасан уйӑх ҫутипе кунас ҫук. | Ҫӗр — Кун |
| 3231 | Кун ҫутипе усал ҫук. | Ҫӗр — Кун |
| 3232 | Кун тени куҫлӑ, каҫ тени хӑлхаллӑ. | Ҫӗр — Кун |
| 3233 | Кун шучӗ кутӑнла шӑвас ҫук. | Ҫӗр — Кун |
| 3234 | Кун юрттине чарма ҫук. | Ҫӗр — Кун |
| 3235 | Кунӑн-кунӑнах ӗмӗр иртет. | Ҫӗр — Кун |
| 3236 | Кунӗн-ҫӗрӗн хӗвел пӑхсан кӗмӗл уйӑх кирлех мар. | Ҫӗр — Кун |
| 3237 | Кунӗпе вӗҫен кайӑк та ырать. | Ҫӗр — Кун |
| 3238 | Кунне кура хӗвелӗ, каҫне кура уйӑхӗ. | Ҫӗр — Кун |
| 3240 | Кунпа кун — сакӑр кун: виҫӗ кун уяв, виҫӗ кунӗ пасар та хӑна, виҫӗ кунӗ канма та мухмӑр чӗртме. | Ҫӗр — Кун |
| 3239 | Кунпа кун пӗр килмест. | Ҫӗр — Кун |
| 3009 | Май уйӑхӗнчи ҫумӑр хӑна хӗр хӑраххи. | Ҫур — Кӗр |
| 3512 | Макӑрсан та, ахӑрсан та иртнӗ куна тавӑрма ҫук. | Иртни — Пуласси |
| 2771 | Маннӑ япала ҫине юр ҫӑвать. | Вӑхӑт — Талккӑш |
| 3092 | Микуласӑр ҫулла пулмасть, Микуласӑр хӗл лармасть. | Ҫу — Хӗл |
| 3321 | Паян — кукша, ыран — патша. | Паян — Ыран |
| 3323 | Паян — пайра, ыран — айра. | Паян — Ыран |
| 3324 | Паян — пасарта, ыран — ясарта. | Паян — Ыран |
| 3336 | Паян — ура ҫинче, ыран — шӑтӑкра. | Паян — Ыран |
| 3337 | Паян — ырлӑх, ыран — шырлӑх. | Паян — Ыран |
| 3318 | Паян 6ригадир, ыран командир. | Паян — Ыран |
| 3316 | Паян анчах мар, ыран та кун пур. | Паян — Ыран |
| 3317 | Паян ӑслӑ — ыран пӗчӗк, паян пӗчӗк — ыран ӑслӑ. | Паян — Ыран |
| 3319 | Паян капла та, ыран тепле. | Паян — Ыран |
| 3320 | Паян кун иккӗ килес ҫук. | Паян — Ыран |
| 3322 | Паян лайӑх пултӑр, ыранхине Тур пӗлет. | Паян — Ыран |
| 3325 | Паян перекетлени ырана пырать. | Паян — Ыран |
| 3326 | Паян пур та ыран ҫук — кунсем пӗр пек килес ҫук. | Паян — Ыран |