| 3327 | Паян пурӑнса пултӑр. | Паян — Ыран |
| 3328 | Паян самӑрри ыран ырхана юлӗ. | Паян — Ыран |
| 3329 | Паян сахалли ыран нумай пулас ҫук. | Паян — Ыран |
| 3332 | Паян суякана ыран ӗненӳ ҫук. | Паян — Ыран |
| 3330 | Паян ҫиессине ырана хӑварсан та, паян тӑвассине ырана ан хӑвар. | Паян — Ыран |
| 3331 | Паян ҫинӗ чух ыран ҫиесси ҫинчен те асра тыт. | Паян — Ыран |
| 3333 | Паян тутӑ пулсан та ыранхи ҫинчен ан ман. | Паян — Ыран |
| 3334 | Паян тутӑ тӑк ыранхишӗн ан хуйхӑр: ыран урлӑ ҫӗр пур теҫҫӗ. | Паян — Ыран |
| 3335 | Паян укҫашӑн, ыран парӑмшӑн. | Паян — Ыран |
| 3338 | Паян эс упана тытатӑн, ыран вӑл хӑй сана тытать. | Паян — Ыран |
| 3343 | Паянхи — палан, ыранхи — ыхра. | Паян — Ыран |
| 3339 | Паянхи айван кун ыранхине ӑс парать. | Паян — Ыран |
| 3340 | Паянхи ӗмӗт — ыранхи шӑпа. | Паян — Ыран |
| 3341 | Паянхи куна тепӗр хут кураймӑн. | Паян — Ыран |
| 3342 | Паянхи кунӑн ыранӗ пур. | Паян — Ыран |
| 3344 | Паянхи пашалу ыранхи хуплуран маларах. | Паян — Ыран |
| 3345 | Паянхи пӑри ыранхи ырашран хаклӑрах. | Паян — Ыран |
| 3346 | Паянхи пӗрре, ыранхи иккӗрен мала. | Паян — Ыран |
| 3347 | Паянхи сӑмах ырана юлсан та, паянхи ӗҫ ырана ан юлтӑр. | Паян — Ыран |
| 3348 | Паянхи ҫӑмарта ыранхи чӑхран маларах. | Паян — Ыран |
| 3349 | Паянхи ҫӑмӑл ырана ҫитсен йывӑрланать. | Паян — Ыран |
| 3350 | Паянхи ыран ыранхишӗн нӑйлатмасть. | Паян — Ыран |
| 3351 | Паянхине анчах мар, ӗмӗр тӑршшӗнче тем те пулӗ теҫҫӗ. | Паян — Ыран |
| 3352 | Паянхине паян пӗтер, ыранхине ыран ту. | Паян — Ыран |
| 3353 | Паянхипе кун пӗтмест, ыран тата кун килет. | Паян — Ыран |
| 3354 | Паянхишӗн ыран ҫывӑраймӑн. | Паян — Ыран |
| 3394 | Пӗлтерхи курӑк кӑҫалхи курӑка ӳсме чӑрмантарать. | Пӗлтӗр — Кӑҫал |
| 3396 | Пӗлтерхи юршӑн мӗншӗн кулянас? | Пӗлтӗр — Кӑҫал |
| 3391 | Пӗлтӗр вилнӗ путене кӑҫал тӑрса вӗҫес ҫук. | Пӗлтӗр — Кӑҫал |
| 3392 | Пӗлтӗр вилнӗ хурчӑка кӑҫал чӗпсем тытас ҫук. | Пӗлтӗр — Кӑҫал |
| 3393 | Пӗлтӗр ҫунӑ шурӑ юра кӑҫал ан шыра. | Пӗлтӗр — Кӑҫал |
| 3395 | Пӗлтӗрхи пӗлӗтӗн усси ҫук. | Пӗлтӗр — Кӑҫал |
| 3397 | Пӗлтӗрхи яланах кӑҫалхинчен аван пек. | Пӗлтӗр — Кӑҫал |
| 3398 | Пӗлтӗрхине пӗлетпӗр, пулассине пӗлме ҫук. | Пӗлтӗр — Кӑҫал |
| 2772 | Пӗр вӑкӑр ҫӑмартине ҫичӗ ҫул сыхланӑ тет. | Вӑхӑт — Талккӑш |
| 2773 | Пӗр вӑхӑт иртсен ярмӑркка пулмасть. | Вӑхӑт — Талккӑш |
| 2885 | Пӗр куна юлнӑ ӗҫ пин куна юлать. | Хуллен — Хӑвӑрт |
| 2908 | Пӗрмай хӗрлӗ ҫине пӑхсан куҫ йӑмӑхса каять. | Ялан — Хушӑран |
| 2775 | Пиҫнӗ ҫырла вӑрах лармасть: е татса каяҫҫӗ, е ҫӗрет. | Вӑхӑт — Талккӑш |
| 2774 | Пиҫнӗ-пиҫмен ҫырла тутлӑ мар. | Вӑхӑт — Талккӑш |
| 2776 | Пиҫсе ҫитнӗ панулми хӑех ӳкет. | Вӑхӑт — Талккӑш |
| 3514 | Пулас ача ӗҫӗнчен паллӑ. | Иртни — Пуласси |
| 3513 | Пулас ача пӗчӗккӗрен паллӑ. | Иртни — Пуласси |
| 1084 | Пулас выльӑхӑн пӑхӗнчен паллӑ. | Иртни — Пуласси |
| 3515 | Пулас инкек куҫ хупса иличчен пулать. | Иртни — Пуласси |
| 3516 | Пулас инкек пирки малтанах кулянса хумаҫҫӗ. | Иртни — Пуласси |
| 3517 | Пулас инкек пулатех. | Иртни — Пуласси |
| 3518 | Пулас инкек ҫавапа тет. | Иртни — Пуласси |
| 3519 | Пулас праҫникшӗн пӑтӑ пӗҫерсе хумаҫҫӗ. | Иртни — Пуласси |
| 3520 | Пулас ҫимӗҫ чечекӗнчен паллӑ. | Иртни — Пуласси |