| 3684 | Вилнӗ ҫын чунӗ ҫӗлен пулса ҫӳрет. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3685 | Вилнӗ ҫын чунӗ тӗлӗкре ӑс парать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3686 | Вилнӗ ҫынна вил парни. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3687 | Вилнӗ ҫынна калла илсе тавӑрӑнаймӑн. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3688 | Вилнӗ ҫынна тепӗр хут чӗртейместӗн. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3689 | Вилнӗ ҫынна усал та тӗкӗнмест. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3690 | Вилнӗ хура ӗне сӗчӗ тутлӑ теҫҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3691 | Вилнӗ хуртран пыл кӗтсе илеймӗн. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3692 | Вилни хыҫҫӑн вилмелле мар, кайни хыҫҫӑн каймалла мар. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3693 | Вилни хыҫҫӑн чӗрри каяймасть. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3694 | Вилнисенчен мар, чӗррисенчен хӑрамалла теҫҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3695 | Вилсен ик аршӑн ҫӗре ахалех параҫҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3696 | Вилсен мул юлать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3697 | Вилсен ним те кирлӗ мар. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3698 | Вилсен нимскер те парса ямаҫҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3699 | Вилсен те виҫ кунлӑх ӗҫ юлать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3700 | Вилсен те пӗр мар: арҫынна — юман юпа, хӗрарӑма — ҫӑка юпа. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3701 | Вилсен те пӗртанлӑх ҫук: пӗрисем — ҫӑтмаха, теприсем — тамӑка. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3702 | Вилсен те пӗччен выртмалла ан пултӑр, ҫӑва ҫинче те йышпа выртмалла пултӑр. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3703 | Вилсен тӗнче тикӗс. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3704 | Вилсен тӗнче юлать, вилмесен нуша юлать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3705 | Вилсен утмӑл ҫулхи карчӑкӑн та ултӑ кунлӑх ӗҫ юлнӑ тет. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3706 | Вилсен хуть ҫуна тупань туса ҫӳреччӗр теҫҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3707 | Вилтӑприне курӑк пусать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3966 | Виҫҫӗмӗш Тур пани теҫҫӗ. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 3708 | Ӗмӗр вӑрӑм, кун кӗске. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3709 | Ӗмӗр вӗҫленсен те ӗмӗт ан вӗҫлентӗр теҫҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3710 | Ӗмӗр ӗмӗрлесси ӗмкӗчӗ ӗмесси мар. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3711 | Ӗмӗр иккӗ килес ҫок. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3712 | Ӗмӗр иртет, кун юлать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3714 | Ӗмӗр иртни сисӗнмест. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3715 | Ӗмӗр ирттересси урам урлӑ каҫасси мар. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3725 | Ӗмӗр лаши кӑвак тет. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3726 | Ӗмӗр лаши ула тет. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3716 | Ӗмӗр пӗрле пурӑнас, уйрӑм вилес. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3717 | Ӗмӗр пӗрре, асапӗ нумай. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3720 | Ӗмӗр пурӑн, ӗмӗр вӗрен, пурпӗр ухмах вилетӗн теҫҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3719 | Ӗмӗр пурӑн, ӗмӗр вӗрен, ҫапах вӗренсе вӗҫне тухаймӑн. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3718 | Ӗмӗр пурӑн, ӗмӗр вӗрен. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3721 | Ӗмӗр пурӑнасси алӑк витӗр тухни мар. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3722 | Ӗмӗр пурӑнасси виҫ хӑма урлӑ каҫни мар. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3723 | Ӗмӗр пурӑнса ӗмӗрлӗхе уйрӑлар теҫҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3724 | Ӗмӗр пуррин ӗмӗчӗ те пур. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3727 | Ӗмӗр сакки сарлака. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3728 | Ӗмӗр тӑрӑшши вӗрен тӑрӑшши мар. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3730 | Ӗмӗр тӑршшӗ — пурнӑҫпа вилӗм хушши. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3731 | Ӗмӗр тӑршшӗ — чӗлӗм аври тӑршшӗ анчах вӑл. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3729 | Ӗмӗр тӑршшӗ ӗмӗлке тӑршшӗ кӑна мар. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3732 | Ӗмӗр тӑршшӗнче пӗр йывӑҫ та пулин лартса хӑвар теҫҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3733 | Ӗмӗр темле пурӑнсан та иртет. | Пурнӑҫ — Вилӗм |