| 3567 | Ирӗксӗр ҫитерсен пыл та тутлӑ мар. | Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх |
| 3568 | Ирӗксӗрлӗхрен инкек ҫуралать. | Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх |
| 3967 | Ирсӗр ӗҫӗн шӑпи тулать. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 3762 | Кампа шуралнӑ — унпа хуралма каланӑ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3763 | Кашни япалан хӑйӗн ӗмӗрӗ пур. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3968 | Кӑмӑла кора Тор парать. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 3764 | Кӗтмен вилӗм кӗтнӗ вилӗмрен ырӑрах. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3765 | Кивӗ ҫынтан ҫӗнӗ ҫын тума хӗн, вилнӗ ҫынна ҫӑва ҫинчен каялла тавӑрмаҫҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3569 | Ку тӗнчере пурне те ирӗк панӑ. | Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх |
| 3766 | Ку тӗнчере эпӗр хӑналӑх кӑна. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3768 | Куллен пурӑн — хуллен пурӑн. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3767 | Куллен-кун пурнас ӗмӗр чакса пырать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3769 | Куна каҫ пулсан мухта, ӗмӗре — ватӑлсан теҫҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3770 | Кунне кун ҫук, киревсӗре вилӗм ҫук теҫҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3771 | Кунта хурлӑх кураччен луччӗ вилес. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3570 | Курассине курасах пулать. | Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх |
| 3571 | Курассине курмасӑр хура ҫӗре кӗреймӗн. | Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх |
| 3572 | Курассине курса пӗтермесӗр вилсе выртаймӑн. | Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх |
| 3573 | Курассинчен иртме ҫук. | Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх |
| 3574 | Курассинчен Курмилле те иртеймен. | Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх |
| 3575 | Курма пулнӑ — курас пулать, тӳсме пулнӑ — тӳсес пулать. | Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх |
| 3576 | Курмӑш хушнине курасах пулать. | Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх |
| 3577 | Курнине тепӗр хут курма ҫук, курассинчен иртме ҫук. | Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх |
| 3772 | Кутӑн кайнӑ пурнӑҫа пуҫӑн туса хума ҫук. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3773 | Лайӑх ҫынсен ӗмӗрӗ яланах кӗске. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3774 | Лачакари каска ҫӗрнӗ, тип ҫӗрти ҫӗр ҫул пурӑннӑ теҫҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3578 | Мӗн кирлӗ, ҫавӑ хаклӑ теҫҫӗ. | Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх |
| 3579 | Мӗн пуласси пулӗ, мӗн килесси килӗ. | Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх |
| 3580 | Мӗн пулассинчен иртме ҫук. | Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх |
| 3582 | Мӗн пулать те мӗн килет — пурте Пӳлӗхҫӗрен килет. | Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх |
| 3581 | Мӗн пулать те мӗн килет. | Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх |
| 3583 | Мӗн пулнине куртӑмӑр, пулассине курӑпӑр. | Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх |
| 3584 | Мӗн пулсан пулать, ҫырнине тӳсес пулать. | Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх |
| 3775 | Мӗн пурӑнни, ҫӑкӑр ҫӑтни ҫеҫ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3776 | Мӗнле пурӑнмалла, вилсен мӗн ҫимелле? | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3777 | Начар кӑна пурнӑҫ та вилӗмрен ӑванрах. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3780 | Никам та икӗ ӗмер тытаймасть. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3778 | Нумай пурӑнатӑн — нумай куратӑн. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3779 | Нумай ҫывӑрман ҫын нумай пурнать тет. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3781 | Паян пур та ыран ҫук, пире ним те кирлӗ мар. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3782 | Паян ура ҫинче, ыран шӑтӑкра теҫҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3783 | Пӗлмесен пурӑнма ҫӑмӑл. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3784 | Пӗлсе пурӑнас пулать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3786 | Пӗр вӗренсен тамӑкра та ҫӑтмах. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3785 | Пӗр ӗмӗр кунта та, ҫӗр ӗмӗр лере. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3787 | Пӗр пек пурӑннине нимӗн те ҫитмест. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3790 | Пӗр пурнӑҫӑн пӗр вилӗм. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3791 | Пӗр ҫуралнине виличчен пурнасах пулать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3792 | Пӗр такӑна пуҫласан пурнӑҫ ӑнмасть. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3793 | Пӗр хӑрнӑ пурнӑҫа юсама хӗн теҫҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |