| 3788 | Пӗр-пӗрин хулпуҫҫи ӑшшине туйса пурӑнас пулать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3789 | Пӗр-пӗрне ӑнланмасан пӗр сӗтел хушшине ларма та каламан. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3795 | Пӗрле пуҫ шуратнӑ ҫынпа ӗмӗр ӗмӗрлеме каланӑ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3794 | Пӗрре выртса вилессишӗн ӗмӗр пурӑнмалла теҫҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3796 | Пӗрре ҫуралнине пӗрре вилесех пулать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3797 | Пӗчӗк кӗске ӗмӗрте кӗске ҫеҫ те ятӑм юлтӑрччӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3798 | Пӗчӗк ҫуралатӑн, пысӑк пулатӑн, айван вилетӗн. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3969 | Пикенсе ӗҫлесен пике хӗрӗ. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 3970 | Пикенсе ӗҫлесен пилӗке ҫӑмӑл. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 3971 | Пикенсе пӑхнӑран питлемӗҫ, ыйтса пӑхнӑран ылханмӗҫ. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 3972 | Пикенсе туман ӗҫ пилӗке хуҫать. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 3973 | Пикенсе угакан Пикенеше ҫитнӗ. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 3974 | Пикенсе утсан Питӗр те инҫе мар. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 3975 | Пикенсен пӗкӗ авӑнать. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 3799 | Пирӗн чӳречерен те хӗвел кӗрӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3979 | Пулӗх ирӗкне пӳлеймӗн. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 3800 | Пурӑнан ӗмӗрте сыснана та йысна тесе калан. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3802 | Пурӑнан пурнӑҫ пӑрӑнӑҫсӑр пулмасть. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3803 | Пурӑнан пурнӑҫ пуртӑ аври тӑршшӗ мар. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3804 | Пурӑнана пурте кирлӗ, вилсен ҫӗр кирлӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3806 | Пурӑнатпӑр та витӗр курӑнатпӑр тенӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3805 | Пурӑнсан-пурӑнсан кирек кам та чулланать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3807 | Пурнакан ҫын ҫӑкӑрпа ҫех ҫырлахмасть. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3808 | Пурнан ӗмӗрте кирлӗ мар катӑк пуртӑ та кирлӗ пулнӑ тет. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3809 | Пурнан ӗмӗрте пурте пулать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3811 | Пурнан ӗмӗрте Ҫӗпӗре те ҫитсе курӑн. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3810 | Пурнан ӗмӗрте тем те курӑн, тем те илтӗн. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3812 | Пурнан пурӑнӑҫ пӑрӑнӑҫсӑр пулмасть. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3813 | Пурнан пурнӑҫра ӑсанран та ӑс ыйтӑн. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3814 | Пурнан пурнӑҫра илтмен сӑмаха та илтӗн. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3815 | Пурнан пурнӑҫра пус хӑвӑлне те пуҫҫапӑн. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3817 | Пурнан пурнӑҫра тем те пулать: чухӑн та пурлӑх пухать, пуян та хутаҫ ҫакать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3816 | Пурнан пурнӑҫра тем те пулать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3819 | Пурнан ҫынна пурте кирлӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3818 | Пурнас ӗмӗр вӑрӑм пултӑр, вилес кун канлӗ пултӑр. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3820 | Пурнас кун пӗтмесӗр вилме выртсан та вилме ҫук. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3821 | Пурнас кун пулсан чул хушшинче те чун тухмасть. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3822 | Пурнас куна чир вӑрлать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3823 | Пурнас ҫыннӑн путекӗ те сурӑх пӑрулать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3824 | Пурнасси пӗрле, вилесси уйрӑм. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3836 | Пурнӑҫ — кӗленче. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3844 | Пурнӑҫ — пуҫсӑр, укҫа — куҫсӑр. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3825 | Пурнӑҫ аври алтӑр аври мар. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3826 | Пурнӑҫ амалӑхран амаланать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3827 | Пурнӑҫ вӑл кашнин тӗрлӗ килет. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3828 | Пурнӑҫ вӑл пӗрре кутне кӑтартать, тепре — пуҫне. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3829 | Пурнӑҫ вӑл тӑхӑр хутчен кутне кӑтартать те пӗр хутчен ҫех питне кӑтартать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3830 | Пурнӑҫ вӑл тепӗр чухне кӗл ҫиппи пекех ҫыхланчӑк. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3831 | Пурнӑҫ вӑл янтӑпа пулмасть. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3832 | Пурнӑҫ вилӗмрен вӑйлӑрах. | Пурнӑҫ — Вилӗм |