3833 | Пурнӑҫ епле, вилӗм те ҫапла. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3834 | Пурнӑҫ йӗрне ан ҫухат теҫҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3835 | Пурнӑҫ каялла каймасть, малалла пырать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3837 | Пурнӑҫ кукри — вуник кукӑр. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3838 | Пурнӑҫ малалла та, ӗмӗр каялла. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3839 | Пурнӑҫ мар, отне савӑнӑҫ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3840 | Пурнӑҫ мӗнле — юрӑ-сӑвӑ ҫапла пулать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3841 | Пурнӑҫ пӗр вырӑнта тӑмасть. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3842 | Пурнӑҫ пурӑнма ҫӗр те пӗр тӑрлӗ ӑс кирлӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3843 | Пурнӑҫ пурнасси хӑнана кайса килесси мар. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3845 | Пурнӑҫ ҫӗрпе пӗлӗт хушшинче. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3846 | Пурнӑҫ ҫинчен шутласан пуҫа шухӑш ҫавӑрать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3847 | Пурнӑҫ ҫиппи пӗр татӑлсан сӳтӗлет те сӳтӗлет. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3848 | Пурнӑҫ ҫиппи пит ҫинҫе. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3849 | Пурнӑҫ ҫиппи ҫӳҫ пӗрчинчен те ҫинҫерех. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3850 | Пурнӑҫ ҫулӗ тумхахлӑ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3851 | Пурнӑҫ ҫулӗ юплӗ: хӑш юпӑпе каймаллине пӗлмелле мар. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3852 | Пурнӑҫ та пӗрре, вилӗм те иккӗ мар. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3853 | Пурнӑҫ тӑвас тесен пӗр ҫӑвара сурмалла. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3854 | Пурнӑҫ тӑвас тесен ҫурӑм тарличчен ӗҫлес пулать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3855 | Пурнӑҫ тӑвасси хӗрарӑмран килет. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3856 | Пурнӑҫ тупсӑмне тупма пит йывӑр. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3857 | Пурнӑҫ Турӑ аллинче. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3858 | Пурнӑҫ тытасси кайӑк тытасси мар. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3859 | Пурнӑҫ урапи пӗр йӗрпе чупмасть. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3860 | Пурнӑҫ урапи саккӑрлӑ та ҫаптарать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3861 | Пурнӑҫ хӑех вӗрентет теҫҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3862 | Пурнӑҫ хӑйӗнне илетех. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3863 | Пурнӑҫ хитре теҫҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3864 | Пурнӑҫ хуҫинчен килет. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3865 | Пурнӑҫ хытти — ҫӑкӑр ҫемҫи. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3866 | Пурнӑҫ шӳт мар. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3867 | Пурнӑҫ ырлӑхне хамӑр тумалла. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3868 | Пурнӑҫа мӑйракинчен тытас пулать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3869 | Пурнӑҫа пӗлмелле мар: паян пур та ыран ҫук. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3870 | Пурнӑҫа пӗлсе пурӑнас пулать, пӗлсе пурӑнакан пӗлӗтре пулнӑ тет. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3871 | Пурнӑҫа пурӑнма панӑ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3872 | Пурнӑҫа пурӑнса ирттересси хир урлӑ каҫасси мар. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3873 | Пурнӑҫа темиҫе ҫын тытмасть, пӗр ҫын тытать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3874 | Пурнӑҫӑн йӗрки ҫапла: ху хырӑмна ху сапла. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3875 | Пурнӑҫӑн пӑрӑнӑҫӗ пур, йӗмӗн ҫӑрхи пур. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3876 | Пурнӑҫӑн пуҫламӑшӗ те, вӗҫӗ те ҫук. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3877 | Пурнӑҫӑн тӗрри пур: пурӑнма пӗлес пулать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3878 | Пурнӑҫӑн хакне пӗлес пулать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3879 | Пурнӑҫӑн хакне пӗлсе пурӑнмалла. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3880 | Пурнӑҫӑн хӳри пӑрӑнӑҫ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3881 | Пурнӑҫӑн хытти пысӑк. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3882 | Пурнӑҫӑн чикки ҫук, | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3883 | Пурнӑҫне кура пӑрнӑҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3884 | Пурнӑҫра кӗве ан пул, кӗрӗк ҫӑмне ан ҫӑл. | Пурнӑҫ — Вилӗм |