6702 | Чӑтакана чӑтӑмлӑхне патӑр теҫҫӗ. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6703 | Чӑтӑмлӑхра ылтӑн чӑнкӑртатать теҫҫӗ. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6704 | Чӑтӑсӑн чӑт, чӑтмасан шыва пут. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6705 | Чӑтма пулнӑ — чӑтас пулать. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6706 | Чӑтсан-чӑтсан чул та ҫурӑлать. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6739 | Этем алӑ йывӑҫ лартса ҫитӗнтерсен хӑй ӗмӗрӗнче вутӑран аптӑрамасть. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6740 | Этем епли ачи-пӑчи ҫинче палӑрать. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6741 | Этем йывӑра тӳсет, мӑнтӑра тӳсеймест. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6742 | Этем кӑлтӑксӑр мар. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6743 | Этем лайӑххи калаҫнинчен курӑнать. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6744 | Этем нумай та, ҫын сахал. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6746 | Этем пӗр ҫӑкӑрпа анчах пурӑнмасть. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6747 | Этем пурне те чӑтать. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6748 | Этем сахӑр мар, йӗпеннипех ирӗлмест. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6749 | Этем ҫӗре ҫиет, ҫӗр этеме ҫиет. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6750 | Этем ҫӳлелле пӑхать, пакша ҫӗрелле пӑхать. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6751 | Этем тени ан асӑхтӑр вӑл. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6752 | Этем тени ӗҫӗпе паха. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6753 | Этем тени ҫын хыҫҫӑн ан кайтӑр. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6754 | Этем ывӑл-хӗрӗ йӑкӑл-якӑл хыҫҫӑн ан кайтӑр. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6755 | Этем ывл-хӗрӗ ытла мӑнӑланса ан пурӑнтӑр. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6756 | Этеме виҫӗ туй тумасӑр ӑс кӗмест. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6757 | Этеме йӑлтах ҫука кӑларса ан пӑрах. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6764 | Этеме ним те ҫитмест. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6758 | Этеме ӳкнӗ чухне тапта. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6759 | Этеме этем мӗн каламӗ, ӑна Турӑ пӗлсен анчах теҫҫӗ. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6761 | Этемӗн кахаллӑхӗ хӑйӗнчен малтан ҫуралать теҫҫӗ. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6762 | Этемӗн пырӗ тутӑ та, куҫӗсем выҫӑ. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6763 | Этемӗн ҫичӗ хут тир тет. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6760 | Этемӗн этемлӗхӗ, хӗвелӗн хӗвеллӗхӗ теҫҫӗ. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6765 | Этемрен усал элекҫӗ пур. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6766 | Этемрен хӑҫан ыррине илтӗн теҫҫӗ. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6767 | Юнтараканне пӗрре те лекмен. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6769 | Юнтармӑша — тултармӑш теҫҫӗ. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6768 | Юнтармӑша йӗплӗ сӑмах. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6770 | Янавар йытти ял касать. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6771 | Янавар укҫи турпас мар, туртмассерен ҫу тухмасть. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6772 | Янавара ан ҫап, вӑл чӗлхесӗр япала. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6773 | Янаварӑн чӗлхи ҫук, ятласан та тӳсет. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6774 | Янаварсӑр ял та ҫук. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6775 | Янаваршӑн янти лайӑх. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6776 | Япалана хӗрхенсен хӗрлӗ йыт ҫиет. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6777 | Япшар чӗлхе ял касать. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6778 | Япшар чӗлхепе ял та тытӑн, хула та тытӑн. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6779 | Япшарӑн алли шап-шур. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6780 | Япшарӑн кучӗ шап-шар. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6781 | Ясар ӗҫе такам та пӗлет. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6782 | Ясар курӑк астарать, яш чӗрене кастарать. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6783 | Ясар ҫын сик чӗлхеллӗ. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
6784 | Ясар ҫынна ял савать теҫҫӗ. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |