| 6841 | Ҫын валли шӑтӑк ан кӗт, кӗтнӗ шӑтӑка ху кайӑн. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 6842 | Ҫын вӑрттӑнлӑхне упрама хушнӑ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 6843 | Ҫын вӗлерен — юн юлӗ, вӑрра кайӑн — йӗр юлӗ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 6844 | Ҫын ӗҫӗпе нумай пурнаймастӑн. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 6845 | Ҫын ӗҫленӗ чух ҫӑвар карса тамаҫҫӗ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 6846 | Ҫын инкекӗ кулакана ҫулӑхать. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 6847 | Ҫын инкекӗ ҫил пек, хӑвна лексен тӑвӑл пек. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 6848 | Ҫын инкекӗшӗн савӑнма хушмаҫҫӗ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 6849 | Ҫын йытти ҫыртиччен кил йытти ҫырттӑр. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 6850 | Ҫын какай ҫиет тесе пӳрне касса ҫиме ҫук теҫҫӗ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 6851 | Ҫын каланине итле, хӑв пӗлнипе ӗҫле. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 6852 | Ҫын каланине пурне те хӑлхана чиксен мӑшӑр хӑлха шӑтса юхӗ тенӗ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 6853 | Ҫын капанне сенӗкне ан кӑтарт. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 6854 | Ҫын кӑлтӑкне тупасси йывӑр мар теҫҫӗ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 6855 | Ҫын кӑмӑле калаҫу урлӑ палӑрать теҫҫӗ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 6856 | Ҫын кӑмӑлӗ кӗленче пек черченкӗ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 6857 | Ҫын кӑмӑлӗ ҫӗр тӗрлӗ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 6858 | Ҫын кӑмӑлӗ ҫула тухсан палӑрать. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 6859 | Ҫын кӑмӑлӗ тулӗ, хӑвӑн кӑмӑлу юлӗ тенӗ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 6860 | Ҫын кӑмӑлне курма хӑтланса хӑйӗн кӑмӑлне курмаҫҫӗ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 6861 | Ҫын кӑмӑлне пӗлсе пӗтереймӗн. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 6865 | Ҫын кӑмӑлне сӑвӑрсан куҫа ҫӳпӗ кӗрет. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 6862 | Ҫын кӑмӑлне хӑвариччен хӑвӑн кӑмӑлу юлтӑр. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 6863 | Ҫын кӑмӑлне ытарайманӑн хӑй кӑмӑлне йывӑр килнӗ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 6864 | Ҫын кӑмӑлне ытарайманни хӑй выҫӑ юлнӑ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 6866 | Ҫын кӗвеҫнипе кӗпене кӗве ҫимест. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 6867 | Ҫын кӗрӗкӗ кирӗклӗ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 6868 | Ҫын кӗсйинчи укҫана шутлама хушман. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 6869 | Ҫын килсен ҫынна ҫӑкӑр лартмасӑр яни аван мар. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 6870 | Ҫын кулачне ҫийиччен хӑвӑн ҫӑкӑрнах кӑшла теҫҫӗ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 6871 | Ҫын кулли ан пул. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 6872 | Ҫын курмасан ҫылӑх ҫук. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 6873 | Ҫын курпунӗ ҫынна йывӑр мар. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 6874 | Ҫын курсан ҫырлахмасть теҫҫӗ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 6875 | Ҫын кусси кусса карта хушшине хӗсӗнсе юлӑн. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 6876 | Ҫын куҫӗнчен ан ӳк. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 6878 | Ҫын куҫне юлма Турӑ ан хуштӑр. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 6880 | Ҫын куҫҫулӗпе пуйма ҫӑмӑл. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 6881 | Ҫын кучӗпе ан сыс. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 6882 | Ҫын кӳллине вӑлта ямаҫҫӗ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 6883 | Ҫын мӑшкӑлӗ ан пул, ҫынна мӑшкӑл ан ту. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 6884 | Ҫын мӑшкӑлӗ пулас мар теҫҫӗ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 6885 | Ҫын мӗн каласан та ху пӗлнӗ пек ту. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 6886 | Ҫын мӗн тӑвать — ҫавна ту. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 6887 | Ҫын мулӗ кӗмесӗр ҫын пуймасть. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 6888 | Ҫын мулне ан пух; ывҫӑпа пухсан — ывҫӑпа салатӑн, аркӑпа пухсан — аркӑпа салатӑн. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 6889 | Ҫын мулне ан хапсӑн, хӑна Турӑ панине сыхла теҫҫӗ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 6890 | Ҫын мулне ан хапсӑн, ху ӗҫлесе туп. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 6891 | Ҫын нумай та, этем сахал. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 6892 | Ҫын нушине ҫын пӗлмест. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |