Хӑвӑн — Ҫыннӑн

 

6893Ҫын панче кӑвакал ҫисен хурӑвӑн ҫунатӗнчен тытсах хур.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6899Ҫын патӗнче — ҫын хушнӑ пек, ху патӑнта — ху пӗлнӗ пек теҫҫӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6895Ҫын патӗнче пӗрмаях апат ҫисен тутана кӗсен тухать.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6896Ҫын патӗнче ҫини ҫавӑнтах юлать.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6897Ҫын патӗнче ҫӳрме ҫисен килте хуплу хатӗрле.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6898Ҫын патӗнче ҫын пек пул, ху патӑнта хуҫа пул.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6900Ҫын патӗнче ҫын юррине юрла, ху патӗнче кил юррине юрла.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6901Ҫын пӑрҫи ҫынра тӑмасть.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6894Ҫын пӑтӗнче апат ҫисен качака кулать.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6902Ҫын пӑттинчен килти шӳрпе тутлӑрах.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6903Ҫын пек пулсан ҫын ятламасть.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6904Ҫын пурлӑхне ан хапсӑн, ют вилене ан асӑн.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6905Ҫын пуссине алтиччен хӑвӑн пусна алт.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6906Ҫын пуссине ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6907Ҫын пуссине тарӑн ан алт.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6908Ҫын пуҫӗнчи ҫавра ҫил ҫынна палӑрмасть.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6909Ҫын пуҫӗнчи шӑтӑка саплаймӑн.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6910Ҫын пуҫне ҫиес текен хӑй пуҫне ҫинӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6911Ҫын путекне вилӗм ан сун, хӑвӑн сурӑху ӳксе вилӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6913Ҫын пуянӗпе ан мухтан, хӑвӑньпе мухтан.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6912Ҫын пӳртӗнче урай шӑлма хушман.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6914Ҫын саккӑрне ан тирке, хун тӑххӑрна пӗл.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6915Ҫын сехметсӗр пурӑнмасть.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6916Ҫын сикки ан сик теҫҫӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6917Ҫын сиккине сиксен уруна хуҫӑн теҫҫӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6918Ҫын сурӑхне шутличчен хӑвӑн качакуна шута ил.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6922Ҫын ҫӑкӑр чӗлли ҫӑвара ҫурать.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6919Ҫын ҫӑкӑрӗ ҫӑвар тутине пӗтерет.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6920Ҫын ҫӑкӑрӗн сӑмсине ҫиме ҫӑварна ан кар.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6921Ҫын ҫӑкӑрне кирлӗ таран касса ҫиеймӗн.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6923Ҫын ҫӗтӗкне ан сапла тенӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6924Ҫын ҫилленет, этем эрленет.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6925Ҫын ҫилли ҫапӑнсан тепӗр талӑксӑр каймасть.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6926Ҫын ҫилли ҫилӗм мар, хыҫа ҫыпӑҫмасть.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6927Ҫын ҫине анаслани ҫын тӑрӑх каять теҫҫӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6928Ҫын ҫине сӑвӑс ларсан ҫын час вилмест теҫҫӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6929Ҫын ҫине ыткӑнса ҫӳрекен ҫын кахал пулать.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6930Ҫын ҫинче епле, килӗнче те ҫапла.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6931Ҫын ҫинче ҫын пек пул.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6932Ҫын ҫинчи — йывӑҫ ҫинчи.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6933Ҫын ҫинчи пурнӑҫ — йӗп ҫинчи пурнӑҫ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6934Ҫын ҫисе ҫын пӗтес ҫук, пӗтсен пӗтӗ хӗрлӗ сӑн.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6935Ҫын ҫукран Ҫинахви те ҫын.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6936Ҫын ҫурӑмӗ ҫинчи ҫӗклем ҫӑмӑл.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6937Ҫын ҫурӑмӗ хыҫӗнче ҫылӑх ҫук.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6938Ҫын ҫӳрекен ҫул ҫине курӑк пусас ҫук.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6939Ҫын ҫынна мар, хӗвел те кашни ҫыннах юрайман.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6940Ҫын тени ҫын пек пултӑр теҫҫӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6941Ҫын тилӗ пек килет, упа пек тухса каять.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6942Ҫын туйӗнче пуп та сикнӗ тет.Хӑвӑн — Ҫыннӑн