Хӑвӑн — Ҫыннӑн

 

6943Ҫын тупри — сехре хӑппи.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6944Ҫын тырри-пуллине ан ӑмсан.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6945Ҫын укҫине чӑхсем те сӑхмаҫҫӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6946Ҫын умӗнче кашкӑр тирӗпе ан витен.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6947Ҫын умӗнче ҫур ҫӑварпа калаҫма хушнӑ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6948Ҫын умӗнче ҫын пул, ҫынран кайран майра пул.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6949Ҫын умӗнче чӗрӗ пул, ҫын хыҫӗнче тӗрӗс пул.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6950Ҫын умне тарӑн ан алт.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6951Ҫын урапи ҫине ан тиен.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6952Ҫын ухмахне ертиччен кил ухмахне ерт.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6953Ҫын хаярӗ пурӑнса пӑхмасӑр паллӑ мар теҫҫӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6954Ҫын хӑй пуҫне хӑй ҫухатать.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6955Ҫын хӑйӗнчен иртеймест теҫҫӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6956Ҫын хӗрне тупса париччен хӑвӑнне пар.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6957Ҫын хуйхи ҫил ҫинче.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6958Ҫын хуйхи ҫилпе иртет.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6959Ҫын хуйхи ҫын ҫӳҫне шуратас ҫук.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6961Ҫын хыҫӗнчен шӑтӑка та кайса вилӗн.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6962Ҫын хыҫне ан тӑр тенӗ ӗлӗкхи ҫынсем.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6964Ҫын хыҫҫӑн ан кай, ҫын шыва та сикӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6963Ҫын хыҫҫӑн ан кай.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6965Ҫын хыҫҫӑн ан сик, хӑвӑн сикӗпе сик.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6966Ҫын хыҫҫӑн кайса шыва сикӗн.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6967Ҫын хыҫҫӑн каякан вута сикнӗ, юмӑҫ хыҫҫӑн каякан шыва путнӑ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6968Ҫын хыҫҫӑн каякан ҫука юлнӑ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6969Ҫын хыҫҫӑн каякан ҫӳҫ пӗрчинчен ҫакӑнса вилнӗ тет.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6970Ҫын хыҫҫӑн ҫӑла ан сик.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6960Ҫын хыҫҫӑн ҫӳресен карта хушшине хӗсӗнет тет.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6971Ҫын шӑтӑкне авӑтиччен хӑвӑнне авӑт.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6972Ҫын шӑтӑкне тарӑн ан алт, хӑвӑнне алт.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6973Ҫын шухӑшӗ ҫамки ҫине ҫырӑнман.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6974Ҫын шухӑшне витӗр курма ҫук.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6975Ҫын шухӑшне пӗлмесӗр ан хӑра.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6976Ҫын шучӗ пулса ҫех ан пурӑн теҫҫӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6977Ҫын ырӑ тӑвассине ан кӗт, ху ырӑ тума тӑрӑш.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6978Ҫын элекӗ ҫын вӗлернӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6980Ҫын ял хавалӗпе пурӑнать тет.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6981Ҫын янти чипер пурӑнмасан алӑран тухса ӳкет теҫҫӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6982Ҫын япали йыт пӑхӗнчен шӑршлӑ теҫҫӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6983Ҫын япали сӑмахлӑ теҫҫӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6984Ҫын япали сиппе пымасть теҫҫӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6985Ҫын япали ҫумӗнче ҫылӑх теҫҫӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6986Ҫын япали ҫынра час пӑсӑлать.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6987Ҫын япали тем чул аван пулсан та хӑвӑнне ҫитес ҫук.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6988Ҫын япалине ан ӑмсан.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
4346Ҫын япалине ан хапсӑн.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6990Ҫын япалине ӗмӗтленекен хӑйӗнне ҫухатать теҫҫӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6989Ҫын япалине иличчен хӑвӑн ҫухални аванрах.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6991Ҫын япалипе пӗрмаях пуяймӑн.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6992Ҫын яшкине юрма ан юр.Хӑвӑн — Ҫыннӑн