6943 | Ҫын тупри — сехре хӑппи. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6944 | Ҫын тырри-пуллине ан ӑмсан. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6945 | Ҫын укҫине чӑхсем те сӑхмаҫҫӗ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6946 | Ҫын умӗнче кашкӑр тирӗпе ан витен. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6947 | Ҫын умӗнче ҫур ҫӑварпа калаҫма хушнӑ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6948 | Ҫын умӗнче ҫын пул, ҫынран кайран майра пул. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6949 | Ҫын умӗнче чӗрӗ пул, ҫын хыҫӗнче тӗрӗс пул. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6950 | Ҫын умне тарӑн ан алт. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6951 | Ҫын урапи ҫине ан тиен. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6952 | Ҫын ухмахне ертиччен кил ухмахне ерт. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6953 | Ҫын хаярӗ пурӑнса пӑхмасӑр паллӑ мар теҫҫӗ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6954 | Ҫын хӑй пуҫне хӑй ҫухатать. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6955 | Ҫын хӑйӗнчен иртеймест теҫҫӗ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6956 | Ҫын хӗрне тупса париччен хӑвӑнне пар. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6957 | Ҫын хуйхи ҫил ҫинче. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6958 | Ҫын хуйхи ҫилпе иртет. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6959 | Ҫын хуйхи ҫын ҫӳҫне шуратас ҫук. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6961 | Ҫын хыҫӗнчен шӑтӑка та кайса вилӗн. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6962 | Ҫын хыҫне ан тӑр тенӗ ӗлӗкхи ҫынсем. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6964 | Ҫын хыҫҫӑн ан кай, ҫын шыва та сикӗ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6963 | Ҫын хыҫҫӑн ан кай. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6965 | Ҫын хыҫҫӑн ан сик, хӑвӑн сикӗпе сик. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6966 | Ҫын хыҫҫӑн кайса шыва сикӗн. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6967 | Ҫын хыҫҫӑн каякан вута сикнӗ, юмӑҫ хыҫҫӑн каякан шыва путнӑ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6968 | Ҫын хыҫҫӑн каякан ҫука юлнӑ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6969 | Ҫын хыҫҫӑн каякан ҫӳҫ пӗрчинчен ҫакӑнса вилнӗ тет. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6970 | Ҫын хыҫҫӑн ҫӑла ан сик. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6960 | Ҫын хыҫҫӑн ҫӳресен карта хушшине хӗсӗнет тет. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6971 | Ҫын шӑтӑкне авӑтиччен хӑвӑнне авӑт. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6972 | Ҫын шӑтӑкне тарӑн ан алт, хӑвӑнне алт. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6973 | Ҫын шухӑшӗ ҫамки ҫине ҫырӑнман. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6974 | Ҫын шухӑшне витӗр курма ҫук. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6975 | Ҫын шухӑшне пӗлмесӗр ан хӑра. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6976 | Ҫын шучӗ пулса ҫех ан пурӑн теҫҫӗ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6977 | Ҫын ырӑ тӑвассине ан кӗт, ху ырӑ тума тӑрӑш. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6978 | Ҫын элекӗ ҫын вӗлернӗ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6980 | Ҫын ял хавалӗпе пурӑнать тет. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6981 | Ҫын янти чипер пурӑнмасан алӑран тухса ӳкет теҫҫӗ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6982 | Ҫын япали йыт пӑхӗнчен шӑршлӑ теҫҫӗ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6983 | Ҫын япали сӑмахлӑ теҫҫӗ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6984 | Ҫын япали сиппе пымасть теҫҫӗ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6985 | Ҫын япали ҫумӗнче ҫылӑх теҫҫӗ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6986 | Ҫын япали ҫынра час пӑсӑлать. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6987 | Ҫын япали тем чул аван пулсан та хӑвӑнне ҫитес ҫук. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6988 | Ҫын япалине ан ӑмсан. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
4346 | Ҫын япалине ан хапсӑн. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6990 | Ҫын япалине ӗмӗтленекен хӑйӗнне ҫухатать теҫҫӗ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6989 | Ҫын япалине иличчен хӑвӑн ҫухални аванрах. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6991 | Ҫын япалипе пӗрмаях пуяймӑн. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6992 | Ҫын яшкине юрма ан юр. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |