Ку тӗнче — леш тӗнче

 

149Тӗнчере тӗрӗссине тупса ҫитереймӗн.Ку тӗнче — леш тӗнче
150Тӗнчере тӗрлӗ кӗнчеле.Ку тӗнче — леш тӗнче
153Тӗнчере ухмахран ухмах та пур, ӑслӑран ӑслӑ та пур.Ку тӗнче — леш тӗнче
154Тӗнчере халӑх йышлӑ, пӗр ҫын вилни палӑрмасть.Ку тӗнче — леш тӗнче
155Тӗнчере хӗрарӑм, качака тата шуйттан пӗртӑван тет.Ку тӗнче — леш тӗнче
156Тӗнчере чи йӳҫҫи — ҫын сӑмаххи.Ку тӗнче — леш тӗнче
157Тӗнчере чи хаклӑ ылтӑн — чӗрӗ ҫын.Ку тӗнче — леш тӗнче
158Тӗнчере чи хакли — туслӑх.Ку тӗнче — леш тӗнче
159Тӗнчере ырӑ ҫынсем нумайрах.Ку тӗнче — леш тӗнче
160Тӗнчере этем нумай, ҫын сахал.Ку тӗнче — леш тӗнче
161Тӗнчере этемрен тискер чӗрчун та ҫук.Ку тӗнче — леш тӗнче
162Тӗнчере ялан ҫапла: пӗри ыр курать, тепри хур курать.Ку тӗнче — леш тӗнче
163Тӗнчери ҫынсен сӑн та тӗрлӗ, чун та тӗрлӗ.Ку тӗнче — леш тӗнче
164Тӗнчери халӑх мӗн юратнине Итали хулине каялла вуласа пӗл.Ку тӗнче — леш тӗнче
165Тӗнчери халӑхсем пурте пӗр.Ку тӗнче — леш тӗнче
166Тӗнчешӗн тӗнел туса ҫитереймӗн.Ку тӗнче — леш тӗнче
167Усалпа ухмахсӑр тӗнче тӑмасть.Ку тӗнче — леш тӗнче
168Чи тутли: ырса килсен — ыйӑх, ҫӑвар типсен — шыв.Ку тӗнче — леш тӗнче
169Шыв сиксе юхать, тӗнче сиксе шӑвать.Ку тӗнче — леш тӗнче
170Ыйхӑ тутлӑ тӗнчере, унтан тутли ним те ҫук.Ку тӗнче — леш тӗнче
171Ылтӑн аслӑ тӗнчере, унтан асли ним те ҫук.Ку тӗнче — леш тӗнче