| 149 | Тӗнчере тӗрӗссине тупса ҫитереймӗн. | Ку тӗнче — леш тӗнче |
| 150 | Тӗнчере тӗрлӗ кӗнчеле. | Ку тӗнче — леш тӗнче |
| 153 | Тӗнчере ухмахран ухмах та пур, ӑслӑран ӑслӑ та пур. | Ку тӗнче — леш тӗнче |
| 154 | Тӗнчере халӑх йышлӑ, пӗр ҫын вилни палӑрмасть. | Ку тӗнче — леш тӗнче |
| 155 | Тӗнчере хӗрарӑм, качака тата шуйттан пӗртӑван тет. | Ку тӗнче — леш тӗнче |
| 156 | Тӗнчере чи йӳҫҫи — ҫын сӑмаххи. | Ку тӗнче — леш тӗнче |
| 157 | Тӗнчере чи хаклӑ ылтӑн — чӗрӗ ҫын. | Ку тӗнче — леш тӗнче |
| 158 | Тӗнчере чи хакли — туслӑх. | Ку тӗнче — леш тӗнче |
| 159 | Тӗнчере ырӑ ҫынсем нумайрах. | Ку тӗнче — леш тӗнче |
| 160 | Тӗнчере этем нумай, ҫын сахал. | Ку тӗнче — леш тӗнче |
| 161 | Тӗнчере этемрен тискер чӗрчун та ҫук. | Ку тӗнче — леш тӗнче |
| 162 | Тӗнчере ялан ҫапла: пӗри ыр курать, тепри хур курать. | Ку тӗнче — леш тӗнче |
| 163 | Тӗнчери ҫынсен сӑн та тӗрлӗ, чун та тӗрлӗ. | Ку тӗнче — леш тӗнче |
| 164 | Тӗнчери халӑх мӗн юратнине Итали хулине каялла вуласа пӗл. | Ку тӗнче — леш тӗнче |
| 165 | Тӗнчери халӑхсем пурте пӗр. | Ку тӗнче — леш тӗнче |
| 166 | Тӗнчешӗн тӗнел туса ҫитереймӗн. | Ку тӗнче — леш тӗнче |
| 167 | Усалпа ухмахсӑр тӗнче тӑмасть. | Ку тӗнче — леш тӗнче |
| 168 | Чи тутли: ырса килсен — ыйӑх, ҫӑвар типсен — шыв. | Ку тӗнче — леш тӗнче |
| 169 | Шыв сиксе юхать, тӗнче сиксе шӑвать. | Ку тӗнче — леш тӗнче |
| 170 | Ыйхӑ тутлӑ тӗнчере, унтан тутли ним те ҫук. | Ку тӗнче — леш тӗнче |
| 171 | Ылтӑн аслӑ тӗнчере, унтан асли ним те ҫук. | Ку тӗнче — леш тӗнче |