| 607 | Юр ҫинче юмах калаҫҫӗ, ҫумӑр ҫунипе тырӑ акаҫҫӗ. | Юр — Ҫумӑр |
| 608 | Юр ҫинче юрла, курӑк ҫинче тарла. | Юр — Ҫумӑр |
| 609 | Юр ҫинчи йӗр юр ирӗличчен. | Юр — Ҫумӑр |
| 610 | Юр ҫумӑра: «Суккӑр», — тесе мӑшкӑллать тет. | Юр — Ҫумӑр |
| 611 | Юр ҫунӑ чух ӑшӑтать, юр кайнӑ чух сивӗтет. | Юр — Ҫумӑр |
| 612 | Юр ҫусан кутсене хӗсет. | Юр — Ҫумӑр |
| 613 | Юр ҫусан юрлӑ ҫынна хӗн килет. | Юр — Ҫумӑр |
| 614 | Юр ӳксен мулкач та шурӑ, юр кайсан — сӑрӑ. | Юр — Ҫумӑр |
| 615 | Юр шуратать, шыв тасатать. | Юр — Ҫумӑр |
| 616 | Юр шурӑ та, ҫиме юрамасть. | Юр — Ҫумӑр |
| 617 | Юр шурӑ та, чуна сивӗ. | Юр — Ҫумӑр |
| 618 | Юр шурӑ та, юрма юрма юрамасть. | Юр — Ҫумӑр |
| 619 | Юрлӑ-пӑрлӑ ҫумӑр ҫӑвать, хура чӗкеҫ тулта ларать. | Юр — Ҫумӑр |
| 620 | Юрпа ҫӑвӑнсан ҫич ҫул кайман хура та кайнӑ тет. | Юр — Ҫумӑр |
| 652 | Юхан шыва чарма ҫук. | Тинӗс — Кӳлӗ |