Пулӑм — Ӑнтлӑх

 

509«Шыв ҫине аксан та, вӑхӑтра ак», — тесе каларӗ тет сӗлӗ.Вут — Шыв
286Аслати — Аслӑ Туррӑн ирӗкӗ.Аслати — Ҫиҫӗм
287Аслати — Турӑ сывлӑшӗ.Аслати — Ҫиҫӗм
288Аслати — Турӑ хӑвачӗ.Аслати — Ҫиҫӗм
289Аслати авӑтать те иртет, пуп ҫыхлансан чун илет.Аслати — Ҫиҫӗм
290Аслати авӑтмасӑр асамат кӗпер хывмасть.Аслати — Ҫиҫӗм
291Аслати авӑтмасӑр ҫӗр чавмаҫҫӗ.Аслати — Ҫиҫӗм
292Аслати авӑтмасӑр шапа кӑшкӑрмасть.Аслати — Ҫиҫӗм
293Аслати авӑтмассерен ҫын вилмест.Аслати — Ҫиҫӗм
294Аслати авӑтнӑ чух пур ҫын та пӗр пек шухӑшлать.Аслати — Ҫиҫӗм
295Аслати авӑтнӑ чух такама та кӗлтӑван.Аслати — Ҫиҫӗм
296Аслати авӑтсан аслӑ пуҫ та аса килет.Аслати — Ҫиҫӗм
297Аслати ҫилли яла ҫунтарнӑ.Аслати — Ҫиҫӗм
298Аслати ҫулӗпе ан ҫӳре, аҫа ҫапӗ.Аслати — Ҫиҫӗм
299Аслати те сӑлтавсӑр авӑтмасть.Аслати — Ҫиҫӗм
300Аслати темле паттӑра та хӑратӗ.Аслати — Ҫиҫӗм
301Аслати умӗнхи шӑплӑх вӑраха пымасть.Аслати — Ҫиҫӗм
302Аслати хыҫҫӑн ыр ҫанталӑк пуҫланать.Аслати — Ҫиҫӗм
303Аслатин — сасси, ӳсӗрӗн — сӑмаххи.Аслати — Ҫиҫӗм
308Аслатирен мар, ҫиҫӗмрен сыхлан.Аслати — Ҫиҫӗм
304Аслатирен явӑл та хӑрать.Аслати — Ҫиҫӗм
305Аслатисӗр ҫу килмест.Аслати — Ҫиҫӗм
285Аслӑ Пӑла ҫийӗнче аслати вылять теҫҫӗ, Кеҫӗн Пӑла ҫийӗнче ҫиҫӗм вылять теҫҫӗ.Аслати — Ҫиҫӗм
306Аҫа ҫапас оммӗн ҫиҫӗм хресле ҫиҫет теҫҫӗ.Аслати — Ҫиҫӗм
307Аҫа ҫапсан виҫ чалӑша анса каять теҫҫӗ.Аслати — Ҫиҫӗм
621Атӑл ҫинче темӗн чухлӗ кимӗ ҫӳрет те, ҫапах та йӗрӗ палӑрмасть.Тинӗс — Кӳлӗ
622Атӑл шывӗ типес ҫук.Тинӗс — Кӳлӗ
623Атӑлӑн хырӑмӗ аслӑ.Тинӗс — Кӳлӗ
624Ӑшӑх кӳлӗ ҫулла ӑшӑ, хӗлле сивӗ пулать.Тинӗс — Кӳлӗ
388Вӑтта вӑйсӑрӗнче сӳнтерме хошнӑ.Вут — Шыв
389Вӗри вутра хурҫӑ та шӑранать.Вут — Шыв
390Вӗри вутра чул та ҫурӑлать.Вут — Шыв
391Вот сӳнсен шу нумай.Вут — Шыв
395Вут алли те, ури те вӑрӑм.Вут — Шыв
396Вут амӑшӗ вут сыхлать.Вут — Шыв
393Вут ӑшши — хӗвел ӑшши мар.Вут — Шыв
394Вут ӑшшине хӗвел ӑшши ҫитмен.Вут — Шыв
392Вут вӗри те — сӳнет.Вут — Шыв
402Вут куҫне шыв.Вут — Шыв
403Вут кутне пуш алӑпа каймаҫҫӗ.Вут — Шыв
404Вут паракан шыв та парӗ.Вут — Шыв
405Вут пек вӑйли ҫук, ҫилрен усалли ҫук.Вут — Шыв
406Вут пуҫҫи сӑсар тирӗнчен хаклӑ пулнӑ.Вут — Шыв
407Вут ҫине пӑхсан куҫ ӳкет.Вут — Шыв
408Вут ҫине сурсан тутана кӗсен тухать.Вут — Шыв
409Вут ҫинче вӗрени пӑр ҫинче пиҫме пултарать.Вут — Шыв
411Вут ҫуннӑ ҫӗрте яланах ҫил.Вут — Шыв
413Вут ҫуннӑ чух апат ҫак.Вут — Шыв
412Вут ҫуннӑ чух ӑшӑнса юл.Вут — Шыв
417Вут та вӑйлӑ, шыв та вӑйлӑ, этем тата вӑйлӑрах.Вут — Шыв