459 | Вутра ҫунас ҫын шывра путас ҫук. | Вут — Шыв |
460 | Вутра ҫуниччен вӑрман варринче пурӑнас тенӗ. | Вут — Шыв |
461 | Вутра та ан ҫун, шывра та ан пут. | Вут — Шыв |
462 | Вутран — кӗл, кӗлрен — вут. | Вут — Шыв |
463 | Вутран сыхлан, шывран упран. | Вут — Шыв |
464 | Вутран тарса ҫулӑм ӑшне кӗмеҫҫӗ. | Вут — Шыв |
465 | Вутран хӑракан тӗтӗмрен те шикленнӗ. | Вут — Шыв |
466 | Вутран шыв пек хӑра, шывран вут пек хӑра. | Вут — Шыв |
467 | Вутран ытла ухмахран хӑра, шывран ытла айванран хӑра. | Вут — Шыв |
468 | Вутсӑр апат пиҫеймӗ. | Вут — Шыв |
469 | Вутсӑр чӗр шыв вӗремест. | Вут — Шыв |
470 | Вутҫӑ куҫӗ вӑрман ҫинче, утҫӑ куҫӗ утӑ ҫинче. | Вут — Шыв |
477 | Вутта — шыв. | Вут — Шыв |
471 | Вутта амаланиччен сӳнтер, амалансан сӳнтерме хӗн. | Вут — Шыв |
472 | Вутта вӑйсӑр чух сӳнтерме хушнӑ. | Вут — Шыв |
473 | Вутта вутпа ҫӗнтереймӗн, ҫиле ҫилпе ҫӗнтереймӗн. | Вут — Шыв |
474 | Вутта ҫупа сӳнтермеҫҫӗ. | Вут — Шыв |
475 | Вутта хирӗҫ вут. | Вут — Шыв |
476 | Вутта чӗртесси, чӗртсен сӳнтересси. | Вут — Шыв |
478 | Вучах ӑшшине мӑкӑр явӑҫнӑ. | Вут — Шыв |
479 | Вучах вутти вӑлчасӑр хӑварнӑ. | Вут — Шыв |
480 | Вучахне кура кӑварӗ. | Вут — Шыв |
172 | Йӑмӑх хӗрлӗ хӗвел час илет. | Хӗвел — Уйӑх |
653 | Каҫхи ҫил ире хирӗҫ лӑпланать. | Лӑпкӑ ҫил — Ҫавра ҫил |
315 | Кӑвак хуппи уҫӑласса кӗт теҫҫӗ. | Ҫӗр — Тӳпе |
316 | Кӑвак хуппине кӗтсе шӑнса вилнӗ. | Ҫӗр — Тӳпе |
317 | Кӑвак хуппине шаннӑ — выҫса вилнӗ тет. | Ҫӗр — Тӳпе |
654 | Кӑнтӑр ҫилӗ ват шӑм-шака та ӑшӑтать. | Лӑпкӑ ҫил — Ҫавра ҫил |
655 | Кӑнтӑр ҫилӗ типӗтет, ҫурҫӗр ҫилӗ пӗтерет. | Лӑпкӑ ҫил — Ҫавра ҫил |
173 | Кӑнтӑрла пӗр хӗвел — пурпӗрех ҫутӑ, ҫӗрле пин ҫӑлтӑр — пур-пӗрех тӗттӗм. | Хӗвел — Уйӑх |
174 | Кӑнтӑрлаччен хӗвел вӑкӑрпа чупать, кӑнтӑрла иртсен утпа чупать. | Хӗвел — Уйӑх |
625 | Кӳлӗ тарӑнӑшне пӗлме кӳлӗ типӗтмеҫҫӗ. | Тинӗс — Кӳлӗ |
626 | Кӳлӗ шывӗ ейӳ каймасть. | Тинӗс — Кӳлӗ |
627 | Кӳллине кура шапи. | Тинӗс — Кӳлӗ |
630 | Лӑпка тинӗс те хумсӑр мар. | Тинӗс — Кӳлӗ |
628 | Лӑпкӑ кӳлӗре шуйттан нумай. | Тинӗс — Кӳлӗ |
629 | Лӑпкӑ кӳлле шуйттан иленет. | Тинӗс — Кӳлӗ |
631 | Лӑпкӑ юханшыв та ҫырана ишет. | Тинӗс — Кӳлӗ |
575 | Пӑр ҫине пӳрт лартса нумай пурнаймӑн, тип ҫӗре лартсан пӳрчӗ ҫӗреччен пурнӑн теҫҫӗ. | Юр — Ҫумӑр |
576 | Пӑр ҫӳхе пулсан путса анасси час пулать. | Юр — Ҫумӑр |
577 | Пӑр хытӑ шӑнмасӑр шартлатмасть. | Юр — Ҫумӑр |
578 | Пӑр шӑнтмасӑр юр лармасть. | Юр — Ҫумӑр |
579 | Пӑр яка та, никӗс тума юрамасть. | Юр — Ҫумӑр |
580 | Пӑр якашне шанма ҫук. | Юр — Ҫумӑр |
175 | Пӑхман хӗвеле ирӗксӗр пӑхтараймӑн. | Хӗвел — Уйӑх |
322 | Пелӗте шанма ҫук. | Ҫӗр — Тӳпе |
325 | Пӗлетрен сарлака тӗнче витти. | Ҫӗр — Тӳпе |
319 | Пӗлӗт — ҫичӗ хутлӑ, этем — ҫичӗ мутлӑ. | Ҫӗр — Тӳпе |
321 | Пӗлӗт — ҫӳлте, патши — инҫе. | Ҫӗр — Тӳпе |
318 | Пӗлӗт ҫине улӑхма чикмек ҫук, тинӗс урлӑ каҫма кӗпер ҫук, вилӗме ҫӗнтерме хӑват ҫук. | Ҫӗр — Тӳпе |