Пулӑм — Ӑнтлӑх

 

320Пӗлӗт ҫук — ҫумӑр ҫук.Ҫӗр — Тӳпе
323Пӗлӗтпе ҫӗр куҫӗнчен пӑхмасӑр пурӑнма ҫук.Ҫӗр — Тӳпе
324Пӗлӗтре шыв пӑнтӑхмасть.Ҫӗр — Тӳпе
326Пӗлӗтрине ан шан, хӑвӑн вӑйна шан.Ҫӗр — Тӳпе
327Пӗлӗтсӗр ҫумӑр ӳкмест, хуйхӑсӑр куҫҫуль ӳкмест.Ҫӗр — Тӳпе
581Пӗр кӗреҫе юр кӗриччен виҫ кӗреҫе тусан кӗтӗр.Юр — Ҫумӑр
176Пӗр хӗвел, анчах пурне те ӑшӑтать.Хӗвел — Уйӑх
177Пуриншӗн те уйӑхпа хӗвел пулаймӑн.Хӗвел — Уйӑх
657Ҫавра ҫил — шуйттан туйӗ.Лӑпкӑ ҫил — Ҫавра ҫил
658Ҫавра ҫил — шуйттан урапи.Лӑпкӑ ҫил — Ҫавра ҫил
656Ҫавра ҫил те хӗвеле май ҫаврӑнать.Лӑпкӑ ҫил — Ҫавра ҫил
182Ҫалтӑр та вӗҫсӗр ҫунмасть.Хӗвел — Уйӑх
185Ҫӑлтарсем кӗмӗл укҫа пулса анни ҫук.Хӗвел — Уйӑх
178Ҫӑлтӑр анать — чун ванать.Хӗвел — Уйӑх
179Ҫӑлтӑр йышлӑ та, ҫутти сахал.Хӗвел — Уйӑх
180Ҫӑлтӑр пӑхма илемлӗ, ырӑ чӗре пурӑнма илемлӗ.Хӗвел — Уйӑх
181Ҫӑлтӑр ҫинче Ҫӑлтӑрпи пурӑнать.Хӗвел — Уйӑх
183Ҫӑлтӑр шутласа выртаканӑн хырӑмӗ тутӑ пулман.Хӗвел — Уйӑх
184Ҫӑлтӑрпа ҫӑлтӑр калаҫать теҫҫӗ.Хӗвел — Уйӑх
187Ҫӑмӑр йӗпетсен те хӗвел типӗтет.Хӗвел — Уйӑх
594Ҫӑмӑрӗ: «Эп ҫӗр витӗр каяп, — тесе калать тет; тӑманӗ: «Эп йӗп ҫӑрти витӗр кӗреп», — тесе калать тет.Юр — Ҫумӑр
188Ҫӗнӗ уйӑх ӳсмелӗх, мана пуймалӑх.Хӗвел — Уйӑх
189Ҫӗпӗрте те пӗр хӗвел, Чӗмпӗрте те ҫав хӗвел.Хӗвел — Уйӑх
328Ҫӗр — анне, тӳпе — атте.Ҫӗр — Тӳпе
329Ҫӗр анне кӑмӑлӗ шутсӑр ырӑ: никамшӑн та пурлӑхне хӗрхенмест.Ҫӗр — Тӳпе
330Ҫӗр анне паракан тивлетӗн чикки ҫук.Ҫӗр — Тӳпе
331Ҫӗр анне парсан пӳлме те тулать, ҫӗр анне памасан ывӑҫ та тулмасть.Ҫӗр — Тӳпе
332Ҫӗр анне пурне те тӑрантарать.Ҫӗр — Тӳпе
333Ҫӗр аннен те ҫӗр тӗрлӗ хуйхӑ.Ҫӗр — Тӳпе
334Ҫӗр аннене пуҫҫапмасӑр ҫӗр ҫырли те татма ҫук.Ҫӗр — Тӳпе
335Ҫӗр аннене хисеплес пулать.Ҫӗр — Тӳпе
336Ҫӗр аннене юратсан выҫӑ вилмӗн.Ҫӗр — Тӳпе
337Ҫӗр аннерен аслӑ пулаймӑн.Ҫӗр — Тӳпе
338Ҫӗр аннерен кулма юрамасть.Ҫӗр — Тӳпе
339Ҫӗр аннерен пуян ним те ҫук.Ҫӗр — Тӳпе
340Ҫӗр аслӑ та, вырӑн хӗсӗк.Ҫӗр — Тӳпе
341Ҫӗр аслӑ та, пурнӑҫ хӗсӗк.Ҫӗр — Тӳпе
342Ҫӗр вӑл ӗҫчен ҫынна юратать.Ҫӗр — Тӳпе
343Ҫӗр ӗҫтерет те, ҫитерет те, тумлантарать те.Ҫӗр — Тӳпе
347Ҫӗр кайӑкне — ҫӗр, шыв кайӑкне — шыв, этемшӗн — пӗтӗм ҫӗршыв.Ҫӗр — Тӳпе
344Ҫӗр кӑвапи инҫетре, тӳпе тӑрри аякра.Ҫӗр — Тӳпе
345Ҫӗр кӑкри перекетлӗ.Ҫӗр — Тӳпе
346Ҫӗр кӑшласа вилӗмрен юлнӑ.Ҫӗр — Тӳпе
650Ҫӗр кӳлӗре ҫӗр тӗрлӗ шыв.Тинӗс — Кӳлӗ
348Ҫӗр пысӑк та, ирӗклӗх пӗчӗк.Ҫӗр — Тӳпе
349Ҫӗр сурана туртать теҫҫӗ.Ҫӗр — Тӳпе
350Ҫӗр ҫаврӑннӑ май кӑмӑл та ҫаврӑнать.Ҫӗр — Тӳпе
351Ҫӗр ҫурӑлать, йӗк тухать.Ҫӗр — Тӳпе
352Ҫӗр ҫырли ҫӗр ҫынна та юрӑхлӑ, пин ҫынна та юрӑхлӑ.Ҫӗр — Тӳпе
353Ҫӗр хурчӗ ҫинипе ҫӗр пӗтмест.Ҫӗр — Тӳпе