| 1899 | Йытта хӗнес текен хуллине те тупать. | Йытӑ |
| 1900 | Йытта чуптусан та кушака чуптума юрамасть. | Йытӑ |
| 1901 | Йытта шан, арӑма ан шан. | Йытӑ |
| 1902 | Йытта шанма ҫук, унӑн хӳри кукӑр. | Йытӑ |
| 1903 | Йытта шӑмӑ ытлашши мар. | Йытӑ |
| 1904 | Йыттӑн тӗкӗ таса мар, ӑшӗ таса; кушакӑн тӗке таса, ӑшӗ таса мар. | Йытӑ |
| 1905 | Йыттӑн ури тӑрантать. | Йытӑ |
| 1876 | Йыттӑн хӳри кукӑр, вӑррӑн — алли. | Йытӑ |
| 1906 | Йыттӑн хӳри кукӑр, пуян ҫыннӑн алли кукӑр. | Йытӑ |
| 1877 | Йыттӑн хӳри кукӑр, уна шанма ҫук теҫҫӗ. | Йытӑ |
| 1907 | Йытти йышне палламасть теҫҫӗ. | Йытӑ |
| 1908 | Йытти лашине: «Лав туртасси, суха тӑвасси пысӑк ӗҫ тетним», — тесе калать тет. | Йытӑ |
| 1909 | Йытти хӳрине хушать. | Йытӑ |
| 1910 | Йытти шанчӑклӑ пулсан хуралҫӑ та тӗлӗрме хӑрамасть. | Йытӑ |
| 1911 | Йытти шӑмӑ кӑшлать, вӑрри кӗлет пушатать, хуҫи йытта шанса ҫывӑрать. | Йытӑ |
| 1912 | Йыттине хӑвала та вырӑнне вырт. | Йытӑ |
| 1913 | Йыхӑрма пӗлсен йытӑ та туслашать. | Йытӑ |
| 1914 | Йыхӑрса тытайман йытта юнаса тытаймӑн. | Йытӑ |
| 1915 | Касак йытти карсак тытать. | Йытӑ |
| 1916 | Кил йытти кил йыттиех. | Йытӑ |
| 1917 | Кил йытти куян тытас ҫук. | Йытӑ |
| 1918 | Кил йытти ҫыртиччен ҫын йытти ҫырттӑр. | Йытӑ |
| 1919 | Килсӗр йытӑ усала вӗренет. | Йытӑ |
| 1920 | Килти йытӑ килех таврӑнать. | Йытӑ |
| 1921 | Кунӗ йытӑ патне туясӑр ан пыр теҫҫӗ. | Йытӑ |
| 1922 | Лӑпкӑ йытӑ вӑрттӑн ҫыртать. | Йытӑ |
| 1923 | Мӑнтӑр йытӑ хуҫине ҫыртать. | Йытӑ |
| 1924 | Начар йытӑ та самӑр пек курӑнма тӑрӑшать. | Йытӑ |
| 1925 | Самӑр йытӑ хӳрипе вылять. | Йытӑ |
| 1926 | Сӑслӑ йытӑ шартне йӑтса ҫӳрет. | Йытӑ |
| 1927 | Сӑхӑ йытта — вӗри пашалу тенӗ. | Йытӑ |
| 1928 | Сӑхӑ йытта час сӑхаҫҫӗ. | Йытӑ |
| 1930 | Семсӗр йытта ҫимӗҫ нумай. | Йытӑ |
| 1929 | Сӗмсӗр йытта эсӗ темӗн тӑваймӑн. | Йытӑ |
| 1931 | Ҫурмалла пӑха йӑт ҫимест. | Йытӑ |
| 1932 | Ҫывракан йытта ан тӑрат. | Йытӑ |
| 1933 | Тӑрансан йытти йышне тапӑнатъ теҫҫӗ. | Йытӑ |
| 1934 | Урнӑ йыттӑн ури те ҫыртать тет. | Йытӑ |
| 1935 | Ускӑн йыттӑн усси ҫук, вӗрме тӑрсан вӗрни ҫук. | Йытӑ |
| 1936 | Хӑравҫӑ йыттӑн хӳри шавах пӗҫ хушшинче. | Йытӑ |
| 1937 | Хӗрлӗ йӑт та ҫыртать, шурӑ йӑт та ҫыртать. | Йытӑ |
| 1938 | Хир йытти ҫиле май вӗрет. | Йытӑ |
| 1940 | Хура йытӑран шуйттан хӑранӑ. | Йытӑ |
| 1939 | Хура йыттӑн хӳри кукӑр теҫҫӗ. | Йытӑ |
| 1941 | Чӗмсӗр йытӑ чӗп тытнӑ. | Йытӑ |
| 1942 | Шур йӑтти вур тунӑ, хура йӑттине пал килнӗ. | Йытӑ |
| 1943 | Янтура йытти пӗр катӑк мимӗршӗн шыва кайса вилнӗ. | Йытӑ |