| 1961 | Аманнӑ кашкӑр хытӑрах ҫыртать. | Кашкӑр |
| 1962 | Вӑрман кашкӑрӗ вӑрманаллах пӑхать. | Кашкӑр |
| 1993 | Кашкара кашкӑр катаран курать. | Кашкӑр |
| 1963 | Кашкӑр акнӑ, улпут тыррине вырса илнӗ. | Кашкӑр |
| 1964 | Кашкӑр апачӗ — ҫукпа ҫурмалла, тилӗ апачӗ — ҫупа ҫурмалла. | Кашкӑр |
| 1965 | Кашкӑр выҫӑ пирки вӑрӑ, этем кӑмӑл пирки вӑрӑ. | Кашкӑр |
| 1966 | Кашкӑр йӑви шӑмӑсӑр пулмасть. | Кашкӑр |
| 1968 | Кашкӑр картинче качака пурӑнмасть. | Кашкӑр |
| 1969 | Кашкӑр кашаман, упа утаман. | Кашкӑр |
| 1970 | Кашкӑр кӑшкӑрать те ҫӑкӑрне шырать. | Кашкӑр |
| 1967 | Кашкӑр кӗтӗве пыма вӗренсен инкеке кӗтсех тӑр. | Кашкӑр |
| 1971 | Кашкӑр курсан уксах йыттӑн та ури тӳрленнӗ тет. | Кашкӑр |
| 1972 | Кашкӑр манӑн кашавар, упа манӑн утаман, тилӗ манӑн сутник, мулкач манӑн теҫетник, русак манӑн сборщик. | Кашкӑр |
| 1973 | Кашкӑр пӗр йӗрпе чупать теҫҫӗ. | Кашкӑр |
| 1974 | Кашкӑр пулӑшсан вӑрӑм туна та лашана ӳкерет. | Кашкӑр |
| 1975 | Кашкӑр сурӑха юратать те, сурӑх кашкӑра юратмасть. | Кашкӑр |
| 1976 | Кашкӑр ҫӑвар туллин ҫисен те выҫӑ, чӑх пӗрчӗн сӑхсан та тутӑ. | Кашкӑр |
| 1977 | Кашкӑр ҫӑварӗнчен аш тухман. | Кашкӑр |
| 1979 | Кашкӑр ҫӑварне лекнӗ сурӑх хӑҫан сывӑ юлни пур. | Кашкӑр |
| 1978 | Кашкӑр ҫӑварне нимӗн те ҫитес ҫук. | Кашкӑр |
| 1980 | Кашкӑр ҫӑмне тӑкать те, йӑлине улӑштармасть. | Кашкӑр |
| 1981 | Кашкӑр ҫуринчен кашкӑрах пулать. | Кашкӑр |
| 1982 | Кашкӑр ҫурнӑ ӗне катка ҫурӑ сӗт панӑ тет. | Кашкӑр |
| 1983 | Кашкӑр та мӑнтӑр пулинччӗ, сурӑх та чылай пулинччӗ теҫҫӗ. | Кашкӑр |
| 1984 | Кашкӑр та сурӑх пулӗччӗ те, вӑрӑм хӳри кансӗрлет. | Кашкӑр |
| 1985 | Кашкӑр та сурӑхшӑн куҫҫуль юхтарнӑ тет. | Кашкӑр |
| 1986 | Кашкӑр та тутӑ пултӑр, сурӑх та тӗрӗс пултӑр. | Кашкӑр |
| 1987 | Кашкӑр тытнӑ сурӑх кашта ҫӳлли пулнӑ тет. | Кашкӑр |
| 1988 | Кашкӑр укҫасӑрах кӗтӳҫе кӗрӗшет те, килӗшекен ҫук. | Кашкӑр |
| 1989 | Кашкӑр хӑй ҫурине сурӑх ҫурма вӗрентет, сурӑх хӑй путекне тарма вӗрентет. | Кашкӑр |
| 1990 | Кашкӑр хӑй шухӑшне йытта пӗлтермест. | Кашкӑр |
| 1991 | Кашкӑр хӗрхенсе сурӑхӑн хӳрине кӑна хӑварнӑ тет. | Кашкӑр |
| 1992 | Кашкӑр хӳтерме кашӑк йӑтса чупмаҫҫӗ. | Кашкӑр |
| 1994 | Кашкӑра каштаран ҫакмасӑр шанма ҫук. | Кашкӑр |
| 1995 | Кашкӑра пӳрнӗ сурӑха картара та упраймӑн. | Кашкӑр |
| 1996 | Кашкӑра тем чухлӗ тутлӑ ҫитарсан та вӑл ҫаплах вӑрманалла теҫҫӗ. | Кашкӑр |
| 1997 | Кашкӑра тытман, тирне сӳнӗ. | Кашкӑр |
| 1998 | Кашкӑра ури тӑрантарать. | Кашкӑр |
| 1999 | Кашкӑра хырӑм выҫҫи вӑрмантан хуса кӑларать. | Кашкӑр |
| 2000 | Кашкӑра чукмар тӗс. | Кашкӑр |
| 2001 | Кашкӑра шӑлӗ тӑрантарать. | Кашкӑр |
| 2002 | Кашкӑра юн пултӑр теҫҫӗ. | Кашкӑр |
| 2003 | Кашкӑрӑн ҫӑварӗ вуниккӗ. | Кашкӑр |
| 2004 | Кашкӑрӑн та кӗрӗкӗ пур та, хывса илме хӗн. | Кашкӑр |
| 2005 | Кашкӑрӗ аякра та, асав шӑлӗ ҫывӑхра. | Кашкӑр |
| 2006 | Кашкӑрне тытман, тирне сутнӑ. | Кашкӑр |
| 2007 | Кашкӑртан тарнӑ, упана ҫулӑхнӑ. | Кашкӑр |
| 2008 | Кашкӑртан хӑраса вӑрмана та каяймӑн. | Кашкӑр |
| 2009 | Сӑхӑ кашкӑра юн кирлӗ. | Кашкӑр |
| 2010 | Тукмак какай ҫисен шӑммине пуҫтармасть. | Кашкӑр |