| 219 | Хӗвел ансан ҫынна укҫа памаҫҫӗ. | Хӗвел — Уйӑх |
| 220 | Хӗвел ансан уйӑх ҫути те хаклӑ. | Хӗвел — Уйӑх |
| 222 | Хӗвел ӑшши кашкӑр мар, шӑмма-шакка кӑшламасть. | Хӗвел — Уйӑх |
| 223 | Хӗвел ӑшши пуриншӗн те пӗр. | Хӗвел — Уйӑх |
| 224 | Хӗвел ӑшшинче сивӗ пӑр та ирӗлет. | Хӗвел — Уйӑх |
| 225 | Хӗвел кӑнтӑрлаччен вӑкӑрла, кӑнтӑрларан — карсакла. | Хӗвел — Уйӑх |
| 226 | Хӗвел кӑнтӑрлаччен килет вӑкӑрпа, кӑнтӑрларан вара анат кайӑкпа. | Хӗвел — Уйӑх |
| 227 | Хӗвел кулли — тӗнче кулли. | Хӗвел — Уйӑх |
| 228 | Хӗвел панче — ӑшӑ, анне панче — лайӑх. | Хӗвел — Уйӑх |
| 230 | Хӗвел пӑхмасан ҫу кунӗ те хитре мар. | Хӗвел — Уйӑх |
| 231 | Хӗвел пӑхсан — тумла юхать, усал пӑхсан — куҫҫуль юхать. | Хӗвел — Уйӑх |
| 232 | Хӗвел пӗччен пулин те ҫут тӗнчене ӑшӑтать. | Хӗвел — Уйӑх |
| 233 | Хӗвел ҫине пӑхакан хӑйӗн куҫне пӗтерет. | Хӗвел — Уйӑх |
| 234 | Хӗвел ҫинче пиҫекен хевтеллӗ пулать. | Хӗвел — Уйӑх |
| 235 | Хӗвел ҫинче Хӗветӗр те хӗпӗртет. | Хӗвел — Уйӑх |
| 236 | Хӗвел ҫинче Хӗветкене те чун кӗрет. | Хӗвел — Уйӑх |
| 237 | Хӗвел ҫук чухне уйӑх та ҫутатать. | Хӗвел — Уйӑх |
| 238 | Хӗвел ҫути — Турӑ вутти. | Хӗвел — Уйӑх |
| 239 | Хӗвел ҫутине арча ӑшне хупайман. | Хӗвел — Уйӑх |
| 240 | Хӗвел ҫутине чун ҫути теҫҫӗ. | Хӗвел — Уйӑх |
| 242 | Хӗвел те кашни кун кулса пӑхмасть. | Хӗвел — Уйӑх |
| 243 | Хӗвел туймасть инкеке. | Хӗвел — Уйӑх |
| 245 | Хӗвел Турри ҫын сыватнӑ тет. | Хӗвел — Уйӑх |
| 246 | Хӗвел Турри тӗнче тытать. | Хӗвел — Уйӑх |
| 244 | Хӗвел Турри чун парать, уйӑх Турри чун илет. | Хӗвел — Уйӑх |
| 247 | Хӗвел тухать — ватӑ савӑнать, хӗвел анатъ — ҫамрӑк савӑнать. | Хӗвел — Уйӑх |
| 248 | Хӗвел тухать хӗрелсе, хӗрлӗ чатӑр карса чарас ҫук. | Хӗвел — Уйӑх |
| 249 | Хӗвел тухмасӑр кун пулмасть. | Хӗвел — Уйӑх |
| 250 | Хӗвел тухнӑ чух вырмаҫҫӗ тет. | Хӗвел — Уйӑх |
| 251 | Хӗвел тухнӑ чух ҫывӑрмаҫҫӗ. | Хӗвел — Уйӑх |
| 252 | Хӗвел тухнӑ чух телей валеҫеҫҫӗ тет. | Хӗвел — Уйӑх |
| 253 | Хӗвел тухнине курман ҫын тӗнче илемне те курмасть. | Хӗвел — Уйӑх |
| 254 | Хӗвел тухсан уйӑх кирлех мар. | Хӗвел — Уйӑх |
| 255 | Хӗвел умра кулнӑ чух уйӑх пирки хуйхӑ ҫук. | Хӗвел — Уйӑх |
| 256 | Хӗвел хӗрелет, пит чиперленет, ыраш маланать. | Хӗвел — Уйӑх |
| 257 | Хӗвел хӗртсе пӑхсан ҫырла та пиҫет. | Хӗвел — Уйӑх |
| 258 | Хӗвел яланах тухӑҫран тухать. | Хӗвел — Уйӑх |
| 259 | Хӗвел яраймӑн ху тӗлне. | Хӗвел — Уйӑх |
| 260 | Хӗвеле алпа тытас ҫук, сӑмахпа пире ӗнентерес ҫук. | Хӗвел — Уйӑх |
| 261 | Хӗвеле курсан кайӑк та юрлать. | Хӗвел — Уйӑх |
| 262 | Хӗвеле май — хӗнет, хӗвеле хирӗҫ — хивренет. | Хӗвел — Уйӑх |
| 263 | Хӗвеле пылчӑкпа варалаймӑн. | Хӗвел — Уйӑх |
| 264 | Хӗвеле урлӑ кайнӑ — хӗн курнӑ. | Хӗвел — Уйӑх |
| 265 | Хӗвеле хӗве хупма ҫук. | Хӗвел — Уйӑх |
| 266 | Хӗвеле хура пӗлӗт ӗмӗрлӗхе хуплаймӗ. | Хӗвел — Уйӑх |
| 267 | Хӗвеле хурал пӳртне хупаймӑн. | Хӗвел — Уйӑх |
| 268 | Хӗвеле хуранпа хупласа хураймӑн. | Хӗвел — Уйӑх |
| 269 | Хӗвеле яраймӑн ху патне. | Хӗвел — Уйӑх |
| 270 | Хӗвелӗ тухман, вутти ҫуннӑ теҫҫӗ. | Хӗвел — Уйӑх |
| 271 | Хӗвелӗн те ҫути пбр мар. | Хӗвел — Уйӑх |