Ырӑ — Усал

 

687Аван ҫыннӑн алли-ури те аван.Ырӑ — Усал
1028Авӑр шуйттансӑр пулмасть.Турӑ — Шуйттан
688Аркӑпа усал пӗр йышши инкек: иккӗшӗ те урана ҫыхлантараҫҫӗ.Ырӑ — Усал
1029Арман шуйттансӑр пулмасть теҫҫӗ.Турӑ — Шуйттан
1030Арҫурие шыва май тесен пырать тет, шыва хирӗҫ тесен тарать тет.Турӑ — Шуйттан
1031Аташ, ман пӗр сӑмах: Турӑ ҫук, шуйттан ҫук.Турӑ — Шуйттан
1403Ӑшӑ пилпе парсассӑн сахалли те ҫитет, усал пилпе парсассӑн нумаййи те пӗтет.Ырӑ суну — Ылхан
1402Ват ҫын ылханӗ ҫӗре ӳкмест.Ырӑ суну — Ылхан
1032Ӗҫлесессӗн, тӑван, Турӑ мул парӗ; тӑванӑм, шухӑшласан Турӑ ӑс парӗ.Турӑ — Шуйттан
689Ирсӗр йывӑҫ кутне сысиччен таса йывӑҫ кутне сыс.Ырӑ — Усал
1033Ишек Турри куштан майлӑ.Турӑ — Шуйттан
1034Ишек Турри ҫынна пӑхать.Турӑ — Шуйттан
1035Ишек Туррине пуҫҫапиччен пупна пуҫҫап.Турӑ — Шуйттан
1036Кам Турӑпа, Турӑ та унпа.Турӑ — Шуйттан
1324Кам Турӑран хӑрамасть, вӑл ҫынтан та вӑтанмасть.Турӑ — Этем
1037Кӗлтунипе кӗлет лартаймӑн.Турӑ — Шуйттан
1038Кунне те, апатне те Турӑ парать.Турӑ — Шуйттан
690Кунтан усала ҫыпҫӑниччен кунтан лайӑххине ҫыпҫӑн тенӗ.Ырӑ — Усал
691Курӑкран усал куршанкӑ, йывӑҫран усал кӑпчанкӑ.Ырӑ — Усал
695Лайӑх ҫын ҫилли катан пир типиччен ҫаврӑнать.Ырӑ — Усал
692Лайӑх ҫынна пӗр сӑмах, усал ҫынна ҫӗр сӑмах.Ырӑ — Усал
696Лайӑх ҫынна ҫын юратса пурӑнать теҫҫӗ.Ырӑ — Усал
693Лайӑх ҫынпа ӗҫке ҫӳретме те лайӑх.Ырӑ — Усал
694Лайӑх ҫыншӑн ют ҫын чир-чӗрӗ те чӗре патне пырать.Ырӑ — Усал
697Начар сухаланӑ ана ҫине ҫум пусать, начар ҫынна ҫын пусмӑрлать.Ырӑ — Усал
698Начар ҫын утне утланиччен маттур ҫын ту тӑррине хӑпарнӑ.Ырӑ — Усал
1325Патша — атте, ҫӗр — анне.Турӑ — Этем
1326Патша ҫӗрти Турӑ теҫҫӗ.Турӑ — Этем
1327Патшана Турӑ та кирлӗ, ҫынсем те кирлӗ.Турӑ — Этем
1328Патшапа Турӑран иртме ҫук.Турӑ — Этем
1040Пӗвере шуйттан пӗтмест теҫҫӗ.Турӑ — Шуйттан
699Пӗр усалӑн тирне ҫиччӗн сӗвеймен тет.Ырӑ — Усал
700Пӗрене ҫурӑксӑр мар, халӑх усалсӑр мар.Ырӑ — Усал
1041Пӗрре вырӑнне Турӑ вуннӑ парать теҫҫӗ.Турӑ — Шуйттан
701Пӗрремӗш усал — усал чӗлхе, иккӗмӗш усал — усал арӑм, виҫҫӗмӗш усал — усал кӳршӗ, тӑваттӑмӗш усал — усал тӑванЫрӑ — Усал
1042Пӗррӗн Турри ҫук.Турӑ — Шуйттан
1404Пил пани пин ылтӑнран та хаклӑрах.Ырӑ суну — Ылхан
1405Пил пилеш мар теҫҫӗ.Ырӑ суну — Ылхан
1406Пил ҫӗре ахаль ӳкмест, умра пулать.Ырӑ суну — Ылхан
1407Пилӗкрен авӑнма пӗлекен пиллӗх тупнӑ.Ырӑ суну — Ылхан
1408Пилӗкрен тытса пиллени пин ҫула пырать теҫҫӗ.Ырӑ суну — Ылхан
1409Пиллемен тивлет усӑ памасть.Ырӑ суну — Ылхан
1410Пилленӗ вырӑна тиркеме хушман.Ырӑ суну — Ылхан
1411Пилленӗ пил ҫитет.Ырӑ суну — Ылхан
1412Пиллесе панӑ пилӗк пус пилӗк сум хакне тӑрать.Ырӑ суну — Ылхан
1413Пиллесе панӑ путек ват сурӑхран ирттерет.Ырӑ суну — Ылхан
1414Пиллӗ чӗрчун пил ятлӑ.Ырӑ суну — Ылхан
1415Пиллӗх илсен пин ылтӑн.Ырӑ суну — Ылхан
1416Пилне кура Пӳлӗх парать.Ырӑ суну — Ылхан
1043Пилне кура Тур парать тет.Турӑ — Шуйттан