| 972 | Ырӑ ҫынна айван кураҫҫӗ. | Ырӑ — Усал |
| 973 | Ырӑ ҫынна арчари ылтӑн теҫҫӗ. | Ырӑ — Усал |
| 974 | Ырӑ ҫынна пӗр халап, ырӑ ута пӗр пушӑ. | Ырӑ — Усал |
| 975 | Ырӑ ҫынна пӗтӗм тӗнче тӑван. | Ырӑ — Усал |
| 976 | Ырӑ ҫынна усал анчах ылханать. | Ырӑ — Усал |
| 977 | Ырӑ ҫынна ырӑпа асӑнӗҫ, усала усалпа асӑнӗҫ. | Ырӑ — Усал |
| 978 | Ырӑ ҫынна ырлаҫҫӗ, ухмахсенчен кулаҫҫӗ. | Ырӑ — Усал |
| 979 | Ырӑ ҫыннӑн кӑмӑлӗ катса ҫиес сар ҫу пек. | Ырӑ — Усал |
| 980 | Ырӑ ҫыннӑн ҫилли катан пир типиччен иртет, усал ҫыннӑн ҫилли ҫитмӗл ҫула пырать. | Ырӑ — Усал |
| 981 | Ырӑ ҫыннӑн тивлечӗ сыпӑкран сыпӑка пырать. | Ырӑ — Усал |
| 982 | Ырӑ ҫыннӑн ырлӑх тивет, усалӑн — шырлӑхӗ. | Ырӑ — Усал |
| 983 | Ырӑ ҫынпа ҫула тухсан ҫул иртнине сисместӗн теҫҫӗ. | Ырӑ — Усал |
| 984 | Ырӑ ҫынпа ҫыпӑҫсан — ӑсна хушӑн, усалпа — пӗтерӗн. | Ырӑ — Усал |
| 985 | Ырӑ ҫыншӑн ҫын чирӗ те чӗре патне теҫҫӗ. | Ырӑ — Усал |
| 986 | Ырӑ тунине манаҫҫӗ, усал тунине манмаҫҫӗ. | Ырӑ — Усал |
| 987 | Ырӑ ут кӳлекен ырман тет. | Ырӑ — Усал |
| 988 | Ырӑ ут ҫине ларакан ырман тет, ҫӗнӗ кӗрӗк тӑхӑнакан шӑнман тет. | Ырӑ — Усал |
| 989 | Ырӑ ут ҫынна таптамасть, ырӑ ҫын ҫынна тиркемест. | Ырӑ — Усал |
| 990 | Ырӑ ут та такӑнать, ырӑ ҫын та йӑнӑшать. | Ырӑ — Усал |
| 991 | Ырӑ ута пӗр пушӑ, ырӑ ҫынна пӗр сӑмах. | Ырӑ — Усал |
| 992 | Ырӑ чечек шӑршинчен паллӑ, ырӑ этем ӗҫӗнчен паллӑ. | Ырӑ — Усал |
| 993 | Ырӑпа асӑнтараймасан усалпа асӑнтарас пулать. | Ырӑ — Усал |
| 994 | Ырӑпа ҫӳренине ним те ҫитмест. | Ырӑ — Усал |
| 995 | Ырӑпа ҫӳҫ явӑнать, хурлӑхпа ҫӳҫ тӑкӑнать. | Ырӑ — Усал |
| 996 | Ырӑпа усала курман ҫын хурапа шурра палламасть. | Ырӑ — Усал |
| 997 | Ырӑпа усала уйӑрма пӗлес пулать. | Ырӑ — Усал |
| 998 | Ырӑпа усала юрайман. | Ырӑ — Усал |
| 999 | Ырӑпа усала юраймӑн, кӑмӑлпа пуяна юраймӑн. | Ырӑ — Усал |
| 1001 | Ырӑпа ырӑ — туй, усалпа усал — ҫуй. | Ырӑ — Усал |
| 1000 | Ырӑпа ырӑ тӗл пулсан яланах ырӑ пулать. | Ырӑ — Усал |
| 1002 | Ырӑпа ют ҫын та тӑвана ҫаврӑнать. | Ырӑ — Усал |
| 1003 | Ырӑран ан пис, усалтан пис. | Ырӑ — Усал |
| 1004 | Ырӑран ырах пулать, усалтан усалах пулать. | Ырӑ — Усал |
| 1005 | Ырӑран ырра кӗт, усалтан усал кӗт. | Ырӑ — Усал |
| 1053 | Ырӑшӑн Турӑ тӳлет. | Турӑ — Шуйттан |
| 1006 | Ырлӑх тӑвиччен шырлӑх ту. | Ырӑ — Усал |
| 1007 | Ырлӑх туни шырлӑх туни мар. | Ырӑ — Усал |
| 1008 | Ырлӑх ырмасть, усала манмасть теҫҫӗ. | Ырӑ — Усал |
| 1009 | Ырлӑха кӗтмен ҫын ҫук. | Ырӑ — Усал |
| 1010 | Ырлӑхна кая пӑрах, вӑл мала пырса ӳкет. | Ырӑ — Усал |
| 1011 | Ырлӑхран ырӑн. | Ырӑ — Усал |
| 1012 | Ырлӑхран ырман теҫҫӗ. | Ырӑ — Усал |
| 1013 | Ырра асӑн, усала ман. | Ырӑ — Усал |
| 1014 | Ырра ӗмӗтленни — ҫур телей, ӗмӗт пурнӑҫланни — чӑн телей. | Ырӑ — Усал |
| 1015 | Ырра майлӑ пул, усала тӳртӗн пул теҫҫӗ. | Ырӑ — Усал |
| 1016 | Ырра тухакан ахалех ырра тухмасть. | Ырӑ — Усал |
| 1017 | Ырра хирӗҫ ырӑ пул, усала хирӗҫ усал пул. | Ырӑ — Усал |
| 1018 | Ырра час манать, усала асӑнать теҫҫӗ. | Ырӑ — Усал |
| 1019 | Ыррӑн алли кӗске. | Ырӑ — Усал |
| 1020 | Ырри сахал теҫҫӗ. | Ырӑ — Усал |