| 1417 | Пилне кура Тур парать. | Ырӑ суну — Ылхан |
| 1418 | Пилсӗр ҫынна «вилӗ Пӳлӗхҫи» теҫҫӗ. | Ырӑ суну — Ылхан |
| 1419 | Пилсӗр ҫынна хурлӑх пусса антарать. | Ырӑ суну — Ылхан |
| 1420 | Пилсӗр ҫынпа пӗрлӗх ҫинчен ан уйла. | Ырӑ суну — Ылхан |
| 1421 | Пилсӗр ҫынпа ырӑ тӑвасси ҫинчен ан канашла. | Ырӑ суну — Ылхан |
| 1423 | Пилсӗр этем — ҫул ҫинчи курӑк. | Ырӑ суну — Ылхан |
| 1422 | Пилсӗр этем пилӗксӗр пулнӑ. | Ырӑ суну — Ылхан |
| 1424 | Пилсӗр этемрен телейсӗр пулас та ҫук. | Ырӑ суну — Ылхан |
| 1425 | Пиментей те пил кӗтет, Пинерук та пил кӗтет. | Ырӑ суну — Ылхан |
| 702 | Пирӗшти вӗҫсе ҫитиччен усал чупса та ҫитет. | Ырӑ — Усал |
| 703 | Пирӗшти ҫӑтмаха илӗртет, усал тамӑка сӗтӗрет. | Ырӑ — Усал |
| 704 | Пирӗштин икӗ ҫунат, усалӑн ултӑ ура. | Ырӑ — Усал |
| 1044 | Пихампар та парне панине юратать. | Турӑ — Шуйттан |
| 705 | Пулнӑ усал хуллен-хуллен асран каять. | Ырӑ — Усал |
| 706 | Пур ырӑ япала ҫӗр ҫинче ҫитӗнет. | Ырӑ — Усал |
| 1045 | Ҫукки Турӑра теҫҫӗ. | Турӑ — Шуйттан |
| 1046 | Ҫукран пур пулсан — Турӑпа тан, пуртан ҫук пулсан — ҫӗрпе тан. | Турӑ — Шуйттан |
| 707 | Ҫул ҫине усал ҫынпа тухаччен ху пӗччен тух. | Ырӑ — Усал |
| 1329 | Ҫӳлте Турӑ, ҫӗрте патша. | Турӑ — Этем |
| 1330 | Ҫын пани тутанмалӑх, Турӑ пани тӑранмалӑх. | Турӑ — Этем |
| 1426 | Ҫын ылханни ҫитмест, ҫуратакан ылханни ҫитет теҫҫӗ. | Ырӑ суну — Ылхан |
| 708 | Ҫын ырӑ тунине манать, Пӳлӗх манмасть. | Ырӑ — Усал |
| 709 | Ҫын ырра курсан — ырӑ пулать, усала курсан — усал пулать теҫҫӗ. | Ырӑ — Усал |
| 710 | Ҫын ырра курсан — ырӑ чап сарать, усала курсан — усал чап сарать. | Ырӑ — Усал |
| 711 | Ҫын ырра манать, усал тунине манмасть. | Ырӑ — Усал |
| 1331 | Ҫыннӑн макрасси пӗтмен, Туррӑн парасси пӗтмен. | Турӑ — Этем |
| 1332 | Ҫынран вӑтанмасассӑн, Турӑран хӑрамасассӑн Пихампара юраймӑн теҫҫӗ. | Турӑ — Этем |
| 1333 | Ҫынри — Турӑри. | Турӑ — Этем |
| 1047 | Тепле тарӑхсан та Турӑпа тавлашас ҫук. | Турӑ — Шуйттан |
| 1048 | Торӑран тортса илмелле мар тенӗ. | Турӑ — Шуйттан |
| 1314 | Тур Амӑшӗ юн ҫинче ларать. | Турӑ — Пӳлӗх |
| 1056 | Тур вӑй патӑр теҫҫӗ. | Турӑ — Шуйттан |
| 1058 | Тур ирӗкӗпе тӗнче тӑрать. | Турӑ — Шуйттан |
| 1059 | Тур курать те, калаҫмасть. | Турӑ — Шуйттан |
| 1060 | Тур куртӑр та, шуйттан чартӑр. | Турӑ — Шуйттан |
| 1061 | Тур лаша Турри — тулли валашка. | Турӑ — Шуйттан |
| 1062 | Тур палли турӑхпа ҫусан та шуралмасть. | Турӑ — Шуйттан |
| 1063 | Тур паллине тумла шывӗпе ҫуса та пӗтереймӗн. | Турӑ — Шуйттан |
| 1064 | Тур паллине Тур Амӑш парать. | Турӑ — Шуйттан |
| 1065 | Тур паллине Тур парать, усал ята кам парать? | Турӑ — Шуйттан |
| 1334 | Тур паманнине патша памасть. | Турӑ — Этем |
| 1066 | Тур паманнине ҫапӑҫса илеймӗн. | Турӑ — Шуйттан |
| 1067 | Тур панӑ телей шӑл ҫӗмӗрсе кӗрет. | Турӑ — Шуйттан |
| 1068 | Тур панӑ турпас тура пулнӑ. | Турӑ — Шуйттан |
| 1069 | Тур панине пухса пыр, ху тупнине хушса пыр. | Турӑ — Шуйттан |
| 1070 | Тур панине ҫинӗ чух Турра та пайсӑр ан хӑвар. | Турӑ — Шуйттан |
| 1071 | Тур панине ҫын ҫӗклеймен. | Турӑ — Шуйттан |
| 1072 | Тур панине шуйттан илет. | Турӑ — Шуйттан |
| 1073 | Тур патӑр тесе йӑлӑниччен Турра шӗкӗр! — ҫӑмӑлрах. | Турӑ — Шуйттан |
| 1074 | Тур перекетне пар. | Турӑ — Шуйттан |