| 1075 | Тур пулӑшсан — ӑнать, мур пулӑшсан — кӑнать. | Турӑ — Шуйттан |
| 1076 | Тур пулӑшсан ӗҫ пулать. | Турӑ — Шуйттан |
| 1077 | Тур пулӑшсан мур та ҫӗнеймест. | Турӑ — Шуйттан |
| 1078 | Тур пулӑштӑр ӗмӗр вӗҫне тухма. | Турӑ — Шуйттан |
| 1079 | Тур пулӑштӑр ыр курма. | Турӑ — Шуйттан |
| 1080 | Тур савнӑ ҫын самӑр пулать. | Турӑ — Шуйттан |
| 1335 | Тур сиплӗхӗ турхана ҫех пулӑшать. | Турӑ — Этем |
| 1081 | Тур сирнипе инкек сирӗлмест. | Турӑ — Шуйттан |
| 1082 | Тур сыхлани ху сыхланине ҫитес ҫук. | Турӑ — Шуйттан |
| 1057 | Тур хӑйне хӑй тасатать. | Турӑ — Шуйттан |
| 712 | Тур хушнӑ виҫерен иртме ҫук. | Ырӑ — Усал |
| 713 | Тур япали ҫылӑхсӑр. | Ырӑ — Усал |
| 1336 | Турӑ — аякра, патша — катара. | Турӑ — Этем |
| 1199 | Турӑ — чӑннипе, усал — ултавпа. | Турӑ — Шуйттан |
| 1085 | Турӑ аллинче кун нумай та, пирӗн тӗле мар. | Турӑ — Шуйттан |
| 1086 | Турӑ анчах ҫылӑхсӑр. | Турӑ — Шуйттан |
| 1315 | Турӑ арҫын кӑмӑллӑ, Пӳлӗхҫӗ хӗрарӑм кӑмӑллӑ теҫҫӗ. | Турӑ — Пӳлӗх |
| 1087 | Турӑ ашак кӗлтунине итлес пулсан ашак ҫинче ларса пыракан ҫавӑнтах ӳксе юлмалла. | Турӑ — Шуйттан |
| 1088 | Турӑ аякра та, хӑлхи ҫывӑхра. | Турӑ — Шуйттан |
| 1089 | Турӑ валь парсан валюк та пулать. | Турӑ — Шуйттан |
| 1090 | Турӑ васкамасть. | Турӑ — Шуйттан |
| 1091 | Турӑ вӑл ӗненсен пур, ӗненмесен ҫук. | Турӑ — Шуйттан |
| 1093 | Турӑ вӑл пур текен ҫыншӑн пур, ҫук текен ҫыншӑн ҫук. | Турӑ — Шуйттан |
| 1092 | Турӑ вӑл тур лаша мар, куллен ӗҫе кӳлме ҫук. | Турӑ — Шуйттан |
| 1094 | Турӑ вырӑна тухса ҫӳремест, каяс ҫӗре ҫынна тара тытса ярать. | Турӑ — Шуйттан |
| 1095 | Турӑ ӗҫе юратать. | Турӑ — Шуйттан |
| 1096 | Турӑ ӗҫлекене юратать. | Турӑ — Шуйттан |
| 1097 | Турӑ ӗҫне турхан та пӗлсе пӗтерес ҫук. | Турӑ — Шуйттан |
| 1337 | Турӑ инкекрен хӑтарать, ҫын инкеке пулӑшать. | Турӑ — Этем |
| 1098 | Турӑ ирӗкӗнчен иртеймӗн. | Турӑ — Шуйттан |
| 1099 | Турӑ ирӗкӗнчен иртсе ҫӳҫ пӗрчи те тӑкӑнмасть. | Турӑ — Шуйттан |
| 1100 | Турӑ ирӗкӗпе тӗнче тӑрать, вӗреннипе ҫынсем пурнаҫҫӗ. | Турӑ — Шуйттан |
| 1338 | Турӑ йӑнӑшнине этем епле ан йӑнӑштӑр. | Турӑ — Этем |
| 1101 | Турӑ йывӑҫҫи туратлӑ пулать. | Турӑ — Шуйттан |
| 1102 | Турӑ каларӑш виҫҫӗ теҫҫӗ. | Турӑ — Шуйттан |
| 1103 | Турӑ калать тет: «Чухӑна хутаҫ ҫак, пуяна кушиле ҫак», — тесе. | Турӑ — Шуйттан |
| 1104 | Турӑ калать юлашки пӗрчине те ҫынна пама. | Турӑ — Шуйттан |
| 1105 | Турӑ кама памаллине пӗлет теҫҫӗ. | Турӑ — Шуйттан |
| 1106 | Турӑ канашӗ виҫҫӗ теҫҫӗ. | Турӑ — Шуйттан |
| 1339 | Турӑ каҫарӗччӗ те, патша каҫармасть. | Турӑ — Этем |
| 1107 | Турӑ кашкӑра упа вӑй, упана кашкӑр чӑрсӑрне паман. | Турӑ — Шуйттан |
| 1108 | Турӑ кашни ҫынна ҫак тӗнчере уйрӑм вырӑн панӑ. | Турӑ — Шуйттан |
| 1109 | Турӑ кун парать, вӑлах ҫиме те парать. | Турӑ — Шуйттан |
| 1112 | Турӑ курать те, васкамасть. | Турӑ — Шуйттан |
| 1113 | Турӑ курать те, час каламасть. | Турӑ — Шуйттан |
| 1111 | Турӑ курать, ҫырса пырать. | Турӑ — Шуйттан |
| 1110 | Турӑ курать: кам кама хур тӑвать. | Турӑ — Шуйттан |
| 1340 | Турӑ мар, патша ҫылӑх каҫарать. | Турӑ — Этем |
| 1114 | Турӑ мар, пуҫа хуйӑх шуратать. | Турӑ — Шуйттан |
| 1341 | Турӑ мар, ҫӳҫе патша шуратать. | Турӑ — Этем |