Ырӑ — Усал

 

1161Турӑ ҫине шанса тутӑ пулаймӑн.Турӑ — Шуйттан
1162Турӑ ҫумӑр парсан ыраш та пулать.Турӑ — Шуйттан
1163Турӑ ҫутӑ, ҫутӑ хӗвелтен.Турӑ — Шуйттан
1164Турӑ ҫывӑрнӑ чух усал пуҫа ҫавӑрать.Турӑ — Шуйттан
1347Турӑ ҫылӑха виҫӗ хутчен каҫарать, патшапа пуп пӗрне те каҫармаҫҫӗ.Турӑ — Этем
1165Турӑ ҫынна суккӑра куҫлӑх пулӑшнӑ пекех пулӑшать.Турӑ — Шуйттан
1346Турӑ ҫырать телейне, патша ҫырать асапне.Турӑ — Этем
1168Турӑ ҫырни — ҫӳҫ ҫыххи, сивӗтсе те сивӗнмест.Турӑ — Шуйттан
1167Турӑ ҫырни — ҫӳҫ ҫыххи.Турӑ — Шуйттан
1166Турӑ ҫырни пуҫа килет.Турӑ — Шуйттан
1169Турӑ ҫырсан турхан та пулӑн.Турӑ — Шуйттан
1316Турӑ ҫырсан, Пӳлӗх пӳрсен ҫын пулӑпӑр.Турӑ — Пӳлӗх
1170Турӑ та пӗррелӗхе каҫарать.Турӑ — Шуйттан
1171Турӑ та пӗтӗм тӗнчене ҫырлахтарайман.Турӑ — Шуйттан
1172Турӑ та пӗтӗм халӑха юрайман.Турӑ — Шуйттан
1173Турӑ та пӗччен мар, ҫветтуйсемпе пурӑнать.Турӑ — Шуйттан
1174Турӑ та пурне те пӗр харӑс туман.Турӑ — Шуйттан
1175Турӑ та ҫук, усал та ҫук.Турӑ — Шуйттан
1176Турӑ та турӑхран сӗт тӑваяс ҫук.Турӑ — Шуйттан
1177Турӑ та хӑрӑк турата чӗртес ҫук.Турӑ — Шуйттан
1348Турӑ та этеме юрайман.Турӑ — Этем
1178Турӑ та явӑла ҫӗнеймест.Турӑ — Шуйттан
1179Турӑ тӑшмана каҫарма хушнӑ.Турӑ — Шуйттан
1349Турӑ телей парас ҫук, патша хута кӗрес ҫук.Турӑ — Этем
1350Турӑ тенин тӳрри ҫук, тӳре тенин Турри ҫук.Турӑ — Этем
1180Турӑ тинӗс тӗпӗнчен те кӑларать.Турӑ — Шуйттан
1181Турӑ тӳснӗ, пире те тӳсме хушнӑ.Турӑ — Шуйттан
1182Турӑ тырӑ памӗ.Турӑ — Шуйттан
1352Турӑ умӗнче — ҫылӑх, патша умӗнче — парӑм.Турӑ — Этем
1351Турӑ умӗнче ӗҫпе, ҫын умӗнче чӗлхепе.Турӑ — Этем
1183Турӑ умӗнче камӑн ҫылӑх ҫук.Турӑ — Шуйттан
1184Турӑ умӗнче пурте пӗр тан.Турӑ — Шуйттан
1353Турӑ умӗнче ҫылӑха кӗр те, халӑх умӗнче ҫылӑха ан кӗр.Турӑ — Этем
1354Турӑ умне ҫур пус, хупах хуҫине хӗрӗх пус.Турӑ — Этем
1355Турӑ умне ҫурта хур, тӳре умне укҫа хур.Турӑ — Этем
1356Турӑ умне укҫа хур, тӳре умне тата хур.Турӑ — Этем
1185Турӑ ӳсӗм памасӑр курӑк та ӳсмест.Турӑ — Шуйттан
1186Турӑ хаклӑ ылтӑнран.Турӑ — Шуйттан
1187Турӑ халӑха асап ярса тӗрӗслет.Турӑ — Шуйттан
1188Турӑ хӑватлӑ мар, ӑс хӑватлӑ.Турӑ — Шуйттан
1189Турӑ хӑватне ӗненмесен те ӗҫ хӑватне ӗненмех тӳр килет.Турӑ — Шуйттан
1190Турӑ хӑватне шывпа сӳнтереймӗн.Турӑ — Шуйттан
1362Турӑ хӑвачӗ, патша ирӗкӗ.Турӑ — Этем
1191Турӑ хӑвачӗпе тырӑ акмасӑр пулмасть.Турӑ — Шуйттан
1192Турӑ хӑйне хӑй тасатать.Турӑ — Шуйттан
1193Турӑ хӗрхенмесен кам хӗрхенӗ?Турӑ — Шуйттан
1194Турӑ хушмасӑр ҫулҫӑ та ӳкмест.Турӑ — Шуйттан
1195Турӑ хушмасӑр чун тухмасть.Турӑ — Шуйттан
1196Турӑ чарсан тӑшман пусмасть.Турӑ — Шуйттан
1198Турӑ чӑнлӑха юратать, шуйттан — йӑпӑлтие.Турӑ — Шуйттан