| 5544 | Варана юлнӑ япала варланнӑ теҫҫӗ. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5545 | Вӗренӗн те вӗҫӗ пур. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5546 | Вӗҫӗмсӗр вӗренӗн те вӗҫӗ пур. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5547 | Вӗҫлӗ япала хӑй тӑршшӗ виҫҫӗ тӑсӑлать. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5548 | Кайра та кун нумай, малта та кун нумай, пурӑнас кунсем ҫех виҫеллӗ. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5549 | Кайран акнин каю шӑтнӑ. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5553 | Кайран карӑннӑ тет. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5554 | Кайран килнӗ хӑнана хистев курки. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5555 | Кайран куляниччен маларах ӑсласа хуни аванрах. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5557 | Кайран пилӗк пус парсан та алӑ ҫитмест. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5558 | Кайран ҫитсен каюк! | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5559 | Кайран шӑтнӑ мӑйрака хӑлхаран иртнӗ. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5550 | Кайран, атте арман хуҫи пулсан. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5551 | Кайран, кайран кашӑкпа уйран. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5552 | Кайран, калуш ҫичӗ пуса юлсан. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5556 | Кайран, майра патша вилсен. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5560 | Кайранхи телей малтанхинчен ҫутӑрах. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5561 | Кайранхишӗн ашак хуйхӑрнӑ тет. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5562 | Кайри ӑс мала пулас пулсан пит ӑслӑ пулӑттӑм. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5563 | Кайри ӑспа кайӑк тытаймӑн. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5564 | Кайри кая юлнӑ. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5565 | Кайри каярах пултӑр, малти маларах пултӑр. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5566 | Кайри кустӑрма малта кусас ҫук. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5567 | Кайри мала. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5569 | Кайри ҫынна тӑрса ан ҫитер. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5570 | Кайри урапасем малти хыҫҫӑн чупаҫҫӗ. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5571 | Кайри ытларах курать. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5568 | Кайри-малти урапа пӗр йӗрпелен куссассӑн лашана ҫӑмӑл. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5572 | Кайрине вӑрҫаҫҫӗ, малтине мухтаҫҫӗ. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5573 | Кайрине-малтине шутласан куҫа шуйттан курӑннӑ. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5574 | Кайринчен ирт, малтине ҫит. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5576 | Калла пӑханӑн пуҫӗ юлман. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5577 | Калла пӑхиччен мала пӑх. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5578 | Калла пӑхмасӑр малалла ан кай. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5575 | Калла-малла пӗлмен калӑпа лекнӗ тет. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5579 | Кая юлнӑ ҫынна анчӑк та туллать. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5580 | Кая юлнӑ хӑнана каюра тукмакӗ. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5581 | Кая юлнӑ хӑнана кӗтсен ӗҫкӗ кӗвӗлет. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5582 | Кая юлсан — кар аври. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5583 | Кая юлсан каю шӑтать. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5584 | Каялла тума ҫук ӗҫе калаҫнипе юсаймӑн. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5585 | Кисепӗн икӗ вӗҫӗ те шӗвӗр теҫҫӗ. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5587 | Мала ан ирт, кая ан юл: мала иртсен — пуҫа касаҫҫӗ, кая юлсан — таптаҫҫӗ. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5588 | Мала ан ирт, кая ан юл: мала иртсен пуҫран переҫҫӗ, кая юлсан кутран тапаҫҫӗ. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5586 | Мала ан ярт, кая ан юл. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5589 | Мала кайӑн — матя тупӑн, кая юлӑн — катӑк пулӑн. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5590 | Мала кайсан — макӑрӑн, кая юлсан — какӑрӑн. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5591 | Мала кайсан — маклашнӑ, кая юлсан — картаври. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5592 | Мала кайсан — мухтаҫҫӗ, кая юлсан — кулаҫҫӗ. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5593 | Мала кайсан та вӑрҫаҫҫӗ, кая юлсан та ятлаҫҫӗ. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ |