| 5594 | Малалла пӑх, малалла ут, малтине хӑваласа ҫит. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5595 | Малалла утнӑ май каялла та пӑхкала. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5596 | Малашӗ малта, каяшӗ кӑмакара. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5597 | Малтан ӑс ҫитмесен кайран ан та шухӑшла. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5598 | Малтан йӑмӑх пулсан кайран шупкалать. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5599 | Малтан калаҫма вӑтаннӑ, кайран вӑрҫма ӳркенмен. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5600 | Малтан савӑнсан кайран макӑрас пулать. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5601 | Малтан санне, кайран харпӑр хӑйӗнне. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5602 | Малтан хӑйне асла хуракан кайран кӗҫӗн пулнӑ. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5603 | Малтан хӑпманни кайран та хӑпмасть. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5604 | Малтан хӑраманна кайран нимӗн те тӑвас ҫук. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5605 | Малтан хыптаракан ҫын кайран тӑранать. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5606 | Малтан ыраш вырмалла, кайран ҫур тырри вырмалла. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5607 | Малти урапа кӑҫтан куҫать, кайри те ҫантанах куҫать. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5608 | Малти чӗпӗ малалла, кайри — каялла. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5609 | Патак икӗ вӗҫлӗ. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5610 | Патакӑн вӗҫӗ пӑхлӑ. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5611 | Патакӑн пӗр вӗҫӗ ҫуллӑ, тепӗр вӗҫӗ вараланчӑк теҫҫӗ. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5612 | Пӗр пӗтсен йӑлтах пӗтет. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5613 | Пӗрремӗш шушкӑ кайранхинчен тутлӑрах пулать. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5614 | Пӗтересси тӑвасси мар, часах пулать. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5615 | Пӗтнӗ ҫимӗҫӗн тути ҫук. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5616 | Пуҫӑн килсе кутӑн тух. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5618 | Пуҫӗ — пӗлтерет, вӗҫӗ — пӗтерет. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5617 | Пуҫӗ вӗҫерӗнсен хӳринчен ярса тыт. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5619 | Пуҫӗ пулаччен хӳри пул. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5620 | Пуҫӗ пулсан вӗҫӗ пулать. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5621 | Пуҫлакана мухтав мар, вӗҫлекене мухтав. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5622 | Пуҫлама пӗлнине вӗҫлеме те пӗлес пулать. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5623 | Пуҫламӑш йӑрана чӗрме кашни ҫыннах шанмаҫҫӗ. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5624 | Пуҫламӑшсӑр вӗҫӗ ҫук. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5628 | Пуҫланӑ — пуҫ пулнӑ. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5625 | Пуҫланӑ ӗҫ виҫ ҫул выртнӑ тет. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5626 | Пуҫланӑ ӗҫӗн ури пур. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5627 | Пуҫланӑ капана тӗплесех пулать. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5629 | Пуҫланӑ юрра вӗҫлесех пулать. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5630 | Пуҫланипе ан мухтан, вӗҫленипе мухтан. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5631 | Пуҫласси яланах йывӑр. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5632 | Пуҫличчен пуҫласси, пуҫласан пӗтересси теҫҫӗ. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5633 | Пуҫне ан пӑх, вӗҫне кӗт. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5634 | Ҫӗрте малта пыр, пинте кая ан юл. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5635 | Турӑпа пуҫла, Турӑпа пӗтер. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5636 | Утакан малаллах каять. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5637 | Халӑхран мала иртсе ан кай, халӑхран кая ан юл. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5638 | Хулара кайра ҫӳриччен ялта малта ҫӳреп теҫҫӗ. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5639 | Хыҫалтан пулсан та ут, юлсан — тӑлӑха юлӑн. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5640 | Хыҫри ҫынна кӗтиччен малти ҫынна хуса ҫит. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5641 | Шӑтнӑ курӑк малалла теҫҫӗ. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5642 | Шурӑ сурпанӑн вӗҫӗ ҫук, тӑкӑннӑ ҫулҫӑн шучӗ ҫук. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ | 
| 5643 | Шухӑшламасӑр ан пуҫла, пӗтермесӗр ан пӑрах. | Пуҫӗ — Вӗҫӗ |