2901 | «Хуллен шӑвӑн — мала тухӑн», — терӗ тет чӗрӗп. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2790 | Ан васка, качака, пур кашкӑр та сан пулӗ. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2789 | Ан васка: васкани ҫитермен, пӳрни ҫитернӗ. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2791 | Васкав ӗҫ — ик хут ӗҫ. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2792 | Васкав ӗҫе шуйттан хутшӑнать. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2793 | Васкав ҫӳрекен ӗмӗрех час ҫитеймен. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2794 | Васкавлӑ ӗҫ чӗрре кӗрет. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2795 | Васкавлӑ йӑпӑлти йӗм хунӑ. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2796 | Васкакан автан айне пулнӑ. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2797 | Васкакан арӑмӗнчен савӑнман. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2798 | Васкакан аркӑ вӗҫне юлнӑ. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2799 | Васкакан вакка сикнӗ тет. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2800 | Васкакан варсӑр пулнӑ. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2801 | Васкакан васан тӗпӗнче, васкаман ту тӑрринче. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2802 | Васкакан васан урлӑ каҫайман. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2803 | Васкакан вӑйне пӗтерӗ, васкаманни ӗҫне пӗтерӗ. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2804 | Васкакан виҫ куяна хуса ҫитӗ, пӗрне те хӳринчен тытаймӗ. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2805 | Васкакан кутӑн тӑнӑ. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2806 | Васкакан суккӑр пулнӑ. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2807 | Васкакан ҫынна ирӗксӗр ан чар. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2808 | Васкакан тӑхтаман, тӑхтакан васкаман. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2809 | Васкакан хӑна каҫа юлнӑ. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2810 | Васкакан хӗр туйӗнче намӑс курнӑ. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2811 | Васкакан час ватӑлнӑ. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2818 | Васкакан шухӑшлама маннӑ. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2812 | Васкакан ыр курман. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2813 | Васкаканӑн ани хура. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2814 | Васкаканӑн вар хытнӑ. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2815 | Васкаканӑн ӗҫӗ пулмасть. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2816 | Васкаканӑн пырне ларнӑ. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2817 | Васкаканӑн хирӗ пушӑ юлнӑ. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2819 | Васкамасӑр кайсан хӑвӑртрах ҫитӗн. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2822 | Васканӑ — курнӑ, васкаман — юлнӑ. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2824 | Васканӑ — пӑх хыпнӑ. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2825 | Васканӑ — суккӑр пулнӑ. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2826 | Васканӑ — ҫынсене култарнӑ. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2827 | Васканӑ — тӑлӑха юлнӑ. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2829 | Васканӑ — тупнӑ, васкаман — чупнӑ. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2830 | Васканӑ — тутӑ пулнӑ. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2820 | Васканӑ ӗҫ лата килмест. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2821 | Васканӑ ӗҫ ял кулли. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2823 | Васканӑ кутран пӑх тухман. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2828 | Васканӑ туй тӗнче култарнӑ. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2831 | Васкани ҫитермес тет, пӳрни ҫитерет тет. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2832 | Васкани шӑрка тытма ҫех пулӑш. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2833 | Васканин вӑхӑчӗ васканипе иртнӗ. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2834 | Васкаса авланакан арӑмӗпе савнайман тет. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2835 | Васкаса ан ил, васкаса ан сут — кулянас пулӗ. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2836 | Васкаса вӑхӑтран иртеймен. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2837 | Васкаса пӗрлешекен харкашса уйрӑлать. | Хуллен — Хӑвӑрт |